Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Купецсем мӗнле пурӑнни мана кӑмӑла каймасть, — тетӗп эпӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Гуак е ҫӗнтерсе илме ҫук парӑнса пурӑнни».
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Малти Ишекре туслӑ халӑх пурӑнни килӗшет.
Юратнӑ ӗҫре – 30 ҫул // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/8516-yur ... cre-30-cul
Эпӗ кукамая хам пароход ҫинче епле пурӑнни ҫинчен каласа йӗри-тавра пӑхса тӑратӑп.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтарса пурӑнни сирӗн патӑрта пурӑннинчен авантарах!
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тата кукамайӑн турри патне, унӑн турӑ амӑшӗ патне ҫитсен, вӗсене пӗтӗмпех тӗрӗссипе каласа кӑтартсан та лайӑх: ҫынсем пит начар пурӑнни ҫинчен, вӗсем пӗр-пӗрне путсӗр хӑйӑр ӑшне лайӑх мар, хурланмалла пытарни ҫинчен каласа кӑтартсан аван.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир тем ҫинчен те сӑмахласа, сехечӗ-сехечӗпе ларса ирттереттӗмӗр, хӑшпӗр чухне эпӗ кукамайӑн юмахӗсене яраттӑм, Людмила тата Медведица шывӗ тӑрӑхӗнче казаксем епле пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартатчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл кайӑк пек тасаскерччӗ, Дон шывӗ тӑрӑхӗнче казаксем епле пурӑнни ҫинчен пит лайӑх кала-кала кӑтартатчӗ: унта вӑл хӑйӗн куккӑшӗ патӗнче, ҫу ҫапакан заводӑн машинисчӗ патӗнче нумай пурӑннӑ, унтан вара унӑн ашшӗ слесарь Чулхулана пурӑнма куҫса килнӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мӗн ӗҫ туса пурӑнни пирки тӗрлӗрен шутланӑ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫав майра музыкӑна пикенсех итлерӗ, Сергей акробатла упражненисем тунине, Арто кулӑшла вылянине темӗнччен пӑхса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн ачаран: вӑл миҫе ҫултине, мӗн ятлӑ иккенне ыйтрӗ, гимнастикӑна ӑҫта вӗренни ҫинчен, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ӗҫпе пурӑнни ҫинчен тата ытти ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ; вара вӗсене кӗтсе тӑма хушрӗ те хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫуртӗнче кунта пуян ҫынсем пурӑнни паллах.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсен пурнӑҫӗпе туслӑхне вӑрҫӑ ҫулӗсем: ҫулталӑк ҫурӑ партизанра пурӑнни тата ҫулталӑк ҫурӑ хушши вӑрттӑн ӗҫлекен ҫыннӑн йывӑр пурнӑҫӗ хӗсӗнсе кӗчӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чугун ҫул обходчикӗн шӑллӗ чи малтан, ытти ҫынсен ҫырӑвӗсенчи пекех, салам каланӑ, вара хӑй инҫетри Америкӑра мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырнӑ, «мана ан ман, ҫак ҫырӑва паракан ҫын урлӑ час-часах ҫырусем яр», тенӗ вӑл Тарас пиччӗшне.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Черетсӗрех хваттер тупса парӑпӑр, Яворта пурӑнни ҫинчен паллӑ тутарӑпӑр та ӗҫе вырнаҫтарӑпӑр.Вне всякой очереди дадим квартиру, в Яворе пропишем и устроим на работу.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пуянлӑхсӑр, пысӑк вырӑн йышӑнмасӑр пурӑнни мӗнле пурнӑҫ пултӑр-ха ӗнтӗ?
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпир Олимп тӑвӗ ҫинчен тата ун ҫинче, преданисем тӑрӑх, авалхи Грецин туррисем пурӑнни ҫинчен каласа патӑмӑр ӗнтӗ.Мы уже говорили о горе Олимп, на которой, по преданиям, жили боги древней Греции.
1. Тусем пулса кайни ҫинчен калакан халапсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫул ҫинче Оперов мана Зухин кӑмӑлӗ тата вӑл епле пурӑнни ҫинчен пайтах каласа кӑтартрӗ, киле ҫитсен, хам пӗлме пуҫланӑ ҫӗнӗ ҫынсем ҫинчен шухӑшланипе, манӑн вӑрахчен ыйхӑ килмерӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл епле пурӑнни пирки таврара ҫӳренӗ ҫӳҫе вирелле тӑратакан сӑмахсене ӗненес-тӗк, ун ҫумӗнче Мессалина — ҫылӑхлӑ чун.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак пӗчӗк хирӗҫӳ ҫемьери лӑпкӑлӑхпа килӗшӗве нимӗн чухлӗ те пӑсаймарӗ, кунти хӗрарӑмсем ӑслӑ-тӑнлӑн килӗштерсе пурӑнни курӑнсах тӑрать.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӗрпе каччӑ пӗрне пӗри савса пурӑнни ҫинчен каламастӑп, пачах урӑхла, ун пек ҫепӗҫлӗхсенчен хӑратӑп; пурнӑҫра питӗ телейсӗр пулнипе эпӗ унашкал юратура ултавсӑр пуҫне тӗрӗслӗхӗн пӗр хӗмне те кураймарӑм, ҫав ултавра туйӑмлӑх, арлӑ-арӑмлӑ ҫыхӑнусем, укҫа, хӑвӑн аллӑна ҫыхса лартасшӑн е салтса ярасшӑн пулни туйӑма хӑйне асар-писӗр чӑлхантарса яратчӗҫ те, вара ним ӑнланма ҫук пулса тӑратчӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.