Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӗнпур сăмах пирĕн базăра пур.
мӗнпур (тĕпĕ: мӗнпур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Исай Ваньккинне вара мӗнпур тыррине кӗлетрен шӑпӑрпа шӑлса тухсах илсе кайнӑ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

«Атя, ывӑлӑм, апатланар», — тесе тӗпел патӗнчен мӗнпур апата сӗтел ҫине лартрӗ.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Кил хуҫисем ал айӗнчи мӗнпур пек апата сӗтел ҫине вӑр-вар кӑларса лартрӗҫ: пысӑк кӑна графинпа ханша, апат-ҫимӗҫ, сӑра, кӗрчеме.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Мӗнпур вӑй-хӑватне пухса, кӑмӑлне хытарса, хура пӗлӗт ҫийӗнчи ялтӑр ҫиҫӗм ташшине пӑхмасӑр малалла талпӑнчӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫуркунне мӗнпур тӗнче вӑрӑм ыйхӑран вӑранать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Халӗ, акӑ, мӗнпур ыйтупа хӑвӑн кирлӗ йышӑну тумалла.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Египет чиркӗвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан монахла пурӑнасси Нубире ытлашшиех аталанман: археологсем чавса пӑхнӑ та мӗнпур пысӑк ҫӗршывра мӑнастирсене пит сахал тупнӑ.

Монашество, которое в Египетской церкви играло важную роль, в Нубии было весьма малоизвестным феноменом: археологические раскопки обнаружили лишь малую горстку монастырей во всей огромной стране.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Арапсем килнине пула Нуби Византипе тата пӗтӗм христиан тӗнчипе мӗнпур ҫыхӑнӑва ҫухатнӑ.

В результате арабских завоеваний Нубия оказалась отрезанной от всех контактов с Византией и вообще со всем христианским миром.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ӑшӑ сумӑр ҫуса кайнӑ хыҫҫӑн сутҫанталӑк чӗрӗ вӑй илнӗ, мӗнпур йывӑҫ-курӑк пуҫне каҫӑртнӑ.

Помоги переводом

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Мӗнпур тарӑхупа калатӑп: Тасал, тӗнче, ҫӳп-ҫапсенчен!

Помоги переводом

Кала… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17–18 с.

Иван ҫавӑнтах унӑн мӗнпур пуҫне каса-каса пӑрахать.

Помоги переводом

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Татса кайнӑ пӗвене ҫав тракторсемпе юсарӗҫ, тӗпӗнчи мӗнпур тункатана тӑпӑлтарса тикӗслерӗҫ.

Помоги переводом

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Комисси район халӑхне, мӗнпур предприятипе учреждение, техникӑна пушара хирӗҫ кӗрешме пӗр чӑмӑра пӗрлештерчӗ.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗнпур вӑя пӗр ҫӗре пухмалла.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

НКВД Хураҫӗр пайӗнче Кузнецовӑпа калаҫса пӑхнӑ мӗнпур сотрудниксем пӳрнине тӑнлавӗ тӗлне тытса ҫавӑркаланӑ — ухмаха ернине пӗлтернӗ ҫакӑ ятарлӑ чӗлхепе.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнпур тӑванӗсем тата ял ҫыннисем юпасем тавра виҫӗ хут ҫаврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялӑн хисеплӗ старости Григорий Соколов, ял пуҫлӑхӗн ӗҫне пурнӑҫласа пынӑ вӑхӑтра вилнӗ Улатимӗр Соколов староста ывӑлӗ, ҫавӑн пекех мӗнпур тӑванӗсем юпасене пӗтӗмӗшле православи масарӗнче мар, юнашар, карта хыҫӗнче, авалхи йӗркепе пытарнисен кивӗ масарӗнче лартма сӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав вӑхӑтра Кузнецовсен картишӗнче мӗнпур тӑвансем — кинӗсем, мӑнукӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнпур палӑксене ӑсталаса пӗтерсе вӗҫлев уявне турӗҫ: сӳннӗ кӑвайта ҫӗнӗрен чӗртрӗҫ, вилнисене асӑнса кӑвайт тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней