Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутӑрне (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем ӑна хӑйсен лармалли вырӑнне параҫҫӗ, тутӑрӗ ӳксен, тутӑрне илсе тыттараҫҫӗ; теприсем: хӗрарӑм та, арҫын пекех, кирек мӗнле вырӑнта ӗҫлеме те, ертсе пыма та т. ыт. те пултарать, теҫҫӗ.

Одни уступают ей место, поднимают ей платки; другие признают ее права на занимание всех должностей, на участие в правлении и т. д.

XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Марийка чарӑнкаларӗ, аллинчи патаккисене юр ҫине тӑрӑнтарса лартса, пӗҫерсе тӑракан питҫӑмартийӗсене пӗрмаях хупла-хупла хуракан мамӑк тутӑрне майларӗ, хӑйне хӑваласа ҫитекен йӑмӑкне кӑшкӑркаласа илчӗ:

Останавливаясь, Марийка втыкала палки в снег, поправляла пуховый платок, все время прикрывавший горячие щеки, и кричала настигавшей ее сестре:

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан кӑмака ҫинчен кивӗ ҫӑматӑ, пичуркаран алсиш, пӑтаран шаль тутӑрне илсе пурне те сутӑнчӑк ури патне ывӑтрӗ.

Затем схватила с печи старые валенки, из печурки — варежки, с гвоздя — шаль и все это тоже бросила к ногам ненавистного предателя.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Татьяна ун патне ҫитсен, вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, ҫамки ҫинчи тарне алтупанӗпе шӑлса илчӗ, тутӑрне тӳрлетрӗ, вара унӑн яланах сивӗрех те паттӑр курӑнакан сӑн-пичӗ хӗрелсе кайрӗ те кӑмӑллӑ та ачаш пулса тӑчӗ.

Когда с ней поравнялась Татьяна, она подняла голову, смахнула ладонью пот со лба, поправила косынку, и ее всегда суровое, мужественное лицо раскраснелось и сделалось добродушно-ласковым.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл тутӑрне тӳрлетрӗ, ҫамки ҫине ӳкнӗ ҫӳҫне аллапипе сӑтӑрса ҫӳлелле ячӗ, вара, айӑплӑ ҫын пек кулса, пӗр шарламасӑр тӑчӗ.

Она поправила косынку, подобрала ладонью спадавшие на лоб волосы и стояла молча.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хулпуҫҫийӗ ҫинчи тутӑрне тӳрлеткелесе чечексем ҫийӗн урамалла пӑхрӗ.

Поправив полушалок на плечах, глянула поверх цветов на улицу.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пӗлетӗн-и, анне… — пуҫларӗ Марийка, хулпуҫҫи ҫинчи тутӑрне юсакаласа, — халь вӑл темшӗн, сивӗрен хӑрамасть пулин те, час-часах тутӑр пӗркенсе ҫӳрет.

— А знаешь, мама… — заговорила Марийка, поправляя на плечах полушалок, — теперь она почему-то часто куталась в него, хотя и не боялась холода.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хуньашшӗне сӑмах чӗнмесӗрех, Марийка пуҫ тутӑрне илчӗ те горницӑран тухрӗ.

Не сказав свекру ни слова, Марийка взяла полушалок и вышла из горницы.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка урапа патне пычӗ, пуҫ ҫинчи тутӑрне тӳрлетрӗ.

Марийка подошла к телеге, поправила платок на голове.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка хӑйӗн плюшран ҫӗлетнӗ жакеткин аркисене йӳле ярса, пуҫ тутӑрне хулпуҫҫи ҫинелле антарса, тискертерех чӑрӑш вӑрманӗпе утать.

Марийка шла диковатым еловым лесом, распахнув полы своей плюшевой жакетки, сбив полушалок на плечи.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пике плюшран ҫӗлетнӗ темскерле хӗрлӗрех тӗслӗ кулӑшла тумтир тӑхӑннӑ, тумтирне йӳле янӑ, хӑй ҫара пуҫӑн, ҫӳҫне вырӑсла яка тураса лартнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрне мӑй ҫинелле антарнӑ.

Она была в рыжеватой плюшевой одежке, расстегнутой на груди, с открытой, по-русски, гладко причесанной головой и в цветном полушалке, сброшенном на шею.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл пуҫне силлесе илсе, тутӑрне хулпуҫҫи ҫинелле антарчӗ.

Она тряхнула головой, сбрасывая на плечи полушалок.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унтан тинкерсе Евдокия Тимофеевна ҫине пӑхнӑ, ун пуҫӗ ҫинчи шап-шура мамӑк тутӑрне туртса илнӗ, кайран аллипе хулпуҫҫинчен тӗксе, малалла кайма хушнӑ.

Потом внимательно оглядел Евдокию Тимофеевну, сдернул с ее головы белый пуховый платок и коротко толкнул ладонью в плечо, разрешая следовать дальше.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Евдокия Тимофеевна киле таврӑнчӗ те, тутӑрне салтмасӑрах, Володя темскер саваласа ларакан сӗтел патне пырса, ним шарламасӑр, ун аллинчен ҫӗҫҫе туртса илчӗ:

Словом, Евдокия Тимофеевна, вернувшись домой, не снимая даже шали, прошла прямо к столу, где что-то строгал Володя, она молча выдернула у него из пальцев ножик, положила его на стол.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл тутӑрне тутисенчен те аяларах туртса антарчӗ те, хӑйне шӑрҫасенчен тытса тӑракан, ачан шап-шурӑ пичӗ ҫумне сасартӑк пуҫӗпе пӗшкӗнсе, ӑна хыттӑн чуптума пуҫларӗ.

Она спустила платок ниже губ и вдруг, припав головой к белому личику ребенка, державшего ее за монисто, начала жадно целовать его.

XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Оленина курсанах, вӑл сиксе тӑчӗ те тутӑрне илсе кӑмака патне пычӗ.

Увидав Оленина, она вскочила, взяла платок и подошла к печи.

XXXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хӗрелсе кайнӑ, ҫаннисене тавӑрса янӑ тата тутӑрне янаххинчен те аяларах антарса ҫыхнӑ Марьянка йывӑр ҫупкамсене хӑвӑрттӑн каса-каса ҫатан корзинка ҫине хурать.

Раскрасневшись, засучив рукава и опустив платок ниже подбородка, Марьянка быстро срезала тяжелые кисти и складывала их в плетушку.

XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Эпӗ ӗҫлеме пӗлместӗп вӗт, — терӗ Оленин, симӗс туратсем витӗр арба айнелле пӑхас мар тесе тӑрӑшса, унта вӑл Марьянӑн сенкер кӗпипе хӗрлӗ тутӑрне асӑрхарӗ.

— Да я не умею работать, — сказал Оленин, стараясь не смотреть сквозь зеленые ветви под арбой, где он заметил голубую рубаху и красный платок Марьяны.

XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Марьяна вӑранчӗ те тутӑрне ҫыхма тытӑнчӗ.

Марьяна проснулась и стала убираться платком.

XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Марьяна чавси ҫине ҫӗкленчӗ те сирӗлсе кайнӑ тутӑрне тӳрлетрӗ.

Марьяна приподнялась на локоть и поправила сбившийся платок.

XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней