Поиск
Шырав ĕçĕ:
Соня ҫавӑрӑнса пӑхрӗ, анчах тӑруках палласа илеймерӗ ӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эльгеев ӑна тӑруках палласа илеймерӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Поля Баландина ҫийӗнчех палласа илеймерӗ Михаил Николаевича.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эльгеев хапхана уҫрӗ, вӑрман хуралӗн йытти ӑна палласа илчӗ те вӗрме чарӑнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл юлташне палласа илчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫӳҫе тепӗртак касса ярсам, Ермолай Григорьевич, цирюльник патне кайма юрамасть манӑн, палласа илӗҫ, — тилмӗрчӗ Петровский, аллинчи хачча ҫӑмарта хуҫине тыттарса.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хайхи вакунра пӗрле килнӗ мӑнтӑр хӗрарӑм, Эльгеева палласа илсе, аякранах хӑй патне чӗнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл Павлуша палласа илчӗ те алӑпа сулса, лавкканалла кӗрсе кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Данилов пӑрӑнса тӑчӗ, Эльгеева палласа илсе, тӑпах чарӑнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫапла, — палласа илчӗ ӑна Костя.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— А-а, Павӑл Николаевич! — аякранах палласа илчӗ ана Яков Иванович.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вахитов-ҫке ку?! — палласа илсе, пӑшӑлтатрӗ Эльгеев.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӗветӗр те тӗттӗмре ӑна тӳрех палласа илеймерӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пырса кӗнӗ ҫынсене Павлуш палласа илчӗ, ҫар съездӗнче курнӑччӗ пурне те: Слюбкин, Петров, Зайцев, Краснов.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вуласан-вуласан: «Хӑй ҫырман-ҫке ку ҫырава Марье. Анчах мӗншӗн Кӗпӗрьяна ҫыртарман вӑл? Чим, питӗ паллӑ почерк ку», — сасартӑк Антонина Павловна аллине палласа илчӗ Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах лешӗ, чылай ватӑлнӑскер, Эльгеева палласа илеймерӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Халь кӗрсе ларӑр, тен, сасӑран палласа илӗ сире, — изолятор алӑкне уҫрӗ Анна Ефимовна.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Соня матроса палласа илчӗ, куккӑшне персе пӑрахнӑ каҫ шӑпах ҫак ҫын пурччӗ!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫынсем хушшинче Павлуш Мишӑна арестлеме пынӑ матроса палласа илнӗ, унпа пӗрлех Прахук денщик пӗр алшӑллипе тупӑка йӑтса пынине асӑрханӑ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Прапорщик — Урбанов! — палласа илчӗ Эльгеев.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.