Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ арӑм пур ҫӗре пырса ларман, ун пек ҫын ҫемйине аркатман.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Чӑнах та, йӑнӑшман арҫын: Ольга Прокопьевна кӗтмен хӑнана тӳрех тӑватӑ статьяпа — киревсӗр сӑмахпа хӑртнӑшӑн, тапӑнса укҫа ыйтнӑшӑн, ҫын кил-ҫуртне пырса кӗнӗшӗн, хӗненӗшӗн — айӑплама йӗрке хуралҫисем патне ыйту ҫырнӑ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Маҫака ҫын ҫӑхавне пула икӗ хут тытса кайнӑ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Эпӗ пурнӑҫра пачах урӑх ҫын, вӗсем манӑн шалти тӗнчене пӗлмеҫҫӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Сана вӗрентсе кӑларса ҫын тӑвӑп, авлантарсан мӑнуксене чӗркуҫҫи ҫине лартса сиктерӗп», — терӗм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫын сӑмахӗ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Палтиел ялӗнче пурӑнакан Гузелийӑпа Зефер Афиатулловсем ҫемье ҫавӑрсан вӗсенчен телейлӗ ҫын пулман: иккӗшӗ те ҫамрӑк, вӑй-хал тапса тӑрать.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Хуп турттарма юратакан ҫын дояркӑра вӑй хураймӗ — пилӗк сехет валли ирхи сӑвӑма ҫитмелле.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Лаша пуласси - тихаран, ҫын пуласси ачаран паллӑ», - теҫҫӗ.
Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Кӑҫалхи ӗҫе 30 ҫын хутшӑнать.
Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Урмаел ял тӑрӑхӗнче 5000 ытла ҫын пурӑнать.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Чылай тӗслӗхре вара шӑпах ҫын айӑпӗпе пушар тухнӑ.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 хутчен вут-ҫулӑм алхаснӑ, 2 ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр тӑтӑлнӑ.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши Кинчерсемшӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑчӗ темелле, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ял халӑхӗпе тӑтӑшах тӗл пулать.
Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15
Мотор кӗрлевӗ пӗтӗм шӑв-шава хуплатчӗ пулин те кабинӑра ашшӗпе юнашар ларса пынӑ чухне унран телейлӗрех ҫын ҫукчӗ те пулӗ.
Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
— Валерий Петрович, ҫын пурнӑҫӗ еплерех йӗркеленесси ачалӑхран та килет.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ӗҫ укҫине конвертра илсессӗн ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленме пултарассине ҫирӗплетсе пӗр тӗслӗх илсе кӑтартрӗ Александр Степанович – унашкал ҫын пенсисӗр те тӑрса юлма пултарать.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Унта та нумай вӑй хума лекмерӗ – шкула математика вӗрентекен ҫын кирлӗ пулчӗ.
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Хӑнасемпе, туянакансемпе пӗрлех унӑн хитре япалисене ҫывӑх ҫыннисем те хаклаҫҫӗ, сӑмахран, мӑшӑрӗ «маттур Ивановна» тет, ывӑлӗсем вара урӑх ҫын ҫыхнӑ япаласене тӑхӑнасшӑн та мар.
«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
- «Вӑхӑт ҫук» тенине, эппин, чи малтан ҫын кахаллӑхӗпе ҫыхӑнтармалла?— Разговоры о «времени нет», наверное, нужно связать с простой человеческой ленью?
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№