Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

турат сăмах пирĕн базăра пур.
турат (тĕпĕ: турат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан ватӑ кайӑк турат патне ыткӑннӑ та ҫамрӑк кайӑк пухса хатӗрленӗ ҫӑмпа курӑксене пӗр самантрах сапаласа пӗтернӗ.

Тут старая птица кинулась к ветке и мигом расшвыряла во все стороны и шерсть и травинки.

«Манӑн» тата «санӑн» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ умлӑ-хыҫлӑ икӗ ҫуркунне ҫакӑнта вӗҫсе килнӗ, хамӑн килӗме яланах ҫак турат ҫине тунӑ!

Я два года подряд прилетала сюда весной и всегда строила свой дом на этой вот ветке!

«Манӑн» тата «санӑн» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ кунта санран малтан килнӗ, ҫӑмпа ҫӳҫсем, курӑкпа улӑмсем те илсе килтӗм, вӗсене ак ҫак турат ҫине пуҫтартӑм та хам валли йӑва ҫавӑрма тытӑнтӑм.

Я сюда прилетела раньше тебя, натаскала шерсти и волоса, травы и соломы, собрала их на этом вот сучке и начала вить себе гнездо.

«Манӑн» тата «санӑн» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Курать — ҫав турат ҫийӗнчех ҫӑварне курӑк ҫыххи хыпнӑ темӗнле урӑх кайӑк ларать, йӑва ҫавӑрать.

Видит — на этой самой ветке сидит какая-то другая птица с пучком травы в клюве и вьет гнездо.

«Манӑн» тата «санӑн» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унӑн патвар вӑйлӑ ывӑҫ тупанӗнче турат шартлатса ванчӗ.

Сук кракнул под нажимом сжавшей его могучей ладони.

IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Садра ӑрӑмлӑ шӑплӑх тӑнӑ, кӗпе ҫаннине ӑнсӑртран лексе чӑштӑртатса кайнӑ турат сасси ку шӑплӑхра янӑравлӑ сас пек туйӑннӑ, — Фома ҫӳҫенсе илнӗ…

В саду было так внушительно тихо, что даже шелест ветки, нечаянно задетой платьем Фомы, показался ему громким звуком, — он вздрогнул…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Урасемпе пысӑкрах турат хыпашласа тупрӑм, ун ҫине лайӑхрах тӗрентӗм.

Нащупал сучок потолще и упёрся в него ногами.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

«Асту, асӑрханса йӑт, турат ҫине тӑрӑнса куҫна ан шӑтар!» тесе кӑшкӑрать атте.

Отец кричит: «Смотри осторожнее, глаз себе не выколи!»

3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хуралса кайнӑ турат пек вӑрӑм аллисемпе вӑл хӑйӗн ҫӗтӗк-ҫурӑк япалисене пӗчӗк кӑвайт ҫинче пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑркалать.

Длинными, похожими на почернелые ветви руками он держал над маленьким костерчиком свои лохмотья, поворачивая их из стороны в сторону.

«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Олегӗ, пальтине хывса, турат ҫине ҫакса хунӑ.

Олег даже пальто снял, повесил его на сучок.

Икӗ пахчаҫӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Апат ҫими пулнӑ, начарланса кайнӑ, ҫуначӗсене усса кунӗ-кунӗпе вырӑнтан тапранмасӑр пӗр-пӗр турат ҫинче ларнӑ.

Перестала есть, худела и, нахохлившись, неподвижно сидела где-нибудь на ветке целые дни.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Ку турат ҫинче тепӗр ҫул каллех панулми ӳсме пултарать, хуҫӑлсан пӗтет.

А на этой веточке потом могло бы ещё яблоко вырасти, а там уже не вырастет.

Патаксемпе мӗн тумалла // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Пачах та уншӑн мар, терӗ ӑна Матвей Иванович, турат хуҫӑлма пултарать, акӑ мӗншӗн.

А Матвей Иванович сказал, что вовсе не поэтому, а потому, что может обломаться веточка.

Патаксемпе мӗн тумалла // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Турат юпӑ тӗлне пулать те, вӑл хуҫӑлмасть.

И ветка на рожки налегает, и ей не тяжело от яблок.

Абрикоссемпе панулмисем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Турат ҫинче панулми нумайран усӑнса аннӑ вӑл, ҫавӑнпа хуҫӑлма та пултарать, тет Маруся.

Маруся сказала, что на ветке много яблок и она может поломаться.

Абрикоссемпе панулмисем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах асанне улмине веҫех ҫимерӗ, кӑштах хӑварчӗ, эпир ун ҫине хӑрнӑ турат чиксе лартрӑмӑр, ку ӗнтӗ мачта пулса тӑчӗ.

Только бабушка там немножко оставила, не всё до конца съела, и мы туда воткнули сухую веточку, и вышла мачта.

Асанне мана пӗчӗк карап туса пачӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Турат ҫинче тӗлӗрсе ларакан ҫерҫи хускалкаласа илчӗ.

Неспокойно зашевелился дремавший на ветке воробей.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хуллен утаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Егорка пӗрмай чарӑнать: е турат тӑрӑх хӑпаракан ҫӑмлӑ хурта, е ҫунаттисене парӑс пек ҫӗклене лӗпӗше, е элле епле тата таҫтан утрав ҫине лекме пултарнӑ ҫӗтӗк пушмака тӗлӗнсе кайсах сӑнаса пӑхать вӑл.

Идут медленно, потому что Егорка поминутно останавливается и сосредоточенно разглядывает то гусеницу, ползущую по ветке, то крапивницу, сложившую крылья, как парус, то неведомо откуда и как попавший на остров рваный опорок.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Турат ҫинчи ула курак евӗр лар та чӗтре, лар та чӗтре…

Дрожи, как ворон на мёрзлом сучке.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Типӗ курӑк, выльӑх каяшне, турат таткисене пуҫтар, Вӗсене тирпейлӗн купала.

Собери сухие травы, помёт животных и обломки ветвей, Сложи их прилежно.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней