Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулсем (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне ҫитесси инҫе те юлмарӗ ӗнтӗ, хирти, вӑрманти ҫулсем юлашки ҫил-тӑманпа питӗрӗнсе ларчӗҫ, хан ҫавах княҫсемпе, мӑрсасемпе, хакимсемпе чӗрре кӗрсе харкашрӗ.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн ҫулсем пурин те ҫавӑнталла тӑсӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Степан Лукич ҫак хыр «кӗнекине» «вуласа» иртнӗ 198 ҫул хушшинче мӗнле ҫанталӑк: хӑш ҫулсем тип уяр пулнине, хӑш ҫул хӑш енчен сивӗ е ӑшӑ ҫил ытларах вӗрнипе йӗпе-сапа тӑнине… веҫех каласа пачӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Шӑпах пирӗн ҫулсем валли тунӑ машина.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ҫулсем иртӗҫ, ҫак хирсенче кӑвайт мар, электричество ҫутисем ялкӑшма пуҫлӗҫ.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫакна та каламалла, пӑрлӑ ҫулсем ҫинче шуса ӳксе суранланнипе район тӗп больницине килекенсем те пулнӑ.

Помоги переводом

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Ҫулсем, тротуарсем пӑр айне пулчӗҫ.

Помоги переводом

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

2021 ҫулта фоторадарсем пулӑшнипе республикӑри ҫулсем ҫинче правилӑна пӑснӑ 1 005 850 тӗслӗхе шута илнӗ, ку вӑл 2020 ҫулхинчен 3,9 процент пысӑкрах.

В 2021 году с помощью фоторадаров на дорогах республики зарегистрировано 1 005 850 случаев нарушения правил, что на 3,9 процента больше, чем в 2020 году.

Ҫул ҫинчи фоторадарсен шутне ӳстересшӗн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33595.html

Унччен ҫулсем типме кирлӗ.

Дороги скоро подсохнут.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1838 — 1842 ҫулсем хушшинче правительство кушнӑ, сӗннӗ, тепӗр чухне ӳкӗтлесе ҫеҫ каланӑ пӗр ӗҫе, пӗр пуҫарӑва та йышӑнман чӑвашсем.

Правительство в 1838–1840 годах главным образом им приказывало, советовало, иной раз даже уговаривало что-то сделать, однако чуваши не принимали ни одного новшества.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫӗйӗ йӗрке» вӗсене 1838 — 1841 ҫулсем хушшинче ҫӑварлӑхламах тытӑнать.

Однако «новый порядок» в 1838–1841 годах так прижал крестьян, что ни охнуть, ни вздохнуть.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

(1835 — 36 ҫулсем тӗлне хырҫӑ-марҫӑпа куланайсем ҫын пуҫне 14 тенкӗ те 33 пуса ҫитнӗ пулнӑ.

(в 1835 — 1836 годах налоги на одного взрослого составляли 14 рублей 33 копейки

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫулсем ку хӗл тӗмелсе юлнӑ-мӗн.

Дороги в эту зиму неровные, кочковатые —

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Степан Разинпа Емельян Пугачев ертсе пынӑ хресчен вӑрҫисене (1670 — 1671 ҫулсем; 1773 — 1775 ҫҫ.)

В крестьянских войнах под предводительством Степана Разина (1670–1671) и Емельяна Пугачева (1773–1775)

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Апла пирӗн ҫулсем пӗрре тесшӗн-и эс?

— Ты хочешь сказать, у нас одна дорога?

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата ҫулсем те малалла мар-ҫке.

Да и годы бегут не вспять.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтӗм халӑх хускалнӑ вӑхӑт пулнӑ та ун чухне, 1840-мӗш ҫулсем, ют ҫынна никамах та сӑнаса тӑман.

Это были 1840-е годы, когда в движение пришли все народы, и интересоваться каким-то чужаком особенно никто не стал.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫулсем пӗрле пирӗн вырӑссемпе…

У нас одна дорога с русскими…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун хыҫҫӑн вара, ҫулсем иртнӗҫемӗн, шкул хупӑнать.

Помоги переводом

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Ҫавӑнпах пулӗ унӑн пӗлтерӗшӗ ҫулсем хыҫа юлсан та ҫухалмасть ветерансемшӗн.

Помоги переводом

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней