Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫын сăмах пирĕн базăра пур.
ҫын (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
36. Саул каланӑ: филистимсене ҫӗрле йӗрлесе кайӑпӑр, вӗсене тул ҫутӑличчен тустарӑпӑр, пӗр чӗрӗ ҫын та хӑвармӑпӑр, тенӗ.

36. И сказал Саул: пойдем в погоню за Филистимлянами ночью и оберем их до рассвета и не оставим у них ни одного человека.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара пӗр ҫын та апат тутанса пӑхман.

И никто из народа не вкусил пищи.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Саулпа вунӑ пин чухлӗ ҫын пулнӑ, ҫапӑҫу Ефрем тӑвӗ ҫинчи хулара талккӑшпех пынӑ.]

[Всех людей было с Саулом до десяти тысяч, и битва происходила по всему городу на горе Ефремовой.]

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унпа пӗрле ултҫӗре яхӑн ҫын 3. тата Ахия пулнӑ; Силомра Ҫӳлхуҫа священникӗнче тӑраканскер, ефод тӑхӑнса ҫӳрекенскер, Ахия вӑл Иохаведпа пӗртӑван Ахитув ывӑлӗ пулнӑ, Ахитув — Финеес ывӑлӗ, Финеес вара Илий ывӑлӗ пулнӑ.

С ним было около шестисот человек народа 3. и Ахия, сын Ахитува, брата Иохаведа, сына Финееса, сына Илия, священник Господа в Силоме, носивший ефод.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Самуил пӗтӗм Израиле ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ, эсир мана мӗн каланине итлесе, сире валли патша лартрӑм, 2. акӑ ӗнтӗ патша сирӗн умӑрта ҫӳрет; эпӗ вара ватӑлтӑм, кӑвакартӑм; манӑн ывӑлӑмсем те сирӗнпе пӗрле; эпӗ ҫамрӑклӑхӑмран пуҫласа паянхи кунчченех сирӗн умӑрта ҫӳрерӗм; 3. акӑ вӑл эпӗ; эхер те эпӗ камран та пулин вӑкӑрне илнӗ пулсассӑн, ашакне илнӗ пулсассӑн, кама та пулин кӳрентернӗ, хӗсӗрленӗ пулсассӑн, камран та пулин парне илсе унӑн тавӑҫне курмӑш тунӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче тата Вӑл ҫу сӗрнӗ ҫын умӗнче мана хирӗҫ кӳнтелӗр, — эпӗ сире каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.

1. И сказал Самуил всему Израилю: вот, я послушался голоса вашего во всем, что вы говорили мне, и поставил над вами царя, 2. и вот, царь ходит пред вами; а я состарился и поседел; и сыновья мои с вами; я же ходил пред вами от юности моей и до сего дня; 3. вот я; свидетельствуйте на меня пред Господом и пред помазанником Его, у кого взял я вола, у кого взял осла, кого обидел и кого притеснил, у кого взял дар и закрыл в деле его глаза мои, - и я возвращу вам.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, вара пурте пӗр ҫын пек кар ҫӗкленнӗ.

И напал страх Господень на народ, и выступили все, как один человек.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Чупса кайнӑ та ӑна унтан илсе килнӗ, вӑл халӑх хушшине пырса тӑнӑ, пӗтӗм ҫын ун хулпуҫҫийӗ ҫӳллӗш ҫеҫ пулнӑ.

23. И побежали и взяли его оттуда, и он стал среди народа и был от плеч своих выше всего народа.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ Турӑ сӑрчӗ ҫине ҫитӗн, унта филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑрать, [унта Филисти пуҫлӑхӗсем;] ҫавӑнта хулана пырса кӗрсессӗн, сӑрт ҫинчен анакан пророксен ушкӑнне тӗл пулӑн, вӗсем псалтирьпе тӳнкӗр, шӑхличӗпе кӗсле тытнӑ, вӗсем Турра мухтаса юрлӗҫ; 6. сан ҫине Турӑ Сывлӑшӗ анӗ, эсӗ те вӗсемпе пӗрле Турра мухтаса аслӑлӑн, вара урӑх ҫын пулса тӑрӑн.

5. После того ты придешь на холм Божий, где охранный отряд Филистимский; [там начальники Филистимские;] и когда войдешь там в город, встретишь сонм пророков, сходящих с высоты, и пред ними псалтирь и тимпан, и свирель и гусли, и они пророчествуют; 6. и найдет на тебя Дух Господень, и ты будешь пророчествовать с ними и сделаешься иным человеком.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унтан татах малалла кайӑн та Фавор юманлӑхне ҫитӗн, ҫавӑнта сана Турӑ патне Вефиле каякан виҫӗ ҫын тӗл пулӗ: пӗри виҫӗ качака путекки, тепӗри виҫӗ ҫӑкӑр, виҫҫӗмӗшӗ пӗр такмак эрех йӑтса пырӗ; 4. вӗсем сана саламлӗҫ, сана икӗ ҫӑкӑр парӗҫ, эсӗ ҫавна вӗсен аллинчен илӗн.

