Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑрахман ҫав, сэр, хамӑн шухӑшсем пурнӑҫланасса эпӗ шансах таратӑп.

— Нет, сэр, и я надеюсь, что мне удастся воплотить эту идею в жизнь.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хамӑн шайкӑна эпӗ сирӗн экспедици хыҫӗнченех пыма хушрӑм.

Я приказал своей шайке неотступно сопровождать вашу экспедицию.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мана ӗҫе илчӗҫ, эпӗ унта хамӑн чӑн ятӑмпа пурӑнтӑм.

Меня наняли работником, и я назвался своим настоящим именем — Айртоном.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ сире улталасшӑн мар, ҫитменнине хамӑн чӑнлӑхӑма та кӑтартса паратӑп.

Я не собираюсь обманывать вас и дам вам доказательство своей искренности.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эсир пӗлетӗр, эпӗ ҫын хыҫӗнчен каякан ҫын мар, анчах хальхи вӑхӑтра эсир пуҫарнӑ ӗҫ пурӑнӑҫа кӗрессишӗн эпӗ хамӑн пуҫӑма хума та хатӗр.

Вы знаете, мне несвойственно увлекаться, но на этот раз я готов головой поручиться за успех вашей затеи.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Туземецсен сисӗмлӗхне эсир улталаймарӑр пулсан, вара вӗсене манӑн хамӑн чеелӗхпе улталама тивет.

— Раз вам не удалось обмануть бдительность туземцев, придётся мне угостить их блюдом моего собственного изобретения.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сан аллунта тыткӑнра пулнипе мар, хамӑн шухӑш ҫапла пулнипе эпӗ ҫапла калатӑп.

— Я это говорю потому, что таково моё мнение, а не потому, что я у тебя в плену.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Именмесӗрех калама пулать, эпир туземецсемшӗн вӗсем ӑмсаннӑ кайӑксемех пулса тӑратпӑр, — ҫавӑнпа та манӑн маориецсен тараватлӑхӗн мӗнпур ырлӑхӗсене пӗрре те хамӑн ӗнсе ҫинче тӳсес килмест.

Без ложной скромности можно сказать, что мы представляем собой завидную добычу для туземцев, и мне совершенно не хочется испытать на своей шкуре все прелести новозеландского гостеприимства.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Биль Галлей — ӗҫме юратакан ҫын, тӑрпалтай, анчах ӑна эпӗ куҫран ямастӑп, ҫӗрӗн ҫывӑхнелле ӗҫсем хӑрушланса кайсан, суднона хамӑн алла илетӗп эпӗ.

Билль Галлей — тупоголовый пьяница, но я не спускаю с него глаз, и, если вблизи от земли положение покажется мне опасным, я возьму на себя управление судном.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хамӑн «Дунканӑма»! — терӗ хӗрӳленсе Гленарван.

Мой «Дункан»! — горячо сказал Гленарван.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хамӑн яхтӑна.

— Мою яхту.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хамӑн тусӑмсене эпӗ пампассемпе Австрали урлӑ каҫасси ҫинчен хистерӗм, анчах та эпӗ, Ҫӗнӗ Зеландине каҫса каяс тесен, вӗсене ун ҫинчен шухӑшлама та памӑттӑм.

Я настоял на том, чтобы мои друзья пересекли пампасы и Австралию, но я никогда не позволил бы им даже думать о переходе через Новую Зеландию.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑслӑлӑхшӑн эпӗ хамӑн юнӑн пӗр пайне патӑм, юлни мана урӑх ӗҫ валли кирлӗ, — терӗ.

Я для науки отдал часть крови, а то, что осталось, мне нужно для другого.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ тин ӑнланса ҫите пуҫларӑм: хамӑн сывлӑха шеллемесӗр пурӑнма манӑн нимӗнле тивӗҫлӗх те пулман иккен.

Я только теперь стал понимать, что не имел никакого права так жестоко относиться к своему здоровью.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унтан Таюша, унӑн ӳсӗмӗ малалла кайни, тата юрату, хамӑн тусӑм ачашшӑн савни.

Затем Таюша, ее рост и продвижение, ну, и любовь, ласки нежные подружки моей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сирӗн мана хамӑн условисене май килекен ӗҫ памалла.

Вы должны мне дать работу, подходящую для моих условий.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ хамӑн вӑй ҫитнине пурне те тӑватӑп, — терӗ.

Я сделаю все, что будет в моих силах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсир каланинчен, тӗрӗсрех каласан, эсир каламасӑр хӑварнинчен, эпӗ хамӑн чир хӑрушӑ иккенне лайӑхах куратӑп.

— Из ваших слов, вернее, из всего того, что вы не договариваете, я вижу всю серьезность положения.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хамӑн чӑтӑмлӑха кура, эпӗ арӑм вырӑнне хӗр патне пырса ҫапӑннӑ-мӗн.

За мое терпение — я вместо бабы на девку наскочил.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫавӑнпа эпӗ паян хамӑн ӗлӗк ҫырнӑ икӗ тетраде тата пӗчӗк ҫыру ҫырса хатӗрлерӗм.

Поэтому я сегодня приготовила тебе две тетради моих записей, относящихся к прошлому, и небольшое письмо.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней