Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмси унӑн питне-куҫне кура мар пӗчӗккӗ, шӗп-шӗвӗр те кӑмӑрчаклӑрах, пысӑк мар тӗксӗм хӗрлӗ тути хӗррисем ярт йӗрленсе тӑраҫҫӗ, вӗсене вӑл час-часах чӗлхи вӗҫӗпе ҫула-ҫула илет, ҫавӑнпа та вӗсем, ҫупа сӗрнӗ пекех, яланах ҫутӑ пулаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хура тӑхлан тӗслӗ каланчана таса мар тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, хула ҫыннисем бульварта шавлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ.Свинцовая каланча окрасилась в мутно-багровый цвет, горожане на бульваре шумят, смеются.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Юханшыв леш енче, бульварта, хула ҫыннисем курӑнма пуҫлаҫҫӗ: йывӑҫсем витӗр сенкер, шупка хӗрлӗ, шурӑ тӑхӑннӑ хӗрарӑмсемпе хӗрсем, сӑрӑ та сарӑ тумлӑ кавалерсем епле ярӑнса иртни курӑнать, Мазепа уҫҫӑн ахӑлтатса кулни тата ҫуллӑ сассипе ҫапла кӑшкӑрни илтӗнет:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫурма ыйхӑллӑ куҫӗсемпе вӗсем Путаница ҫырмин пӑтранчӑк шывӗ ҫинелле, хулан хӗрлӗ тӑмлӑ чӑнкӑ ҫыранӗ ҫинелле тата бульвар тӗлӗнче Окуров хулине витсе хупланӑ тӳпенелле кӑнь-кань пӑхкалаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Мещенсен вӑхӑт лутӑркаса хавшатнӑ, ҫурхи тулӑх шыв-шурсем тайӑлтарса янӑ ҫав пӗчӗк пӳрт-ҫурчӗсем хушшинче Александр Невский ячӗпе лартнӑ хӗрлӗ кирпӗч часовня ҫӗкленсе тӑрать: ӑна вилсе пӗтнӗ ҫӗрулпучӗсен, Буйновсен, тӗп аслашшӗ ларттарнӑ пулать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Беседка патӗнчен чӑнкӑ ҫыранпа аялалла икӗ картлашка анаҫҫӗ, — беседка тӗлӗнчех аялта ҫулла шыва кӗмелли вырӑнсем курӑнаҫҫӗ: йӑрӑм-йӑрӑмми — шурӑпа кӑвак тӑрӑхли — Фогелӗн, хӗрлӗ тӗсли — хула пуҫлӑхӗн, тӗссӗрри тата, хӗвелпе сарӑхса кайнӑ хӑмасенчен ҫапкаласа туни — «халӑх» валли.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хуланалла улӑхакан хӗрлӗ тӑмлӑ чӑнкӑ ҫырана ҫапӑ-ҫатракасемпе тыттарса ҫирӗплетнӗ, чӑнкӑ ҫыран хӗррипе хула бульвар туса хунӑ, унта тирексем, акацисем, ҫӑкасем йӑвӑ лартса тултарнӑ; бульвар варринче хула пуҫлӑхӗпе Покивайко хӑйсен укҫипе хитре беседка тутарнӑ, ҫийӗ мачтӑллӑ, уявсем чухне ҫав мачта ҫинче патшалӑх ялавӗ вӗлкӗшсе тӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулари мещенӗсем йӑрӑскерсем, анчах — мӑнтӑрккаскерсем; вӗсем уезда кӗрекен ялсенчи ярмаркасенче хӗрлӗ таварпа тата ытти таварпа суту-илӳ туса пурӑнаҫҫӗ, кӗпӗрне валли сӳс, арланӑ ҫип, ҫӑмарта, выльӑх-чӗрлӗх тата утӑ сутӑн илсе ҫӳреҫҫӗ; вӗсен арӑмӗсемпе хӗрӗсем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмран ахаль туфлисем, ӑшӑ туфлисем, шарфсем, фуфайкӑсем тата ҫул ҫине тухмалли хутаҫ-михӗсем ҫыхаҫҫӗ — ҫак йышши алӑ ӗҫне тума вӗсене тахҫантанпах мӑнастир шкулӗ вӗрентсе хӑнӑхтарнӑ, пурте пекех вӗсем ҫавӑнта хутла вӗреннӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Дрейяк мӗн те пулин ӑнланса иличчен малтан, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫӳллӗ, сюртуксӑр ҫын, ҫаннисене тавӑрнӑ аллине йывӑр тимӗр лум тытнӑ, пуҫне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑскер, унпа танлашнӑ та, аслати пек кӗрлекен сассипе унран: «Эсӗ пирӗнпе-и?» тесе ыйтнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Князь питӗ илемлӗ, хӗрлӗ питлӗ, ачаш сӑнлӑ пулнӑ, унӑн тути ҫинче ҫемҫе кӑна мамӑк пек тӗк ӳснӗ, унӑн сенкер куҫӗсем тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхнӑ, пуринчен ытла вӑл пурнӑҫ ҫине хаваслӑн пӑхакан хӗрсемпе ҫамрӑк тӑлӑх ӑрӑмсене кӑмӑла кайнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗм тӗлӗнче турӑшсен пӳлӗмӗ пулнӑ; ҫав пӗчӗк пӳлӗмре хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ киот ӑшне пысӑк та хаклӑ йышши иконсем лартса тултарнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ну, ывӑлӗ, ашкӑнчӑк, хӗрлӗ ҫӗлӗк айне лекетех пулӗ-ха.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— «Хамӑн куҫа сыхланӑ пекех сыхлатӑп, батюшка, ҫӗрле те пӗр-икӗ хут тухса пӑхатӑп», — тенӗ ӑна хирӗҫ дворник; ҫавӑн хыҫҫӑн улпут вара хӑйне улӑштарса панӑ хӗрлӗ ҫӑмартапа тухса кайма хушнӑ.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Апла мар, кунта хӑйӗн йӗрки пур, — терӗ пилӗкне хӗрлӗ вӗҫлӗ алшӑлли ҫыхнӑ хресчен.— Да нет, тут есть своя тонкость, — сказал крестьянин, подпоясанный полотенцем с красной каймой.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеяр тыткӑна лекнисем хушшинче ашшӗне хӑратнӑ тата ӗнер яла ҫаратса тухнӑ леш хӗрлӗ сухаллӑ латака офицера палласа илчӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хӗрлӗ бакен тӗлне ҫитсен, палламан ҫын аллисене сарлакан хӑлаҫланни курӑна пуҫларӗ.Когда неизвестный поравнялся с красным бакеном, стало видно, как широко взмахивал он руками.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Эпир бандитсем мар, эпир хӗрлӗ партизансем.
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫанӑсӑр казакин тӑхӑннӑ, пилӗкне килте тӗртнӗ хӗрлӗ хӗрӗллӗ алшӑлли ҫыхнӑ старик, аллинчи йывӑр шертешнӗкне чӑмӑртаса, урӑлса ҫитеймен «хӑнасем» ҫине хаяррӑн, шӑтарасла пӑхса тӑчӗ.
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ирхине ӑна Ильсеяр ашшӗ тытнӑ хӗрлӗ ҫунатлӑ пулӑсенчен чи пысӑккине ҫитерсе хӑварнӑччӗ вӗт.Ведь Ильсеяр утром успела скормить ему пребольшущую красноперку.
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унтан киммине пӑрахут хыҫӗнче ҫунакан хӗрлӗ бакен еннелле пӑрчӗ.Потом повернул лодку к красному бакену, горевшему у кормы парохода.
ХII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.