3. И пойдешь оттуда далее и придешь к дубраве Фаворской, и встретят тебя там три человека, идущих к Богу в Вефиль: один несет трех козлят, другой несет три хлеба, а третий несет мех с вином; 4. и будут приветствовать они тебя и дадут тебе два хлеба, и ты возьмешь из рук их.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Самуил Саула курсассӑн, Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ сана каланӑ ҫын; вӑл Манӑн халӑхӑма ертсе пырӗ, тенӗ.

17. Когда Самуил увидел Саула, то Господь сказал ему: вот человек, о котором Я говорил тебе; он будет управлять народом Моим.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Саул хӑйӗн тарҫине каланӑ: эпир кайӑпӑр-ха, пирӗн ҫав ҫын валли мӗн илсе каяс-ха? пирӗн хутаҫра ҫӑкӑр та юлмарӗ, Турӑ ҫыннине парнелеме парне те ҫук; мӗн пур-ха пирӗн? тенӗ.

7. И сказал Саул слуге своему: вот мы пойдем, а что мы принесем тому человеку? ибо хлеба не стало в сумах наших, и подарка нет, чтобы поднести человеку Божию; что у нас?

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Анчах тарҫи ӑна каланӑ: акӑ ҫак хулара Турӑ ҫынни, хисеплӗ ҫын, пурӑнать; вӑл мӗн калани пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса пырать; ҫавӑн патне кайса килер, тен, вӑл пире каймалли ҫула кӑтартса ярӗ, тенӗ.

6. Но слуга сказал ему: вот в этом городе есть человек Божий, человек уважаемый; все, что он ни скажет, сбывается; сходим теперь туда; может быть, он укажет нам путь наш, по которому нам идти.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вениамин йӑхӗнче Кис ятлӑ пӗр ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ; вӑл Авиил ывӑлӗ пулнӑ, Авиил — Церон ывӑлӗ, Церон — Бехораф ывӑлӗ, Бехораф вара пӗр Вениамин ҫыннин Афийӑн ывӑлӗ пулнӑ.

1. Был некто из сынов Вениамина, имя его Кис, сын Авиила, сына Церона, сына Бехорафа, сына Афия, сына некоего Вениамитянина, человек знатный.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Филистимсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ӳкӗнӗҫ парнинчи ҫак ылтӑн мӑкӑльсенчен пӗри Азотшӑн, пӗри Газӑшӑн, пӗри Гефшӑн, пӗри Аккароншӑн пулнӑ; 18. ылтӑн шӑшийӗсем вара Филисти хулисен шутне кура, вӗсене тытса тӑракан пилӗк ҫын шутне кура, Ҫӳлхуҫа арчине лартса хунӑ пысӑк чул патне ҫити тӑсӑлакан ҫирӗплетнӗ хуласемпе уҫӑ ялсен ятӗнчен пулнӑ.

17. Золотые эти наросты, которые принесли Филистимляне в жертву повинности Господу, были: один за Азот, один за Газу, один за Аскалон, один за Геф, один за Аккарон; 18. а золотые мыши были по числу всех городов Филистимских - пяти владетелей, от городов укрепленных и до открытых сел, до большого камня, на котором поставили ковчег Господа.

1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Унӑн кинӗ, Финеес арӑмӗ, халь-халь ҫуратасла йывӑр ҫын пулнӑ.

19. Невестка его, жена Финеесова, была беременна уже пред родами.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫав ҫын Илие каланӑ: эпӗ тапӑртан килтӗм, ҫапӑҫу хирӗнчен паян тартӑм, тенӗ.

16. И сказал тот человек Илию: я пришел из стана, сегодня же бежал я с места сражения.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫийӗнчех хайхи ҫын пырса тӑнӑ та Илие пӗтӗмпех каласа панӑ.

И тотчас подошел человек тот и объявил Илию.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫапӑҫнӑ вара филистимсем, Израиль ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне тарса пытаннӑ, вӗсем ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ, Израиль ҫыннисенчен вӑтӑр пин ҫуран ҫын пӗтнӗ.

10. И сразились Филистимляне, и поражены были Израильтяне, и каждый побежал в шатер свой, и было поражение весьма великое, и пало из Израильтян тридцать тысяч пеших.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫӳлхуҫа Аннӑна аса илнӗ, Анна йывӑр ҫын пулса виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр ҫуратса панӑ; ҫамрӑк ача Самуил вара Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ.

21. И посетил Господь Анну, и зачала она и родила еще трех сыновей и двух дочерей; а отрок Самуил возрастал у Господа.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ.

20. Чрез несколько времени зачала Анна и родила сына и дала ему имя: Самуил, ибо, [говорила она], от Господа [Бога Саваофа] я испросила его.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней