Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрринче (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулараи инҫех те мар Сӑрӑ шывӗ хӗрринче патька-патша ҫарӗ тапӑра тӑнӑ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла калаҫаҫҫӗ чӑвашсем ҫакӑнта, инҫетри Сӑрӑ шывӗ хӗрринче хула пуҫланса кайни, ӑна Улатӑр тесе ят пани ҫинчен.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ял хӗрринче вӗсене хирӗҫ пӗр ватӑлса супнӑ шурӑ сухаллӑ старик туйи ҫине таянса аран-аран утса пыратчӗ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ял хӗрринче, карчӑкӗ вилнӗ хыҫҫӑн упа пек пӗччен пурӑнакан ватӑ пӗлӗшӗ патӗнче чарӑннӑччӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫырма хӗрринче.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла чылайччен курӑк ашса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Иннокентий шурлӑха юхса кӗрекен пысӑк мар ҫырма хӗрринче ӳсекен юмана куҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чаплӑ уяв туса ирттерчӗҫ вӗсем ун чухне Аслӑ Ҫавал хӗрринче.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер вӗсен патне ҫывӑхах шуса пычӗ те уйӑх ҫутинче курах кайрӗ: ҫыран хӗрринче ҫыхса пӑрахнӑ хӗр выртать.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫыран хӗрринче тӑна кӗчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паккус вӗҫӗ ҫырма хӗрринче пуҫланакан вӗтӗ хӑвалӑх патнех ҫитет.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайрикас вӗҫӗнче, ҫырма леш енче, шӑп та лӑп вӑрман хӗрринче ыттисенчен уйрӑм пӗр пысӑк ҫурт ларать.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑл ҫыранӗ хӗрринче ЧЕТРА техника операторӗсен халӑхсен хушшинчи чемпионачӗ иртӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Еркиней ҫеҫ шанчӑклӑ уртипе Ҫирӗп вӑрҫать Хусан шывӗ хӗрринче: Пукач ҫарӗ ун патне пынипе Ҫар вӑйланать пӗр самант хушшинче.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫуртӑ тинӗс хӗрринче, Тӑрри перӗннӗ пӗлӗте.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла Ҫавал хӗрринче Патша тарҫи-тӗрҫисем, Сӗм вӑрмансен сыхӗнче Пӗр май шиклӗ сехрисем.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавал хӗрринче те ват юманлӑхра Шуртан таврашӗсем йӗкел пухаҫҫӗ.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нимрен ытла пуҫӗнче Чӗкеҫ ҫемҫе сӑмаххи: Хӑйне Ҫавал хӗрринче Йӑпатнийӗн юмаххи.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Сӑрт хӗрринче утӑ тавӑртӑм Крепле ҫине тайӑлса, Каҫпа киле эпӗ таврӑнтӑм Юлташпала ыталанса».

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑват ялӑн киремечӗ Хӗрлӗ ҫыран хӗрринче; Асӑнмаллӑх, ун тивлечӗ, Ҫӑлкуҫ юхать тӗлӗнче.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑн пек шанчӑклӑ тус, хамран лайӑхрах юлташ тесе эпӗ хам ентеше, лӑпкӑ та илемлӗ Сӑр хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ вырӑса Андрей Пономарева шутлатӑп.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней