Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрушӑ (тĕпĕ: хӑрушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑрхавлӑ майор вӗсене таптаса сӳнтерчӗ: ҫак хӑрӑк йывӑҫсен вӑрманӗнче пӗр хӗлхем те питех хӑрушӑ пушар тума пултарнине вӑл аванах пӗлет.

Осторожный майор затоптал их: он понимал, что одной искры достаточно, чтобы зажечь страшный пожар в этом лесу из сухих деревьев.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна асаплӑ та хӑрушӑ ҫул тума тивет, ӑна эпӗ пытарасшӑн мар.

Ему предстоит тяжёлое и опасное путешествие, я не собираюсь скрывать этого.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗр чӑннипелех хӑрушӑ пулчӗ.

Ночь была поистине ужасной.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫынсемпе выльӑхсемшӗн ҫул йывӑр пулса тӑчӗ, хӑш-пӗр вырӑнсенче тата хӑрушӑ та пулчӗ.

Дорога была трудной для людей и животных, а местами и просто опасной.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑрҫӑра хӑрушӑ япала вӑл, ҫав вӑхӑтрах вӑл пурӑнӑҫра та кирлӗ.

Это, страшное оружие на войне и в то же время полезное орудие в быту.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Айртонпа эпӗ килӗшетӗп, тӑрса тухнӑ каторжниксем тӳрӗ ҫӳрекен ҫынсемшӗн хӑрушӑ мар тесе шутлатӑп.

Я согласен с Айртоном и считаю, что беглые каторжники не страшны честным людям.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван инспекторпа калаҫнӑ чух: «мӗнле хӑрушӑ инкек», тесе каларӗ те, нимӗн те пӑшӑрханман полицейски ӑна: — Унтан та ытларах, сэр, — терӗ.

Когда Гленарван обратился к инспектору со словами: «Какое ужасное несчастье!» — полицейский спокойно ответил: — Хуже того, сэр.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ҫак хӑрушӑ катастрофа миҫе ҫыннӑн пуҫне ҫинине шута илекенсем никам та ҫук.

И никто не решался подсчитать, сколько жертв унесла эта страшная катастрофа.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑрушӑ катастрофа пулнӑ: поезд рельсӑсенчен тухса кайнӑ та ҫырмана вӑрхӑнтарнӑ.

Произошла ужасная катастрофа: поезд сошёл с рельсов и упал под откос.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку питех хӑрушӑ самант пулчӗ.

Это был очень опасный момент.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирӗн патӑрта та ҫавӑн пекех хӑрушӑ мар тесе Европӑри ҫӗршывсенчен нумайӑшӗ мухтанма пултарӗҫ-ши?

Многие ли европейские страны могут похвастаться такой безопасностью?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кальоран тухнӑ хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен хӑрушӑ тӑвӑл ашкӑнма пуҫланӑ.

Через три недели после отплытия из Кальяо поднялась страшная буря.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ара чӑнах та ӗнтӗ, боцман ҫав хӑрушӑ катастрофӑран пӗр сиенсӗр тухнӑ пулсан, капитан мӗншӗн ҫавӑн пекех ҫӑлӑнма пултараймӗ-ха?

Да и в самом деле, если боцман вышел целым и невредимым из ужасной катастрофы, почему не мог также уцелеть и капитан?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав хӑрушӑ минутра мана пӗр хум килсе палуба ҫинчен шӑлса антарчӗ те ҫыран хӗрринелле ыткӑнтарса пычӗ.

В эту страшную минуту волна смыла меня с палубы и понесла на берег.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Иртсе кайнӑ хӑрушлӑхсем ҫинчен Гленарван калаҫса тӑмарӗ, ҫапла вара Элен та, Мэри Грант та, Роберт та хӑйсем мӗнле хӑрушӑ инкекрен хӑтӑлнине кӑшт та пулин сиссе юлмарӗҫ.

Гленарван ни словом не обмолвился о пережитой тревоге, и ни Элен, ни Мэри Грант, ни Роберт даже и не заподозрили, какой страшной опасности они избежали.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапах та кун пек дрейф тытса пынин хӑрушӑ енӗсем те пур, мӗншӗн тесен яхта темӗн пысӑкӑш хумсен хушшине анса кайсан, унтан ишсе тухма та пултараймасть.

Однако дрейф был и небезопасен, так как яхта могла попасть в пропасть между двумя гигантскими волнами и больше не всплыть.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс ҫапла калаҫма пикенчӗ-тӗк, ӗҫсем вара чӑнах та хӑрушӑ пулмалла.

Очевидно, положение было критическим, если Джон Манглс позволил себе говорить таким повелительным тоном.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Механик машинӑра темӗнле хӑрушӑ авари пулнине курса тата хурансем ан ҫуралччӗр тесе, вӗсенчен пар кӑларса ячӗ.

Механик, видя полную неподвижность машины и боясь за целость котлов, выпустил пар через пароотводную трубу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Темиҫе хутчен те хумсем палуба урлӑ йӑваланса каҫрӗҫ, ҫавӑнпа та ун ҫинче нумайччен тӑма та хӑрушӑ.

Волны уже хлестали через борт и каждую минуту могли прокатиться по палубе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗрре хаваслӑ та тепре хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен каланине итлекенсем пӗрре хаваслӑн кӑшкӑрса яраҫҫӗ, тепре сехӗрленсе ахлатса илеҫҫӗ.

Все эти подробности, то весёлые, то страшные, вызывали попеременно восклицания восторга или ужаса у слушателей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней