Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичӗ майӗпе-майӗпе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унӑн, Митюкӑн, хулӑн, таврӑнчӑк тути нихӑҫан та ӑшӑ, илӗртӳллӗ кулӑпа чечекленмест, тӑрӑхларах шупка, кӳсе пичӗ саркаланса ҫуталмасть — вӗсене бронзӑранах тунӑ тейӗн.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Марукӑн пӗчӗкрех ҫаврака пичӗ тӗксӗмленчӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Марук пичӗ ҫинче тепӗр кунне те хӗвел шевли вылямарӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Лена та хӑйӗн ҫине Ванюк пӑхкаласа илнине сисет, ҫавӑнпа та унӑн алли-ури ҫыхланать, ҫап-ҫаврака пичӗ пӗҫере-пӗҫере каять.

Помоги переводом

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл хыпаланса килнӗ пулас, ҫап-ҫаврака пичӗ кӗрхи панулми пек хӗрелсе кайнӑ, хӑй йывӑррӑн сывлать.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн сӗт пек таса пичӗ, кӑмака умӗнче хӗрелсе кайнӑ пирки, ытармалла мар асамлӑ чечек пек курӑнать.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена амӑшӗн аллине, хӑйӗн пичӗ патне илсе пырса, ӑна ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ, пӗр авӑк калаҫайми пулса ларчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн шуралса кайнӑ пичӗ ҫинче кӑшт ҫеҫ палӑракан ӑшӑ кулӑ выляса илчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эп Шупашкара каясси ӑҫтан паллӑ сана? — пичӗ хӗрелсе-пӗҫерсе кайнине сисрӗ хӗр.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗр каччӑн сарлака ал тупанӗн ӑшшине нумайччен туйса тӑчӗ, унӑн пичӗ пӗҫерсе килчӗ, чӗри хытӑран та хытӑрах тапрӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ленӑн пичӗ темӗншӗн вут пек пӗҫерсе кайрӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Амӑшӗн пичӗ палламалла мар шуралса-кӑвакарса кайнӑ, куҫӗсем унталла-кунталла тӗлсӗррӗн чупкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн чӗри хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ, пичӗ пӗҫерме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Маюк инке хӗрачин пуҫне ҫӗклерӗ: Маринен ҫаврака пичӗ куҫҫульпе, тӑпрапа вараланнӑ, ҫамки те ун юнӑхса, хӑпарса тухнӑ, йӗпеннӗ ҫӳҫ пайӑрки ҫамки ҫумне ҫыпҫӑннӑ, кӗпи-саппунӗ пӑру чӑмланӑ пек лӳчӗркеннӗ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Пичӗ — алли тӗслех: хӗрлӗ-хӑмӑр.

Помоги переводом

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Марине куҫӗнче куҫҫуль пӑчӑртанса, пӑчӑртанса пычӗ, пичӗ тӑрӑх ярр! юхса анчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Амӑшӗн ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ, салхуллӑ куҫӗ Маринене темшӗн хурлантарчӗҫ, вӑл килӗшсе пуҫне сулчӗ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Ун пичӗ улшӑнсах тӑрать, кӑмака ҫинче пӗччен ларнӑ чухне Марине унран хӑрать, амӑшӗпе чухне асатте чеен кулнӑ пек, юмахсенчи асапа лекнӗ ҫынсене хӑтаракан паттӑр пек туйӑнать.

Помоги переводом

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Истори учителӗнче ӗҫленӗ Хородничанун пичӗ тӑрӑх тунсӑх йӗрӗ чупса иртрӗ.

По лицу преподавателя истории Хородничану пробежало облачко грусти.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней