Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӳме витти ҫине шултра ҫумӑр тумламӗ йывӑррӑн ӳкрӗ… унтан тепри, виҫҫӗмӗше, тӑваттӑмӗшӗ, вара пирӗн ҫире такам параппан ҫапнӑ пек кӗрлеме тытӑнчӗ, пӗтӗм тавралӑх шапӑртатса ҫӑвакан ҫумӑрӑн пӗр евӗрле шавӗпе тулчӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иванычпа Володя хӑйсен парнисене панӑ вӑхӑтра хӑюлӑхӑм та, ҫирӗплӗх те йӑлтах ҫухалчӗҫ, именӳ вара чи ҫӳлӗ пусӑма ҫитиех хӑпарса кайрӗ: эпӗ чӗререн юн пуҫа пӗр таттисӗр пырса тӑнине, сӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса пынине тата ҫамкапа сӑмса ҫине шултра тар пӗрчисем пӑчӑртанса тухнине туйса тӑтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Туршӑн та, ахаль те пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, тата эсир хӑвӑрӑн щикатулкӑрсемпе минрететӗр, — хушса хучӗ вӑл, картусне хӑпартнӑ май хӗвелпе пиҫӗхнӗ ҫамки ҫинчи шултра тар тумламӗсене шӑлса.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем пульӑсемпе мар, шултра шыв тумламӗсемпе переҫҫӗ.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шултра та йӗркесӗртерех почеркпа, саспаллисене ҫеҫ мар, сӑмахсене те сиктерсе хӑварса, арӑмӗ тетрадьрен татса илнӗ листа ҫине ҫапла ҫырнӑ:
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Калӑпӑр, троллейбуссем йышлӑн пухӑнса ларнӑ — ку, маншӑн пулсан, шыв ӗҫме пухӑннӑ вӑрӑм мӑйракаллӑ темле шултра чӗрчунсен кӗтӗвӗ евӗрлӗ туйӑнатчӗ.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫыру ҫине пӑхсанах эпӗ, «отлично» вӗренекен хӗрачасем пек, шултра, тирпейлӗ, вулама ансат почеркпа ҫырнӑ анне аллине ҫийӗнчех палласа илтӗм.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хут листин сулахай кӗтессине эпӗ шултра саспаллисемпе пичетлесе: «Ҫул моршручӗ. Кукачи патне каймалли», тесе ҫырнӑччӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпӗ мӑя тӑсса пӑхрӑм та Андрей Никитичӑн пичӗ шап-шурӑ сӑнлине (кӑвак сӑн паракан лампа тӗсе аякран уйӑрса илме кансӗрленӗ), ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухнине тинех куртӑм.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ириссем сарӑ тӗспе витӗннӗ, йӗпле ҫырла ҫеҫкере, пур ҫӗрте те шултра та хӗрлӗрех туналлӑ упа кӗпҫи курӑнать, — вӗсем икӗ метр ҫӳллӗшӗнче айккинелле сарӑлса каяҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ҫӗрулми кашни тымартан вунсаккӑр-ҫирӗмшер тухать, шултра.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Сывлӑшра, шултра юр пӗрчисем пек, топольсен мамӑкӗ вӗҫетчӗ.В воздухе крупными нетающими хлопьями кружился тополиный снег.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫӑра, шултра юр ҫӑватчӗ.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Санӑн отрядӑнта та ачасем шултра, — терӗм эпӗ.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тулта сасартӑк тӗттӗмленет, кантӑк тӑрах шултра ҫумӑр пӗрчисем шуса анаҫҫӗ.За окном вдруг темнеет, по стеклу вкось ползут крупные дождевые капли.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Семен Афанасьевич, вӗсем… вӗсем горн илсе тухса кайнӑ! — аран-аран персе ячӗ те вӑл, унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх пӑрҫа пек шултра куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ.
18 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хирӗҫ вӗрекен ҫил ӑна шума чӑрмантарчӗ, вӑйланнӑҫемӗн-вӑйланса пыракан ҫумӑрӑн шултра тумламӗсем те, кимме тытса чарасшӑн пулнӑ пек, ӑна пӗрмай кассӑн-кассӑн пырса ҫапрӗҫ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫӗр ҫине шултра ҫумӑр тумламӗсем ӳкме тытӑнчӗҫ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ун ҫинче шултра саспаллисемпе ҫырнӑ вывеска ҫакӑнса тӑрать.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Шултра ҫумӑр тумламӗсем чӳрече кӗленчисене шавлӑн шапӑртаттараҫҫӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.