Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив, Ухтиван тулӑксӑр чупса вӑйне пӗтертӗр, пӳлӗнме пуҫлатӑр, вара тин ӑна Шахрун хӑваласа ҫитет, пусса антарать.

Пусть Ухтиван бежит что есть духу, силы у него иссякнут, тут-то его и накроет Шахрун.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӗре урайне пусса ӳкерет.

Он свалил девушку на пол.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем йывӑҫ картлашкасемпе сыхланса пусса аялалла анчӗҫ те тенкелсем хыпашласа тупрӗҫ.

Осторожно ступая по деревянным ступенькам, старик и юноша сошли вниз, нащупали в темноте стулья-чурбаки.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Лашуна сутса ячӗҫ тетӗн, пӑруна пусса ҫинӗ.

— Сам же говоришь: лошадь продал, теленка съели.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашки чӑххуна пусса чик».

Курицу последнюю зарежь…

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лашуна тахҫанах сутса янӑ санне, пӑруна кантуртисем пусса ҫинӗ, хӑна темиҫе хут вырттарса ҫаптарнӑ.

Лошадь твою, знаю, давным-давно забрали, корову — тоже, теленка давно съели, самого уж не раз выстегали.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алчӑраса ун-кун пӑхкаларӗ те вӑл, пӑр ҫинче утакан ӑйӑр пек, урисене ҫӳле иле-иле пусса картишӗнчи Григорьев патне таплаттарса утса пычӗ.

Оглядев всех округлившимися глазами, он, высоко поднимая ноги, словно жеребец на скользком льду, зашагал к Григорьеву.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл карт! хускалчӗ те ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусса лартрӗ.

Сдвинул шапку на самый лоб.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Атту леш хӑрах куҫӗ ҫӗрле пусса пӑрахма та пултарать.

А то, чего доброго, одноглазый-то пристукнет ночью — и поминай как звали.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗпписене пусса кӑларсан ачасем унӑн йӑвине ишсе антарнӑ, сар туталлӑ чӗпписене вӗлерсе кушака панӑ.

Когда она вывела желторотых птенцов, ребятишки с улицы разорили гнездо, а птенцов скормили кошке.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ан тив, утма ҫула курӑк пусса илтӗр, утаралла Ухтиван текех ура та ярса пусмасть.

Для себя Ухтиван решил: больше на пасеке его ноги не будет, пусть тропинка зарастет травой.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗҫех ак утар вырӑнӗ те юлмӗ, вӗлтӗрен пусса кайӗ…

Да, скоро вот от пасеки не останется и следа, все заполонит крапива…

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кала-ха, Ивук, — тиек ятне юри пусса калать вӑл.

— Скажи, Ивук, — специально упирая на имя дьяка.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫӗрне ял панчи пусса татса илетпӗр, — пӳлесрен хӑраса васкама тытӑнать Ивук.

— Отрежем землю возле Гнилой опушки, — торопливо, боясь, как бы его не прервали, тараторит Ивук.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тытӑр!» — тесе кӑшкӑрса Шахрун урапа ҫине сикрӗ те Ярилене пусса антарчӗ.

«Держите вора!» — крикнул Шахрун и подмял Яриле под себя.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаши мӑйне тӑсать те патак пек хыткан урисене майӗпен иле-иле пусса таҫта тӗттӗмелле мӗкӗлтетет.

Сухопарая, с тонкими ногами лошадь пружинит шею и тянет телегу туда, куда указывают ей вожжи.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне ҫӗре пусса ӳкерсен те, хӗненӗ чухне те Лӗхтинкка пӗр сас-чӗв те кӑлармасть.

Когда его волокли и били, Лехтинка не издал ни звука.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Усламҫӑ пӑрахӑҫланӑ япаласене пристав аттипе тапа-тапа ватать, пусса лапчӑтать.

Тогда разъяренный пристав месит, бьет, топчет сапогами негодный товар.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юр-вар та ҫук, мӗншӗн тесен пурлӑ-ҫуклӑ выльӑхсене пӗлтӗрех пусса ҫинӗ.

И приварка нет никакого: всю живность давным-давно зарезали и съели.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтӗм кӗлеткене чул пек йывӑр япала ҫӗр ҫумнелле хӗсет, пусса тӑрать.

Тело налилось каменной тяжестью, сдавливает все нутро.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней