Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каменка ялне каякан ҫул кивӗ те ҫӗрӗк кӗпер урлӑ, ҫурхи шыв илекен ҫарансем хӗррипе ҫӑра хӑмӑшлӑ вак-тӗвек ҫырмасен ҫуммипе иртсе пырать.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Лайӑх «хӗмленсе» ҫула тухнӑ тӑвансем пӗрер хут шӑхӑрса илеҫҫӗ-и, ҫук-и, — Хучаш ялне ахӑрса ҫитеҫҫӗ.
Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.
Эппин, епле ҫитӗн ҫав шуйттан Кашкӑр Микули ялне.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хурахсем Утар ялне килсе ҫӳренине пӗлтерменшӗн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки уйӑхсенче Калюков Утар ялне сахалтан икӗ хут, е ытларах та пырса кайнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эппин, вӑл мӗншӗн-ха тӑван ялне пӗртте пырса курмасть, нивушлӗ хӑйӗн ачалӑхне те манса кайнӑ? — хӑй сисмесӗрех пӑшӑрханса каласа хучӗ Сӑпани.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗррехинче таҫти аякри кӗҫнерни пасарне те, Куславкка енчи Энтри Пасар ялне, ҫӗр выртмаллах кайса килчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюковпа унӑн хурахӗсем района, Утар ялне пыра-пыра кайнине сӑнаса тӑмашкӑн начальник ӑна хушнӑ-мӗн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӑкаллӑ Явӑш ялне илтнӗ пуль?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗрӗсрех каласан, ялне те мар, унти пӗр-ик килте мӗлтлетсе ҫуталнӑ краҫҫын ҫутине.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
1926 ҫулхи хура кӗркунне, тӗрӗсрех каласан, октябрь вӗҫӗнче, ҫанталӑк йӗпе-сапаллине пӑхмасӑр, Йӳҫпӑхан ялне тӑрантаспа икӗ ҫын пырса кӗчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Августӑн тӑваттӑмӗшӗнче вӗсем Тутар республикине, Пӑва кантонӗнчи Тӑмпай ялне ҫитнӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вара пурте пилӗк ҫухрӑмра пурӑнакан Карпат леш енчи украинецсен ялне уттарчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа, Тӑвӑла ҫӑмӑл юртӑпа чуптарса кӗрсе кайрӗҫ тӑван Утар ялне Антунпа Ҫемен.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ас тӑватӑп, Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчен Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялне куҫнӑ чух ҫумӑр витӗр пылчӑк ишсе сакӑр ҫухрӑм утрӑмӑр.
Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658
Пирӗн вырӑнтан тухнӑ пит паллӑ ҫыравҫӑсем шутсӑр сахал, ҫапах та хӑш-пӗр кӗнекесенче Янкӑлч ялне асӑннине вулама пулать.
Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658
Канмалли кунсенче общежитинче ларма кичем тесе ӑна юлташ хӗрӗ, Вера, хӑйсен ялне хӑнана илсе кайрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Халӗ, акӑ, иккӗшӗ Лидӑсен ялне кану кунӗсене ирттерме каяҫҫӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Виктор Иванович Ничкасси ялне килнӗренпе миҫе ҫын эрехе пула ҫут тӗнчерен вӑхӑтсӑр уйрӑлчӗ.После приезда Виктора Ивановича в Ничкасы сколько людей из-за водки преждевременно ушло из жизни.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Каҫармарӗ ӑна Виктор: хваттерне парса хӑварсах ҫуралнӑ ялне таврӑнчӗ.Не простил ее Виктор: оставил ей квартиру и вернулся в родную деревню.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.