Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах чӗрем пуҫа итлесшӗн мар, мана хӗрпе тӳррӗн калаҫса пӑхма хистет.Но сердце не слушает голову, оно заставляет поговорить с девушкой.
Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Ҫакна курсан чӗрем кӑлт сикрӗ – ҫырӑва мана каялла тавӑрасшӑн пулас!
Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
11. Вӑл унччен сана юрӑхлӑ ҫын марччӗ, халӗ вара сана та, мана та юрӑхлӑ; эпӗ ӑна каялла сан патна яратӑп; 12. эсӗ ӑна ман чӗрем вырӑнне хурса йышӑн.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3. манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4. вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5. тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫичӗ кун иртсессӗн эпӗ курӑк хушшинче выртаттӑм, манӑн чӗрем каллех, унчченхи пек, темле шиклӗн тапа пуҫларӗ.27. После семи дней лежал я на траве, и сердце мое опять смущалось, как прежде.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Саккӑрмӗш каҫхинех ман чӗрем ҫӗнӗрен хускалчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма пуҫларӑм: 37. ӗнтӗ ӑшӑм вут-ҫулӑмла хыпса илчӗ, чунӑм та ҫунать.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кунта килсессӗн, эпӗ шутсӑр нумай усал ӗҫ куртӑм; вӑтӑр ҫул тыткӑнра пурӑннӑ хушӑра ман чунӑм ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййине курчӗ те, чӗрем ыратрӗ: 30. Эсӗ ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсем тӗлӗшӗнчен тӳсӗмлӗ пулнине, усал ҫынсене хӗрхеннине куртӑм эпӗ, Хӑвӑн халӑхна вара пӗтертӗн, тӑшманусене сыхласа хӑвартӑн.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӑл хӑйӗн тусӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: куҫӑмран ыйхӑм тарчӗ, куляннӑран чӗрем халсӑрланса ҫитрӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана Адама хулине пӗтернӗ пек пӗтерем-и, Севоим хулине кӑтартнине кӑтартам-и? Ӗнтӗ чӗрем вырӑнтан хускалчӗ, пӗтӗм чунтан хӗрхенессӗм килет!
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ сӑнӑм-питӗмпе вӗсене тӳртӗн тӑрӑп та, Манӑн чӗрем тӗпӗнчине ирсӗрлетӗҫ; унта вӑрӑ-хурахсем ҫитӗҫ те ӑна ирсӗрлетӗҫ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ пӑшӑрханса пытӑм, чӗрем пӑлханса ӳкрӗ; ман ҫинче Ҫӳлхуҫанӑн ҫирӗп алли пулчӗ.И шел я в огорчении, с встревоженным духом; и рука Господня была крепко на мне.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Санӑн умна вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ тухса тӑтӑр; Эсӗ вӗсене мана мӗнпур ҫылӑхӑмшӑн мӗн кӑтартнинех кӑтартсамччӗ: асапӑм питӗ йывӑр, чӗрем те халсӑрланса пырать.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, Сана ҫине тӑрсах итлеменшӗн чунӑм тӑвӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗрем вырӑнтан тапранчӗ; тул енчен мана хӗҫ ача-пӑчасӑр тӑратса хӑварчӗ, килӗмре вара — вилӗм ҫитнӗ пекех.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Чӗрем Моавшӑн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать; чӗрем Кирхарес ҫыннисемшӗн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать: ӗнтӗ вӗсен пӗтӗм мулӗ тӗп пулчӗ; 37. кашнийӗ пуҫне хырнӑ, кашнийӗ сухалне каснӑ; пурте аллисене чӗрмеленӗ, пурте хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑшӑмра чӗрем ҫурӑлса тухать, пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтрет; Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн сӑваплӑ сӑмахне пула эпӗ ӳсӗрӗлнӗ ҫын пек, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ ҫын пек пулса тӑтӑм.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Савӑнӑҫӑм ҫухалчӗ, ман ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анчӗ, чӗрем халран кайрӗ.18. Когда утешусь я в горести моей! сердце мое изныло во мне.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, тӳсме ҫук, чӗрем ҫунса тухать, чӗнмесӗр тӑма пултараймастӑп: чунӑм, ӗнтӗ эсӗ трупа сассипе вӑрҫӑ хавхине илтетӗн.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чӗрем сиксе тухасла тапать; чӗтрев силлет мана; канӑҫлӑ каҫӑм маншӑн сехре хӑппи пулса тӑчӗ.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавна пула ӑшӑм-чиккӗм Моавшӑн кӗсле пек хурланса йӗрет, чӗрем Кир-Харесетшӗн йынӑшать.11. Оттого внутренность моя стонет о Моаве, как гусли, и сердце мое - о Кирхарешете.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн чӗрем Моавшӑн ӗсӗклет; ун ҫӗрӗнчен Сигор патне, виҫҫӗмӗш Эгла патне ҫитиех тараҫҫӗ; Лухит ҫине йӗрсе улӑхаҫҫӗ; Хоронаим ҫулӗпе пынӑ чух асар-писер кӑшкӑраҫҫӗ, 6. мӗншӗн тесессӗн Нимрим ҫӑлкуҫӗсем типсе ларнӑ, улӑхсем хӑрӑннӑ, курӑк ӗнсе кайнӑ, ешӗлӳсен курӑнмасть.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.