Поиск
Шырав ĕçĕ:
31. Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ; 32. Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Амврий ӗнтӗ Семир ятлӑ пӗр ҫынран икӗ талант кӗмӗл тӳлесе Семерон сӑртне туяннӑ, унта ҫурт-йӗр лартса ҫавӑрнӑ; ҫапла туса лартнӑ хулана вара, сӑрт-ту хуҫи Семир ячӗпе, Самари тесе ят панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа Израиле ҫӗнӗ патша лартса парӗ, лешӗ ӗнтӗ ҫав кунах Иеровоам килне пӗтерсе тӑкӗ; час-и? часах.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Фараон хӗрӗ Давид хулинчен хӑйӗн керменне, Соломон лартса панӑ кермене, куҫса пынӑ.24. Дочь фараонова перешла из города Давидова в свой дом, который построил для нее Соломон;
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Икӗ ҫурт — Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ — лартса Соломонӑн ҫирӗм ҫул иртсе кайнӑ, 11. ҫав ҫулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кӑмӑлне ҫырлахтарса, кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ тата ылтӑн кӳрсе тӑнӑ пулнӑ, ҫавӑншӑн Соломон патша Хирама Галилея ҫӗрӗнче ҫирӗм хула панӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Священниксем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне — Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне — лартса хунӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй качча илнӗ фараон хӗрӗ валли те Соломон ҫавӑн евӗрлӗ кермен лартса панӑ.И в доме дочери фараоновой, которую взял за себя Соломон, он сделал такой же притвор.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Соломона ашшӗ вырӑнне патшана лартса ҫу сӗрни ҫинчен илтсессӗн, Тир патши Хирам ун патне хӑйӗн тарҫисене янӑ: Хирам ӗмӗр тӑршшӗпех Давидпа туслӑ пулнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон ӗнтӗ фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменне, пуринчен малтан Турӑ Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсене вӑл ҫичӗ ҫулта вӗҫленӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл амӑшӗ валли те пукан лартса панӑ, лешӗ ывӑлӗн сылтӑм енне ларнӑ та 20. ҫапла каланӑ: ман санран пӗр пысӑках мар ӗҫ пирки ыйтмалли пур, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ионафан ӗнтӗ Адонияна хуравласа каланӑ: ҫапла, пирӗн Давид патша хуҫамӑр Соломона патшана лартнӑ; 44. Соломонпа пӗрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывӑлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янӑ, лешӗсем Соломона патшанӑн мулӗ ҫине лартса илсе кайнӑ; 45. вара Гионра Садок священникпа Нафан пророк ӑна патша пулма ҫу сӗрнӗ, унтан савӑнса таврӑнчӗҫ, ӗнтӗ хула хускалнӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вара Садок священникпа Нафан пророк, Иодай ывӑлӗ Ванея тата хелефейсемпе фелефейсем кайнӑ та Соломона, Давид патшанӑн мулӗ ҫине лартса, Гион патне илсе пынӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша вӗсене каланӑ: хӑвӑрпа пӗрле хуҫӑрӑн тарҫисене илӗр те Соломон ывӑлӑма манӑн мул ҫине лартса Гион патне илсе кайӑр, 34. Садок священникпа Нафан пророк унта ӑна Израиль патшине лартмашкӑн ҫу сӗрччӗр, эсир трупа кӑшкӑртӑр, сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрӑр.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Авессаломпа Израиль ҫыннисем Галаад ҫӗрӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.26. И Израиль с Авессаломом расположился станом в земле Галаадской.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Садок [священник] тата унпа пӗрле пулнӑ левитсем Турӑ халалӗн арчине ҫӗклесе пынӑ; вӗсем Турӑ саккунӗн арчине лартса хурсассӑнах Авиафар кӗлтума пуҫланӑ та пӗтӗм халӑх хуларан тухса пӗтичченех кӗлтуса тӑнӑ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӗсемпе пӗрле кедр пӗрене тата каскалакансемпе чул купалакансем ярса панӑ; вӗсем Давида ҫурт лартса панӑ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма ҫар пухнӑ та Иудейӑри Сокхоф хулине пуҫтарӑннӑ, Сокхофпа Азек хушшинчи Ефес-Даммим хулинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Филистимсем те Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑннӑ: вӑтӑр пин ҫар урапи, ултӑ пинлӗ утлӑ ҫар тата тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑх; пынӑ та Михмасра Беф-Авенӑн хӗвелтухӑҫ енне тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: вӗсем мӗн каланине итле, вӗсем валли патша лартса пар, тенӗ.22. И сказал Господь Самуилу: послушай голоса их и поставь им царя.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.