Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лӑпкӑн сăмах пирĕн базăра пур.
лӑпкӑн (тĕпĕ: лӑпкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑл ачи ҫав-ҫавах лӑпкӑн та тутлӑн ҫывӑрать.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пыра капланнӑ йӳҫӗ катрамне ҫӑтса лӑпкӑн курӑнма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Турӑ ҫырлахтӑр, Анук, — лӑпкӑн та ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ Наҫтик, — мӗн ара эсӗ, ют ҫын пек алӑк кутӗнчех тӑратӑн?

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кулленхи ӗҫсемпе лӑпкӑн аппаланӑр.

В спокойном режиме занимайтесь повседневными делами.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Таня, икӗ Володя та — сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха татса пама тӑрӑшакансем — лӑпкӑн лараймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Хӑвӑрт, хӑвӑрт каймалла, тӑванӑм, питӗ хӑвӑрт, — лӑпкӑн калама тӑрӑшатӑп хам.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Алюш, ӗҫсӗр аптӑранипе тахҫантанпах кроссворд шутласа лараканскер, сасартӑк пуҫне ҫӑклерӗ те: — Пилӗк саспаллирен тӑракан пулӑ… — терӗ лӑпкӑн.

Помоги переводом

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

— Эпӗ каҫару ыйтрӑм ҫеҫ, — ӑнлантартӑм ӑна лӑпкӑн.

Помоги переводом

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

— Семен Сергеевич, — терӗ вӑл лӑпкӑн, — эпӗ сана хама кулленхи ӗҫре пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватӑп…

Помоги переводом

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Шарламасӑр тӑракан Дубов хумханнине, тарӑхнине кӑтартас мар тесе хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ, министр заместительне лӑпкӑн тавӑрса каларӗ:

Помоги переводом

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Манӑн тӑхлачӑсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете халтан кайрӗҫ пулас, — лӑпкӑн кулса илчӗ Ваҫиле пӗррехинче, ҫыпӑҫакан шава пӗтӗмлетес вырӑнне.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ванюшсӑр пуҫне камран пулма пултарӗ-ха тата? — терӗ лӑпкӑн кӑна.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑкӑрсем, хӗрарӑм ҫине тимлӗх уйӑрмасӑр, лӑпкӑн ҫывӑраҫҫӗ, пӗри вӑранчӗ те ача евӗр йынӑшса илчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑшкӑл кӑтартнине лӑпкӑн мӗнле чӑтса ирттерӗн?

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗрлевҫӗсем те унран юлмарӗҫ, Ваҫилене тӑрӑхланӑ пек ун хыҫҫӑн лӑпкӑн сӗтӗрӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Каллех Кабаргас-и мӗн? — ыйтрӗ вӑл лӑпкӑн.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла лӑпкӑн та канӑҫлӑн малалла шунӑ ял пурнӑҫӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗне кура чулпа перетӗн эс мана, лӑпкӑн, никама кансӗрлемесӗр тӗлӗрекен кайӑка?

Помоги переводом

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Умӗнчи темӗн ҫӳллӗш хума тӗртсе, халиччен лӑпкӑн тӗлӗрсе выртакан кӳлӗ ҫийӗн шав кӑларса, таврана хускатса самаях хӑвӑрт ишме пуҫларӗ хайхи.

Помоги переводом

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

— Юшкӑнне кӑларма пулӗ-ха ӑна, сапропелла, теҫҫӗ, — лӑпкӑн кӑна тӑсать ача шухӑшне ял агрономӗ, вӑлах пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхӑн ертӳҫи, Галина Ивановна.

Помоги переводом

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней