Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтра вӑл хут татӑкӗн тепӗр енче: «Пирӗн патра епле пулсан та часрах килӗр; эпӗ сире Боллӑпа паллаштарас тетӗп. Вӑл кунта, эпир унпа куллен вӗренетпӗр» тесе ҫырнине курчӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ольга Эразмовна та юратнӑ ҫыншӑн куллен пӑшӑрханмасӑр лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнасса ӗмӗтленнӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хӑйсем куллен куракан, кашни хутрах шухӑш-кӑмӑла ҫӗнӗлле ҫӗклентерсе яракан каҫхи тинӗс ҫине пӑхса, вӗсем иккӗшӗ те калаҫма чарӑнчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ремесленниксен ҫамрӑк специалисчӗсем институтра творчество енӗпе пулса пыракан хӗрӳ ӗҫсене куллен сӑнаса пынӑ.Молодые специалисты из ремесленников ежедневно наблюдали за бурной творческой жизнью института.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫул ҫинчи юлташсене куллен пулӑшма лекнӗ ҫын пек, Синицкий тирпейсӗррӗн хӗртен пӗр бутылкине ыйтса илчӗ те тӳрех Саидӑна пӗр бокал кӑпӑкланакан шыв тултарса пачӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫапла, ҫав утрав ҫинче куллен ҫынсене асаплантарнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ман шухӑшпа, 64-мӗш номерлӗ полицейски показанине тӗрӗслӗхе уҫса кӑтартакан показани вырӑнне хурса, вӑл, мӗнпурри те, хӑй куҫӗ умӗнче куллен кун пулса иртекен ӗҫе кӑна тунӑ.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Куллен кун усӑ кӳреҫҫӗ вӗсем.
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
«Общество тарҫисем вӗсем, хӑйсене хӑйсем мухтама юратманскерсем, кӑшт кӑна ӗҫлесе илесшӗн мӗн чухлӗ асап курмаҫҫӗ пулӗ, ывӑннипе халран каяҫҫӗ, ӑҫта пынӑ унта тӗл пулакан хӑрушлӑха хӑюллӑн кӗтсе илсе, кашни куллен хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартаҫҫӗ.
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Арӑм мӗн иккенне вӑл ытла та лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та унӑн еркӗн хӗрарӑм мӗнрен те пулин, хӑш енчен те пулин хӑйӗн арӑмӗнчен, куллен ҫине тӑрсах ачашлакан хӗрарӑмран лайӑхрах пулать, тесе шухӑшлама нимӗнле сӑлтав та пулман.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Аслӑ Артамоновӑн юр, ҫӑмӑр, пылчӑк, шӑрӑх, тусан пек, пурӗпӗр тата куллен пулса пыракан япаласенчен темле расна япаласем курас килнӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сулахай енне куҫма хушнине вӑл хӑйне майлӑ турӗ: рабочисене куҫарчӗ, хӑй вара кантурӗпе тата куллен кирлӗ предприятийӗсемпе кивӗ вырӑнах юлчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ ӗнтӗ: сирӗн, положенине-мӗне пӑхмасӑрах, лашасене таканлаттармалла, уншӑн укҫа тӳлемелле — ку пӗрре (вӑл хӑрах пӳрнине хутлатрӗ), аптекӑшӑн тӳлемелле — иккӗ (вӑл тепӗр пӳрнине хутлатрӗ), канцеляришӗн — виҫҫӗ, куллен усӑ курмалли лашасене валли, кашни лаша пуҫне 500-шер тенкӗ параҫҫӗ, батюшка, самайлатма 50 тенкӗ кирлӗ, унсӑрӑн ӗҫ тухмасть — ку тӑваттӑ.
19 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кун пек те пулмасан вара, — терӗ нимӗнпе те ҫырлахма пӗлмен ватӑ подполковник, — чӑтса пурӑнма та май пулас ҫукчӗ, ялан темӗскер пуласса кӗтсе пурӑн… кашни куллен вӗлереҫҫӗ, — ҫаплах-ха вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть, ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑннӑ ҫӗртен те тасамарлӑхра, пӗр канлӗ кӗтессӗр пурӑнсан вара.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Куллен кун эпӗр ҫак вырӑна килсе хут ҫӗленсем яраттӑмӑр.
4. Хут ҫӗленсем, бейсбол, шинни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
«Ҫапла вӑт, куллен ҫич-сакӑр ҫын» — тет сире хайхи офицер, эсир хӑраса ӳкнине сӑнран пӑхсах тавҫӑрса илсе, хӑй вӑл ҫав хушӑра анаслакаласа сарӑ хутпа пирус чӗркет…
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр арӑмӑн чӑххи куллен пӗрер ҫӑмарта тӑватчӗ, тет.
Арӑмпа чӑхӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗр ҫыннӑн ӗни куллен пӗрер чӳлмек сӗт панӑ.У одного человека была корова; она давала каждый день горшок молока.
Сӑвакан ӗне // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Лашине хӑй куллен хыркӑчласа тасатнӑ.
Лашапа тарҫӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран Дина куллен Жилин патне вӑрттӑн сӗт илсе пыра пуҫланӑ.И с тех пор стала она ему каждый день, крадучи, молока носить.
3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.