Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытти хӗрарӑмсен упӑшкисем походсенчен киле таврӑнӗҫ, Аленка тусанлӑ ҫул ҫине тухӗ те, куҫӗсене хӗвелтен алӑ тупанӗпе хупласа, ӑна кӗтсе сӑнаса пӑхӗ, анчах вӑл ҫук та ҫук.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сагайда комбатран полк иккӗмӗш эшелона тухни ҫинчен, вӑл кунта ҫынсем килсе хутшӑнасса кӗтсе, тен, ыранчченех тӑрасси пирки, ҫӗнӗрен килсе хутшӑнас ҫынсене резерври офицерсем таҫтан илсе килни ҫинчен пӗлчӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем, ют ҫӗршывсенче ӗмӗрхи хуралсем пек тӑрса, пирӗн халӑхӑн, — фашистла ордасен полкӗсене кӑкӑрпа тӑрса кӗтсе илнӗ тата Европӑна хӑйӗн юнӗпе ирӗке кӑларнӑ халӑхӑн, — ҫухатӑвӗсем ҫинчен пӗтӗм тӗнчене яланах аса илтерӗҫ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тен, пиртен кам та пулин Ҫӗнтерӳ Кунне кӗтсе илеймесӗрех ҫакӑнта вилсе кайӗ.Может быть, кому-нибудь из нас суждено тут погибнуть, не дожив до дня Победы.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Халӗ ӗнтӗ батальонсем ҫав ракетӑна кӗтсе илчӗҫ те тӑчӗҫ.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Икӗ совет батальонӗ каҫ пулнӑранпах вӗсен тылӗнче шоссе тӑрӑх ҫак симӗс ракетӑсене кӗтсе выртнине кам пӗлнӗ вӗсенчен?
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пире малта мӗн кӗтсе тӑнине эпир хамӑрах пӗлетпӗр, — терӗ вӑл.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн юлташӗсем, рабочисем, совет офицерӗсене лайӑх кӗтсе илесшӗн, анчах вӗсем чухӑн, вӗсен ачасемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа та Сталин офицерӗсене «Интернационалпа» кӗтсе илме шут тытнӑ.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Офицерсем, хӑйсене ҫавӑн пек чаплӑн кӗтсе илнипе хумханса кайнӑскерсем, вӑтанчӗҫ.Офицеры смутились, растроганные этой церемонной и неожиданной встречей.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Салана пырса кӗнӗ ҫӗрте юланутлӑ ҫынсене катаранах асӑрханӑ ачасем кӗпӗрленсе кӗтсе тӑраҫҫӗ.При въезде в село всадников уже поджидали, толпясь, ребятишки, видимо, издали заметившие их.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тен, халӗ вӑл, типшӗм хулпуҫҫийӗсем ҫине шаль уртса янӑскер, ашшӗ трестран таврӑнасса кӗтсе, репродуктор умӗнче «Юлашки хыпарсем» итлесе ларать пулӗ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Санитарнӑй взводсем те ҫавӑнтах вырнаҫнӑ, аманнисем, темиҫе теҫетке ҫын, вӗсем тавра пухӑннӑ та, тӗттӗм пуласса кӗтсе, окоп тӗпӗнче выртаҫҫӗ е лараҫҫӗ.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ответлессе кӗтсе тӑмасӑрах, сӗмлӗхре вӑл хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек чӑштӑртатма тытӑнчӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унта оркестрсем пулнӑ пулсан, вӗсем ҫав хыпара саламлӑ марш кӗввипе кӗтсе илнӗ пулӗччӗҫ.Если бы тут были оркестры, они откликнулись бы на эту весть приветственным маршем.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Расчетсем хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ те пысӑк тимлӗхпе кӗтсе, хытса тӑчӗҫ, — халех хӗвел тӗттӗмленме пуҫланассӑн туйӑнать.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Брянски подразделенийӗнче ҫак хыпара уйрӑммӑнах хапӑлласа кӗтсе илчӗҫ, мӗншӗн тесен Полищук ротӑри чылай боецсен землякӗ.
VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑрҫӑ Черныша ӑнсӑртран пулакан, яланхи пек мар шӑплӑхпа, кӑнтӑрӑн вӗри тӗлӗрӗвӗпе, ҫеҫенхирти ырра систермен ҫынсӑр ҫулсемпе кӗтсе илчӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ун чух эсӗ мана, Елена, йӑвашрах кӗтсе илессе эпӗ шансах тӑратӑп…Я уверен, Елена, что тогда ты меня встретишь совсем другим лозунгом.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вилӗме вӑл мӑнкӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл ҫӗнӗ — хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫула та таҫта ҫул ҫинче кӗтсе илчӗ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.