Поиск
Шырав ĕçĕ:
Врач тӳпенелле пӑхрӗ, унтан, куҫӗсене алли ҫине куҫарчӗ те, кӑшт тытӑнчӑклӑрах калаҫма пуҫларӗ:Врач посмотрел на небо, перевел взгляд на свои руки и, насупившись, заговорил:
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пальти тӳмисене вӗҫертсе янӑ хӗр ҫаплах ҫул ҫинче тӑрать, тӳпенелле пӑхать.Девчушка в распахнутом пальто по-прежнему стоит на дороге и смотрит в небо.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Мӑрьесенчен сенкер тӳпенелле кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗршӗннӗ сӑрӑ хӑмасемпе хӗресле ҫапса питӗрнӗ чӳречесен тӗттӗм шӑтӑкӗсене, тӗрленӗ хашакасен ванчӑкӗсемпе кивелнӗ пӳрт тӑррине, унта сарӑ анра ҫарӑкӑн имшер тунисем тӳпенелле туртӑннине курсан, унӑн чунӗ тӳсме ҫук хытӑ ыратса кайрӗ…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хутор унчченхинчен нимӗн те улшӑнман: ҫӳллех мар тӑрӑллӑ кирпӗч чиркӳ ылтӑн тӗсӗ пӗте пуҫланӑ хӗресне ҫав-ҫавах кӑвак тӳпенелле кӑнтарса ларать, пупсемпе купцасен кӗрӗс-мерӗс ҫурчӗсем ӗлӗкхи пекех хутор плацне тӑвӑрлатаҫҫӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах ун ятне панӑ ката пурӑнать, юмансемпе караичсен тӗксӗм симӗс тураттисене тӳпенелле кармаштарать.А перелесок, названный его именем, живет, тянет к небу темно-зеленые кроны дубов и караичей.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чуна тӑвӑнтарса, ҫав тери вичкӗннӗн ӳлесе ҫитнӗ снаряд сасси ӑна ҫиҫӗм пек хӑвӑрт татӑлнӑн туйӑнчӗ; ҫав кӗске самант хушшинче вара тӳпенелле питӗ сасартӑк хура пӗлӗт катрамӗ ывтӑнса хӑпарчӗ, урӑм-сурӑм хӑватлӑ вӑй пырса ҫапнипе ҫӗр чӗтренсе илчӗ, лашан малти урисем таҫта тӗпсӗр авӑра анса кайнӑ пек пулчӗҫ…
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Алешкӑн вилсе кайнӑ чух йӗрсе пӑрахнӑ шурӑ шӑллӑ ҫӑварӗнче яланлӑхах хаяр тарӑху хытса ларнӑ, анчах ҫурри хупӑ куҫӗсем сенкер тӳпенелле, ҫеҫенхир ҫийӗн юхса иртекен шурӑ пӗлӗт ҫинелле, лӑпкӑн, темле салхуллӑ шухӑша путнӑ чухнехи пек пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ…
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл аялалла персе анӗ, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи лутра кӳкен тӗмӗсене, ҫыран ҫумнелле именчӗклӗн йӑпшӑннӑ катӑркас йывӑҫҫине хуҫса антарӗ, тӳпенелле мӑкӑрланса вӗҫекен юр тусанӗн кӗмӗл аркине хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе, янӑравлӑн та ҫемҫен ҫыран тӗпне хаплатса ӳкӗ…
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Икке пайланнӑ ушкӑн, ҫӑварне тӳпенелле карса хунӑ авӑр патӗнчен аякран ҫаврӑнса иртсе, хутор еннелле ҫывхарса килчӗ.Раздерганная толпа приближалась к хутору, далеко обогнув черное, глядевшее в небо жерло полыньи.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бунчук чӗнмерӗ, якорь ҫинчи тральщикрен каҫхи шуҫӑмпа кӑварланса хӗмленекен тӳпенелле прожекторӑн пас тытнӑ пек шуррӑн йӑлтӑртатса кармашнӑ ҫути ҫине вӑл пӗтӗм чунӗпе килленсе пӑхса пычӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пурте пуҫӗсене ирӗксӗрех тӳпенелле ҫӗклеҫҫӗ.
Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Кӑйкӑрсене ирӗк тӳпе кирлӗ, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ирӗклӗх кирлӗ вӗсене! — Пугачев аллисене сарать, унтан ҫӳлелле, кӑвак тӳпенелле ҫӗклет.
Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӗсем ҫинче, шурӑ кӑпӑк евӗр хӑпартланса, пӗлӗт шӑвӑнать, ҫӗр ҫинчен пӗлӗтелле, куҫпа виҫейми тӳпенелле, ҫилпеле хумханса, ҫип-ҫинҫе эрешмен карти ҫиппи вӗҫсе ҫӗкленет.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталья тӳпенелле, куҫпа ытамлама ҫук ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗ ҫине, хӑйсем ҫийӗн юхса иртекен пӗлӗтсен тӗксӗм мӗлке евӗрлӗ пӗркенчӗкӗ ҫине пӑхать, нимӗн чӗнмесӗр выртать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Садсенче ҫулҫӑсем хӑвӑрт саралса тӑкӑнчӗҫ, ҫаралса юлнӑ йывӑҫсем сивӗ те пӗлӗтлӗ тӳпенелле салхуллӑн кӑнтса лараҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Манӑн унта нимӗн тума та каймалли ҫук, — тӳпенелле ҫаплах шухӑшлӑн пӑхса ответлерӗ Евсей.— А мне туда ехать нечего, — все так же глядя в небо, ответил Евсей.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫывӑхри вӗтлӗхре икӗ лашан тӗксӗм ҫурӑмӗсем курӑнса кайрӗҫ, йӗп-йӗпе тарланӑ, сывлӑш ҫитменнипе хытӑ аптранӑ Федор Лукич вӗсем патне аран-аран ҫитрӗ те ӑнсӑртран Евсее тӗл пулчӗ, вӑл тӗмӗ айне сарнӑ бурка ҫинче тӳпенелле шухӑшлӑн пӑхса выртать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аллине пуҫ айне хурса тата ҫӗмелтен тухса тӑракан тутлӑ шӑрша туйса, Евсей нумай ҫӑлтӑрсемлӗ хура тӳпенелле шухӑшлӑн пӑхса выртрӗ, унӑн ҫывӑрса каяс килет, анчах ыйӑх килмест.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.