Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-пӗри кӗввипе Хӗвелтухӑҫ музыки патне туртӑнать.
Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21
Ун сӑмахӗсемпе, паян этника патне интерес ӳссех пырать.
Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21
Вара тӳсеймерӗм, ют чӗлхе вӗренекен студентсем патне куллен икшер сехет кая-кая ларма пуҫларӑм.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Пӗлетӗп, Сирӗн чӗре патне ҫул шыракан сахал мар пулнӑ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Елчӗк районӗнчен килнӗ ҫут ӗҫ инспекторӗ, хӑйсем патне илсе каяс тесе, тем тӗрлӗ илӗртсе пӗтерчӗ: «Пирӗн патра — ешӗл вӑрман, ҫутӑ кӳлӗ…»
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Хамӑн Нарспипе Сетнер ҫӗршывне — Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар ен те хӑй патне туртатчӗ…
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Калаҫӑвӑн пуҫламӑшӗ патне таврӑнса ҫирӗплететӗп: ак ӗнтӗ миҫе ҫул чӑваш чӗлхине ҫӑлса хӑварассинче ӳсӗм ҫук пирӗн, хальлӗхе утӑм хыҫҫӑн утӑм каялла кӑна чакса пыратпӑр.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Туятӑр-и, ӗҫ-пуҫ кун пек каяс пулсан, патшалӑх арканӑвӗ патне ҫитесси те инҫе мар.Чувствуете, если делать так пойдут, не далеко и приход упадка народа.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Акуня аппа патне кирек хӑш вӑхӑтра та чупатпӑр.
Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07
Аппасемпе васкарӑмӑр вара кинемей патне.
Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07
Кӗҫех хайхискер ун патне те ҫитрӗ, сывлӑх сунчӗ.
Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07
2012 ҫулта пӗтӗмпе 253 картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 158 ҫула юсанӑ.Всего в течение 2012 года были отремонтированы 253 дворовые территории и 158 проездов к ним.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Шупашкара кашни килмессеренех мана художник патне илсе кайрӗ.
Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28
Аслӑ философсем те ытларах та ытларах вӗренмен ҫын, айван патне ӑс ыйтма ҫӳреҫҫӗ.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Мотовсем патне кӗретӗн те: «Сан ҫиес килет пулӗ. Ларса ҫи – кукӑль пӗҫертӗм», – тет вӗренмен хӗрарӑм.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Парти юхӑмӗсем вӑйӑ выляма кирлӗ, анчах та вӗсен вӑййисем илсе пыраҫҫӗ яланах вӑрҫӑ, харкашу патне.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Пусӑ ҫаврӑнӑшӗсене пӑсса, органикӑлла удобренисемпе усӑ курмасӑр ытларах пӗрчӗллӗ культурӑсене кӑна туса илсе пурӑнсан ҫӗр ӗҫне вӗреннӗ кашни ҫыншӑнах эпир кӗске вӑхӑтрах мӗн патне ҫитсе тухасси каламасӑрах паллӑ.
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Вун-вуникӗ кун Яков Иванович патне кайса ҫыхтарнӑ хыҫҫӑн Энтрей ури юмахри пек хӑвӑрт тӳрленсе пычӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Акӑ, Яков Ивановичсем патне ҫитсе кӗчӗҫ вӗсем.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Мӗншӗн ирех урамра? — ыйтрӗ вӑл ача патне ҫывхарса.Почему спозаранку на улице? — спросил он, подходя к мальчику.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980