Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхнине (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулапа слобода хушшинче мӗн авалтанпах вӑрҫӑ-харкашу пырать: Шиханри тутӑ мещен халӑхӗ Заречье ҫыннисене: вӗсем ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ, пурте ӗҫке ернӗскерсем тата вӑрӑсем тесе шутлать, Заречье ҫыннисем, хӑйсем ҫине лешсем ҫапла пӑхнине пикенсех ҫирӗплетме тӑрӑшаҫҫӗ, хула ҫыннисене вара «тӗпренчӗк пуҫтарма юратакансем» тата «пилӗк пуслӑх укҫа ҫиекенсем» тесе чӗнеҫҫӗ.

Между городом и слободою издревле жила вражда: сытое мещанство Шихана смотрело на заречан, как на людей никчемных, пьяниц и воров, заречные усердно поддерживали этот взгляд и называли горожан «грошелюбами», «пятакоедами».

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Полякӑн сенкер куҫӗсем ун хыҫӗнченех йӗрлесе ҫӳренӗ, ҫав асапланса пӗтнӗ ҫамрӑк ҫынна хӑй темиҫе хут та курнӑ пек туйӑннӑ ӑна — кам пӗлет, тен вӑл вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ пулӗ; ӑна вӑл ҫавӑн пек ӳпкевлӗн, пӑлхавлӑ хурланупа, йӗрӗнсе, хӗрхеннӗ пек те пӑхнине палласа илнӗн туйӑннӑ.

Голубые глаза поляка преследовали его, ему казалось, что он несколько раз встречал молодого страдальца, который, может, избегнул смерти; ему казалось, что он узнает то же выражение укора, беспокойной печали и презрения, смешанного почти с сожалением.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Мигель капитан йӗрӗнчӗклӗн пӑхнине сӑнаса илнӗ.

Мигель прочёл презрение в глазах капитана.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ӗлӗк ыттисенчен уйрӑмрах, урӑхларах пулма пӑхнине ырламан пулсан, халӗ ҫине тӑрсах палӑрма тӑрӑшаҫҫӗ, вӑрттӑн, ӑшра та мар — уҫҫӑн!..

Если раньше выделяться, отличаться от всех считалось дурным тоном, то сегодня к этому стремятся, и стремятся не как-то там втайне, в душе, а совершенно открыто…

15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

«Аннеҫӗм, астӑватӑп эпӗ халь те эс тӗрме решетки витӗр епле пӑхнине.

«Мамочка, помню, как ты глядела на меня через решётку.

Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Кун пек шухӑша, ҫак ӗҫ ҫине кун пек пӑхнине «экономизм» теҫҫӗ.

Такие взгляды назывались «экономизмом».

Ванеев вырӑнӗ умӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вырӑслана куҫарсан вӑл ӗненӗве, пӗр-пӗр ыйту ҫине мӗнле пӑхнине пӗлтерет.

На русский перевести — значит: верование, взгляды.

Ванеев вырӑнӗ умӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Перрон урлӑ каҫнӑ чухнех-ха хӑшӗ-пӗри кунта ман ҫине темле тӗлӗнсерех те кӑсӑкланса ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнине асӑрханӑччӗ.

Еще проходя перроном, я заметил, как кое-кто из приехавших то ли с удивлением, то ли просто с любопытством оглядываются на меня.

1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Эпӗ Люсьӑн куҫӗсем чӗтренсе тӑракан ҫурма уҫӑ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗнчен хам ҫине тинкерсе пӑхнине куратӑп.

Я чувствую устремленный на меня взор Люси из-под подрагивающих, полураскрытых век.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫакӑн пек пӑхнине, амӑшӗ пек ачашланине Василь питӗ лайӑх ӑнланнӑ.

Василь отлично понимал этот взгляд, эту материнскую ласку.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Лелюков мана мӗн каланине Василь илтеймерӗ, анчах командир ун ҫине ҫиллессӗн те каҫаруллӑн пӑхнине курсан, вӑл тата хытӑрах ӗсӗклерӗ, сӑмсипе нӑшлатрӗ.

Василь не слышал, что мне говорил Лелюков, но, поймав его суровый взгляд, еще сильнее всхлипнул, зашмурыгал носом.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Радист малтанласа хӑй ҫине сӑнаса пӑхнине асӑрхамарӗ.

Радист сначала не замечает этих взглядов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах хӗсӗк кӑвак куҫсем тинкерсе пӑхнине курсан аллине каялла илнӗ.

Но встретился с таким взглядом узких серых глаз, что рука невольно отдёрнулась.

Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.

Хӑй ҫине пӑхнине асӑрхасанах вӑл сиксе тӑчӗ, юбкине майларӗ те ачана йӑтса, ҫӑмӑллӑн, ҫара урисемпе шӑппӑн пусса кӑмака хыҫнелле кӗрсе кайрӗ.

Увидев, что за ней следят, она вскочила, одёрнула юбку, схватила малыша и лёгкой походкой, бесшумно ступая босыми ногами, унесла его за печь.

Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.

Эпӗ вӗсем ман ҫине хурлӑхлӑн пӑхнине асӑрхаса илтӗм.

Я заметил, что солдаты внимательно и понимающе глядели на меня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах ҫак самантра эпӗ Андрианов йӗрӗнчӗклӗн пӑхнине, унӑн тутисем кулӑпа чалӑшса кайнине асӑрхаса илтӗм.

Но я увидел пренебрежительный взгляд Андрианова, устремленный на меня, покривленные в улыбке губы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Мӑкӑртатнине илтмерӗм эпӗ, анчах каҫсенче, кӑнтӑрти тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуталса кайсан, ывӑнса ҫитнӗ ачасем ҫурӑмӗсемпе траншейӑсен стенисем ҫумне епле таянса ларса ҫӳлелле, ҫӑлтӑрсем ҫине чӗнмесӗр пӑхнине тата вӗсен типсе кайнӑ тутисем ҫӗрле кӑшт сулхӑнланнӑ сывлӑша мӗн таран антӑхса ҫӑтса илнине куртӑм вара.

Но я не слышал ропота по ночам, когда в южном небе зажигались звезды, ребята устало откидывались к стенкам траншей и молча глядели вверх на эти звезды, жадно ловили чуть-чуть посвежевший к ночи воздух.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ хам ҫине такам пӑхнине туятӑп.

И тут вот чувствую я, что кто-то на меня глядит.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Хам ҫине вӑл мӗнле пӑхнине аса илнӗ хыҫҫӑн мана, яланах вилӗм хӑрушлӑхӗнче пурӑнма хӑнӑхса ҫитнӗ пулсан та, унӑн камерине кӗме хӑрушӑ пулчӗ.

Но я вспомнила этот его взгляд, и мне, привыкшей всё время жить под угрозой смерти, было страшно, именно страшно войти в его камеру.

Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.

Анчах, тепӗр ҫӗклем кирпӗч ҫӗклесе килсен, Начинкин Таракуль ӗҫлеменнине, пулемёт умне пӗшкӗнсе унӑн прицелӗ урлӑ урама тинкерсе пӑхнине курнӑ.

Но, притащив очередную охапку кирпича, Начинкин вдруг увидел, что Таракуль не работает, а прильнул к пулемётному прицелу и, весь напрягшись, смотрит через него на улицу.

Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней