Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӗренӳ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗренӳ (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ ҫулӗнче ҫакӑн пек ӑмӑртусене шкул ачисем 12-14 таранах хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗренӳ процесӗн тӗллевӗ - кӑмӑл-сипет, шухӑшлав, пултарулӑх, пӗлӳ енчен аталантарасси.

Помоги переводом

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӗренӳ учрежденийӗсен сайтӗнче гражданина палласа илмелли паллӑсем тӗлӗшпе саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене «Хыпарсен» пайӗнче тупнӑ.

Помоги переводом

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Шупашкарти Ленин район прокуратури районти вӗренӳ учрежденийӗсем гражданина палласа илмелли паллӑсем тӗлӗшпе саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫурчӗсене шӑпӑрлана ҫемьене илме ӗмӗтленекенсем килме пултарнӑ.

Помоги переводом

Тӑлӑхсем хӑнасене кӗтсе илнӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11872.html

Хальхи вӑхӑтра министерство пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх район администрацийӗсен, вӗренӳ тытӑмӗн ертӳҫисемпе тӗл пулусем ирттерет.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров.

Помоги переводом

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Вӗренӳ пособийӗнче пичетленнӗ материалсем студентсене, генеалоги ыйтӑвӗпе интересленекен шкул ачисене тата ҫынсене тивӗҫлӗ информаци илме тата хӑйсен йӑх-несӗлне тӗпчеме пулӑшать.

Помоги переводом

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫакна тӗпе хурса пирӗн ентеш, истори наукисен докторӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Лев Архипович Ефимов 2016 ҫул пуҫламӑшӗнче «Генеалоги никӗсӗ» («Основы генеалогии») вӗренӳ пособине пичетлесе кӑларнӑ.

Помоги переводом

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Районти вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитсе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.

Помоги переводом

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӑхӑтра вӗренӳ системинче пурнӑҫланакан ӗҫсем ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парассипе килӗшсе тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӗренӳ тата лаборатори базипе, вӑйлӑ педагогсемпе тивӗҫтерсе, ачасем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр паха пӗлӳ илччӗр, кайран пӗлӗве професси паракан учрежденисенче ӳстерччӗр тесе ялсенче база шкулӗсем туса хунӑ.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

"Ҫакӑ - вӗренӳ системинче иртнӗ ҫулсенче тӑрӑшса ӗҫленин пӗтӗмлетӗвӗ.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫавна май Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов лару-тӑрӑва уҫӑмлатса ҫапла палӑртса хӑварнӑ: - Кун пек ыйту халиччен пулман, пулмасть те.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2016» акци ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӑл ӑслӑлӑх ӗҫӗсем те - монографисемпе вӗренӳ пособийӗсем - ҫырнӑ.

Помоги переводом

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1908 ҫулта училищӗре вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ.

Помоги переводом

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӗренӳ тытӑмӗнче ирттерекен пӗтӗм мероприяти ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳ илме май паракан условисем туса хурассипе ҫыхӑннӑ», - палӑртнӑ министр.

Помоги переводом

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Хальхи вӑхӑтра министерствӑра 2015 ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе, вӗренӳ управленийӗн ертӳҫисемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисем мӗнле аталаннине тишкереҫҫӗ, кашни уйрӑм муниципалитетра шкул вӗрентӗвӗн тытӑмӗн аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ.

Помоги переводом

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх - 2015 ҫул вӗҫленнӗ тӗле республикӑра тӑлӑх 351 ачана тупса палӑртнӑ.

Помоги переводом

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней