Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитрӗҫ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавсем Янтул тӗлне ҫитрӗҫ те тӑп чарӑнчӗҫ.

Повозки подкатили и остановились около.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иккӗнччӗ вӗсем каҫ еннелле сулӑннӑ пушӑ уйра, кив ҫӑва ҫинче, ак виҫҫӗне ҫитрӗҫ.

так что им теперь нечего бояться, их теперь здесь, на жутком заброшенном кладбище, трое.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лашасем ӑна ярӑнса утса часах хӑваласа ҫитрӗҫ, ирте пуҫларӗҫ.

Лошади ходко пошли за парнем и вскоре оставили его за собой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрсе ҫитрӗҫ те чарӑнасшӑн та мар.

Ишь, разгорячились, не остановишь.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем картишне тухрӗҫ, ҫил хапхи патне ҫитрӗҫ.

Вскоре вышли во двор, подошли к калитке.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук куншӑн ҫилленмелле-ши, ҫилленмелле мар-ши текелесе пынӑ хушӑра вӗсем ял тӗлне ҫитрӗҫ.

Пока Ивук раздумывал, сердиться ему на своего работника или радоваться, подъехали к деревне.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ача садне ҫӳрекенсенчен финиша пӗрремӗш К.Наумова, А.Хайбуллин ҫитрӗҫ, А.Алексеев, Г.Павлов, Р.Мингалиева, А.Мухаметзянова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

Помоги переводом

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Кӑҫалхи ӑмӑртура Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче тӑрӑшакансем финиша чи малтан ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Пӗрремӗш ушкӑнра Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем финиша чи малтан ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Выртмари халӑхран пуринчен ытла Шахрунпа Павӑл хивреленсе ҫитрӗҫ.

Особенно усердствуют Шахрун и Павел.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старостапа Ивук ҫитрӗҫ иккен.

Наконец приехали староста с Ивуком.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнтӗ Микки те чан ҫапса анчӗ, ҫынсем те паҫӑрах пуҫтарӑнса ҫитрӗҫ, Салакайӑк ҫук та ҫук.

Отзвонили колокола, и Микки уже спустился с колокольни, и народ в церковь собрался, а отца Александра нет как нет.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ятманпа Липа пухӑва ыттисенчен чылай малтан ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене илтсен, Иванӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вӗриленсе кайрӗ, ура вӑйӗсем пӗтсе ҫитрӗҫ, Маринепе Липа пулмасан, вӑл ҫакӑнтах михӗ ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ пулӗччӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче ӗҫлекенсем патне районран таврӑнакан Анушкапа Карачӑм пырса ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑшпӗрисем пирӗн окопсем патнех ҫитрӗҫ, ҫывӑхранах пирӗн ҫине переҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрмана вӗсем тепӗр кунне каҫ кӳлӗм ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Правленине вӗсем Левентейпе иккӗш пӗр вӑхӑтрах ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем иккӗш те ӳссе ҫитрӗҫ ӗнтӗ манӑн.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла мобилизациленекенсем ялсенчен салтак юрри шӑрантарсах ҫитрӗҫ района.

Помоги переводом

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней