Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӳссе (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теприсем тинӗс вӑрӑ-хурахӗ валли меллӗ, лайӑх вӑхӑт ҫитрӗ, пирӗн, ахӑртнех, тапӑнӑва тӳссе ирттерме тивет тесе ҫирӗплетрӗҫ.

Иные утверждали, что наступило благоприятное время для морских разбойников и что нам, вероятно, скоро придется подвергнуться нападению.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Де-Местр, пурнӑҫӗн пысӑк пайне ҫын хӑйне хӑй вӗлереслӗхе тӗпчессине халалланӑскер, пӗр вӑхӑт журналистсен, хӗрарӑмсен, влаҫсен, полицин вӑрттӑн ҫыннисен тапӑнӑвне тӳссе ирттерчӗ; вӑл кашни хутӗнчех ӗҫ чӑннипех арпашуллине кӑтартрӗ, хӑй вара хӑйсем ҫине алӑ хуру гипотези тӗрӗсси енне туртӑнчӗ.

Де-Местр, посвятивший значительную часть жизни изучению самоубийств, подвергался некоторое время осаде журналистов, дам, властей и подставных, от полиции, личностей; он каждому указывал на явную запутанность дела, хотя сам про себя склонялся к гипотезе самоубийства.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Асӑрхануллӑн пуҫне ҫӗклесен пӳлӗмре никам та ҫуккине курчӗ, пӑртак пӗлесшӗн ҫуннӑран, ытларах, тен, вӑрттӑн мӗн пур япалана пӗлме кӑмӑлланӑран — умӗнче выртакан хут патне пӗшкӗнчӗ, тӗрлӗ хӑтланӑва тӳссе ирттернӗ ҫырупа паллашма юратех тесе пӗтӗмлетрӗ.

Осторожно выглянув, увидел он, что в комнате никого нет, и отчасти из любопытства, а более из любви ко всему таинственному нагнулся к лежавшему перед ним листку, рассуждая весьма резонно, что письмо, претерпевшее столько манипуляций, стоит прочесть.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Паллӑ марлӑха пӑхӑнса Аян галерейӑна тухрӗ, халӗ ҫеҫ тӳссе ирттерни чунне асаплӑ пылак тиевлӗ кӗрсе вырнаҫрӗ.

Повинуясь неведомому, он вышел на галерею; только что пережитое лежало в его душе мучительной сладкой тяжестью.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ку юлашки хут, анчах та пылаккӑн ҫапни пулчӗ-тӗр, — Стелла урӑх тӳссе тӑраймарӗ.

Это было последним, но уже сладким ударом, и Стелла не выдержала.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Гарвей пӗтӗмпех пӗлет, пӗтӗмпех курнӑ, пӗтӗмпех тӳссе ирттернӗ.

Гарвей знает все, все видел, все испытал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Юлашкинчен штурман тӳссе тӑраймарӗ.

Наконец, штурман не выдержал.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Эсир мӗн, Совет влаҫӗ ҫав тӑсмак алӑллӑ тӑранман хырӑмсене ӗмӗр тӳссе пурӑнӗ тетӗр-им?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтме пулнӑ савнийӗ Альтюк качча тухнине тӳссе ирттернӗскер, Хӗлимун Крапивин каярах Сӑпание юратса пӑрахма та хатӗрччӗ ӗнтӗ, ӑна качча илес шухӑш та пурччӗ пуҫра.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнех, халӑхпа пӗрле тӳссе ирттерӗ нушана, тепӗр ҫул вара пурнӑҫ йӗркеленсе кайӗ-ха.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫтан манӑн-ха, калӑпӑр, ҫав тери хӑрушӑ выҫлӑха епле тӳссе ирттернине…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пичӗ унӑн ашшӗнни пек йӑвашскер мар, сӑмса ҫунатти еплерех вылянинчен, ҫӳхе тута пӗрӗнсе-чӑмӑртанса тӑнинчен, тӗксӗм камерӑра хуран курӑнакан куҫӗ тӑрсан-тӑрсан йӑлтӑртатса илнинчен ҫынни ку хытти-хурине самаях тӳссе ҫирӗпленме ӗлкӗрнине туятӑн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑпа чӑннипех кӗнӗ ҫыннӑн хӑйне пӳрнӗ нушана вӗҫне ҫитиччен тӳссе ирттермелле.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай ҫуллӑха хупмалла тунине илтсен те, приговора хирӗҫлемерӗ, никама нимӗн каламарӗ пулин те, ӑшӗнче хӑйне мӗн тивӗҫнине вӗҫне ҫитиччен тӳссе ирттермешкӗн тӗв турӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Блемер унӑн силленекен кӗлеткине пӑхса юлнӑ май халӗ те ӗненмест-ха, анчах Тарт пӗкӗрӗлсе вӑрман катин чӑпар ешӗллӗхне кӗрсен матрос тӳссе тӑраймарӗ, таркӑна ҫухатасран хӑранипе тӑруках тилӗрсе кайрӗ, сывлайми пулчӗ, уҫланкӑпа чупса каҫнӑ ҫӗртех курокне пеме хатӗрлерӗ, тӗм авӑннӑ-ҫатӑртатнӑ еннелле кӑшкӑрчӗ:

Блемер смотрел на его раскачивающуюся фигуру и все еще не верил, но, когда Тарт, согнувшись, нырнул в пеструю зелень опушки, — матрос не выдержал, задохнувшись от внезапного гнева и страха упустить беглеца, Блемер перебежал поляну, на ходу взвел курок и крикнул в ту сторону, где гнулись и трещали кусты:

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тӑрӑхласа кулнине, мӑшкӑлланине, ятлаҫнине чӗнмесӗр тӳссе ирттерет.

Он молча сносил насмешки, издевательства и неизбежную брань.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Шӑнса пӑсӑлни, хӑрушлӑх тӳссе ирттерни Меннерсӑн юлашки кунӗсене татрӗҫ.

Простуда и потрясение ужаса прикончили дни Меннерса.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эпӗ ватӑлнӑ ӗнтӗ, чылай ҫапӑҫусенче пулнӑ, мана час часах хӑрушлӑх хӑратнӑ, анчах эпӗ пурне те тӳссе ирттернӗ.

Я стар, участвовал во многих битвах, и часто угрожала мне опасность, но я уцелел.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Выҫлӑх мӗнне хӑй те аван тӳссе курнӑ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Эппин, пӗчченех тӳссе ирттермелле ӑна.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней