Поиск
Шырав ĕçĕ:
Валя, чӑнкӑ ту тӑррине хӑпарнӑ чухнехи пек, йывӑррӑн, пӳлӗне-пӳлӗне калаҫать.— Валя говорит глухо, трудно, словно в крутую гору подымается.
9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Столяр арӑмӗ ҫав вӑхӑтра тураман саланнӑ ҫӳҫ-пуҫӗсемпе, йӳле янӑ кӑкӑрӗсемпе кӗпе аркисене пуҫтаркаласа чердак ҫине типсе тӑракан кӗпе-йӗмсене илме хӑпарнӑ.
X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ту-сӑрт таврашӗнче пурӑнакан вырӑнти ӑрат лаши, чӑнкӑ тӑвайккисенчен хӑпарнӑ чухне хӳринчен алӑпа тытса пӗтернӗскер, ҫӑварлӑхне е пӗр енне, е тепӗр енне куҫарса чӑмлать, унран хӑтӑлма тӑрӑшать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ял ҫийӗн час-часах ракета вӗҫсе хӑпарнӑ курӑнать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗррехинче вӑл, яланах хӑйне тирпейлӗ тытаканскер, куҫӗсене вылятса, хавхаланса кайса, вите чӳречи ҫине сиксе хӑпарнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Шоссепе вӗҫӗ-хӗррисӗр машинӑсемпе танксем гусеницисемпе чӑнкӑртаттарса, тӑвалла хӑпарнӑ май моторӗсене улаттарса хӑвӑрттӑн хӗвеланӑҫнелле шурӗҫ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Пырать ҫак панночка ҫулпа, ҫул ту ҫине тӑвалла хӑпарнӑ ҫӗрте сасартӑк йынӑшнӑ евӗр сас илтет.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Мана этеме юратма вӗрентсе ӳстернӗ, анчах халӗ манӑн чӗрем хуйхӑ кунӗсенче тӑвӑлса хӑпарнӑ хаяр курайманлӑхпа тулса ҫитнӗ.Меня воспитали в любви к человеку, но мое сердце сейчас полно ненависти, созревшей в дни моего горя.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Фанагорийка ҫинчен йӑсӑрланса хӑпарнӑ аял тӗтре тирексене, улмуҫҫисене хупласа илсе Абадзеха ту хырҫине манран хупӑрласа лартрӗ.Низкий туман, поднявшийся от Фанагорийки, затопил тополя, яблони, закрыл хребет Абадзеха.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кун хыҫҫӑн эпӗ ун патне тата ҫывхарах пытӑм та, хамӑн пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗмре капланса вӗресе хӑпарнӑ ҫиллӗме аран-аран пусаркаласа: — Мана боевой приказа пурнӑҫлама ан чӑрмантар. Ӑнлантӑн-и? — терӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗвел ҫӳле хӑпарнӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Кайран илемлӗ хӗр «Лили Марлен» юрра нимӗҫле пӗр шухӑшсӑр юрласа каллех хулана хӑпарнӑ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Валаксен речӗн хӗррипе ҫӳлелле бетонран тунӑ картлашкасем хӑпарнӑ.
Ҫӑлкуҫа сыхлакан Шупаш // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5568-%D2%AA% ... D1%88.html
Мана хама хам ҫӳллӗ ту ҫине хӑпарнӑ чухнехи пек туйӑнса кайрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗн пурӗ те мотор хытӑ кӗрленине, пӑшал пек шаплатнӑ сасӑсене илтрӗм те халӑх тӗлне ҫӗклене-ҫӗклене хӑпарнӑ хура тӗтӗм катрамӗсене ҫеҫ куртӑм.Я услыхал только громкий рокот мотора, звуки, похожие на стрельбу, и заметил черные клубы дыма.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шӑлаварӗн тӑвӑр пӗҫҫисем ҫӳлелле хӑпарнӑ, хыткан урисем ҫаплах курӑнаҫҫӗ.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тимӗр кӗперсем йывӑҫ туясем ҫинелле хӑпарнӑ.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Курчӗ вӑл: ҫӗр кӗл ӑшӗнчен ҫӗкленсе хӑпарнӑ, парӑнтарайман ҫӗр, тӗп туса хума ҫук пурнӑҫ.Он видел: вставала земля из пепла, непокоренная земля, неистребимая жизнь.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ирхине, шурӑмпуҫ хӑпарнӑ чух, Степан утарҫӑпа сывпуллашрӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тарӑннӑн сывланӑ пек, ҫӗр ҫинче тӗтре ҫӗкленсе хӑпарнӑ та — ирӗлнӗ, вара Степан умне вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхир тухса тӑнӑ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.