Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗнекине (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Владимир Ильичӑн кӗнекине пичетлесе кӑларас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем тумалла пулнӑ ун чухне.

Предстояла большая и важная работа по изданию книги Владимира Ильича.

Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Елизавета Васильевна кантӑк патне пычӗ, кӗнекине тӗрме хуралҫине тыттарчӗ те лешӗ ӑна страница хыҫҫӑн страница уҫса пӑхнине сывлама чарӑнса пӑхса тӑчӗ.

Елизавета Васильевна подошла к окошку, протянула книгу и с замиранием сердца следила, как тюремщик перелистывал страницу за страницей.

«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Мария Александровна кӗнекине аяккалла хучӗ те кухньӑна тухрӗ.

Мария Александровна отложила журнал в сторону и пошла на кухню.

Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Мария Александровна кӗнекине хӑйӗн вырӑнне чиксе хучӗ.

Мария Александровна поставила книгу на место.

Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Шырамасӑрах Чернышевский кӗнекине туртса кӑларчӗ.

Вынула наугад книгу Чернышевского.

Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Килте Мария Александровна Помяловский кӗнекине тепӗр хут пӑхса тухрӗ.

Дома Мария Александровна еще раз просмотрела книгу Помяловского.

Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Аня йывӑҫ тӗмӗ ҫине ларчӗ, якатса тӑхӑннӑ ҫитсӑ кӗпин аркине сарса тӳрлетрӗ, вара кӗнекине уҫса хучӗ.

Аня присела на пенек, расправила наглаженное ситцевое платье, раскрыла книгу.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Эпӗ халлӗхе унӑн пӗр кӗнекине «Коммунистсен Манифесчӗ» текеннине кӑна вуланӑ-ха, иккӗмӗшне — «Капиталне» вулатӑп.

Я пока прочитал только одну книгу — «Коммунистический Манифест» и читаю вторую — «Капитал».

Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тата эпӗ сире хӑвӑра тата ачӑрсене часрах Чӗмпӗрти дворянсен хисеплӗ кӗнекине кӗртесси пирки калаҫу пуҫарма сӗнетӗп.

И еще я хотел посоветовать вам начать хлопоты о внесении вас и ваших детей в дворянскую родословную книгу.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хӑйӗн юратнӑ кӗнекине памалла-и?

Подарить ему свою любимую книгу?

Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ӳкерчӗклӗ кӗнекине уҫрӗ.

Раскрыла книжку с картинками.

Кивӗ венец урамӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Некрасов сӑввисен кӗнекине Саша хальхинче каллех киле хӑварнӑ.

Хотя Саша и на этот раз не захватил с собой томик стихов Некрасова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Унтан сӗтел ҫинчи кӗнеке купи ӑшӗнчен пӗр брошюра илчӗ те кӗнекине уҫмасӑрах шухӑша кайрӗ.

Потом извлек из груды книг на столе брошюру и задумался, не раскрывая книги.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Эпӗ кун кӗнекине ҫыратӑп, Ноздрин лӑкӑртатса вӗрекен пӑтта ҫунса хытасран кашӑкпа пӑтратса ларать, Рожков чикарккӑ чӗркесе тӑрать.

Я вносил записи в дневник, Ноздрин мешал кашу в котле, а Рожков, стоя, свертывал себе папиросу.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Каҫхине эп малтанлӑха кун кӗнекине ҫырса аппалантӑм, унтан ҫынсене мӗн-мӗн тумаллине кӑтартса патӑм та хам ҫывӑрма выртрӑм.

Вечером я занялся дневниками, потом сделал необходимые распоряжения и рано лег спать.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Стрелкине хӑвӑл еннелле кӑтартмалла турӑм, хӑвӑла хамӑн кунҫыру кӗнекине хутӑм, унта пирӗн пурин ячӗ те, адресӗ те пур.

Указывающую на дупло, а в дупло вложил записную книжку, в которую вписал все наши имена, фамилии и адреса.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Ача-пӑчасем унӑн «Дерсу Узала» кӗнекине уйрӑмах юратса вулаҫҫӗ.

Детям особенно нравится читать его книгу «Дерсу Узала».

Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.

Ун кӗнекине вуланӑ май эпир хамӑр та унпа пӗрле Уссури тайги тӑрӑх ҫӳретпӗр, сунарҫӑсемпе тӗл пулатпӑр, кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларатпӑр, вӗсем каласа панисене хӑлха тӑратса итлетпӗр.

И мы, читая его книги, вместе с ним путешествуем по уссурийской тайге, встречаемся с лесными охотниками, слушаем их рассказы.

Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.

Унтан ҫуралнӑ ача ятне ҫурт кӗнекине кӗртеҫҫӗ.

Затем новорожденного заносят в домовую книгу.

Ача ҫурални // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Оля вуланӑ пек тытса ларакан кӗнекине — апат ҫинӗ чухне вулани килӗшсех каймасть пулсан та — айккинелле хучӗ те икӗ пысӑк арбуз йӑтса тухрӗ, унтан вӗсене ҫурмаран ҫурса вӗллесем патне илсе кайрӗ.

Отложив в сторону книгу, которую она как будто читала, хотя за едой читать и не принято, Оля принесла два больших арбуза, расколола их на половины и понесла к ульям.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней