Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫӳлтен те ҫӳлте — башньӑсем тӑрринче, чи ҫӳлте.

Они высоко-высоко — на башнях, на самом верху.

Хӗрлӗ площадь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Халех акӑ тухса пӑхӑпӑр, — тет мучи ҫӳлтен.

Сейчас посмотрим.

Эпир ҫӗрле станцӑна ҫитни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ урама тухрӑм пулӗ тесе, анчах ҫӳлтен кӗленче витнӗ иккен.

Я думал, что мы вышли на улицу, а здесь сверху стеклянная крыша.

Мӗнле платформа // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Таҫтан ҫӳлтен хӗрача сасси илтӗнчӗ:

Откуда-то, сверху, донесся девичий голос:

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫӳлтен мана вӗсен ҫӗлӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ, вӗсен пичӗсем ҫине пӑхма пултараймарӑм эпӗ.

Сверху мне были видны только шапки, лиц рассмотреть я не мог.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мӗнпур ӳсентӑран типсе кайнӑ пушӑ хирте пек, ҫӳлтен ун ҫине хӗвел ҫунтарас пек, хӗртсе пӑхать.

Он находится на поле, высохшем, бесплодном, голом, над которым сверкало жгучее солнце…

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Уйӑх ҫаврака пичӗпе ҫӳлтен ман ҫине хӗрхенсе пӑхать.

Луна жалобно смотрит на меня круглым лицом.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Гассан хӑй сӑрт ҫинче ҫирӗпрех тӑнипе упана вилӗм шӑтӑкне тӗртсе янӑпа пӗрехчӗ, анчах упа ӑна самантрах ура хучӗ те, вӗсем иккӗшӗ те ҫӳлтен кӑшт ҫеҫ йӑтӑнса анмарӗҫ.

Гассан стоял твёрже на скале и почти отодвинул медведя к краю пропасти, но тут медведь сделал ему подножку, и они чуть не свалились.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Аялтан та, ҫӳлтен те, хыҫал енчен те переҫҫӗ.

Стреляют и снизу, и сверху, и с тыла.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Гусев ҫӳлтен кӑшкӑрать:

Гусев покрикивал сверху:

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл анӑҫалла тайӑлнӑ хӗвел еннелле хавхапа ҫаврӑнчӗ те — ҫак самантра ҫӳлтен ӳкекен карапа асӑрхарӗ.

В тревоге он обернулся к солнцу, клонящемуся на закат и в это время увидел падающий с высоты корабль.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Йӗнер ҫинчи Гусевӑн ҫунатлӑ мӗлки тӳрем ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ, вӑл ҫӳлтен кӑшкӑрать:

Крылатая тень Гусева пролетела в седле над площадью, крича сверху:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн тути ҫӳлтен йӗрӗнӳллӗн чӗтренчӗ.

У неё дрогнула брезгливо верхняя губа.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев ун ҫине ҫӳлтен аялалла тӗмсӗлчӗ те кулса илчӗ.

Гусев, снизу вверх, поглядел на неё и усмехнулся.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Экран тӗкӗрӗ халӗ ҫап-ҫутӑ, марсиансен, чӗр чунсен, ҫуртсен, йывӑҫсен, савӑт-сапапа ытти хатӗр-матӗрӗн кӳлеписем ҫӳлтен аялалла куҫаҫҫӗ.

Зеркало экрана осветилось, сверху вниз поплыли по нему фигурки марсиан, животных, дома, деревья, утварь.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ парашют айӗнчи карҫҫинкка ҫӳлтен аялалла шуса анчӗ те — йӑрӑм-йӑрӑм калпаклӑ мӑнтӑрккаскер аллисемпе сулкалашать.

Вот, скользнул, сверху вниз, в корзине под парашютом размахивающий руками толстяк в полосатом колпаке.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗкӗр тӑрӑх, ҫӳлтен аялалла, хуласен ӗлкисене хупласа, ҫунатлӑ мӗлке шуса иртет.

По зеркалу, сверху вниз, закрывая очертания города, скользнула крылатая тень.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗнекен сарӑ, кивелнӗ хутламӗсем ҫӳлтен аялалла кукӑр-макӑрлӑ йӑрӑмлӑн татти-сыпписӗр анаҫҫӗ.

Желтоватые, ветхие листы её шли сверху вниз непрерывной, сложенной зигзагами, полосою.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӳлтен вӗсене мозаикӑн сарлака йӑрӑмӗпе явӑкланӑ.

Вверху они были опоясаны широкой полосой мозаики.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗттӗм ҫӗрте темӗнле япаласем ҫӳлтен аялалла анчӗҫ, айккисенчен сиксе темӗскерле япаласем тухрӗҫ.

В темноте какие-то вещи опустились сверху, какие-то вещи выдвинулись с боков.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней