Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лешӗ сăмах пирĕн базăра пур.
лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павка хуҫа арӑмӗ патне кайрӗ те, киле каятӑп, тесе пӗлтерчӗ, анчах лешӗ ямарӗ.

Пошел Павка к хозяйке и заявил, что уходит домой, но та не отпускала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешӗ самоварсем вӗреме кӗнине, ытти ӗҫсем те пурте хатӗр иккенне пӑхса илчӗ те, аллисене кӗсъине чиксе; шӑл витер чӑртлаттарса сурчӗ, унтан хӑйне пысӑка хурса, Павка ҫине шурӑ куҫӗсемпе йӗрӗнчӗклӗн пӑхса, нимӗн хирӗҫ тавӑрса калама ҫук мӑнкӑмӑллӑ сасӑпа: — Эй, эсӗ, шӗлепке! Ыран сменӑна ултӑ сехетре кил, — терӗ.

Удостоверившись, что все в порядке и самовары кипят, мальчишка, засунув руки в карманы, цыкнув сквозь сжатые зубы слюной и с видом презрительного превосходства взглянув на Павку слегка белесоватыми глазами, сказал тоном, не допускающим возражения: — Эй ты, шляпа! Завтра приходи в шесть часов на смену.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— А, ҫӗнӗскер, — калаҫса илчӗ лешӗ, — ну, вот мӗн, унӑн йывӑр алли Павка хулпуҫҫийӗ ҫине ӳксе, ӑна самовар патне тӗртсе ячӗ, — самоварсем санӑн яланах хатӗр пулмалла, вӗсем, пӑх-ха, пӗри сӳннӗ, тепри аран сывлать.

— А, новенький, — проговорил он, — ну, так вот, — тяжелая рука его опустилась на плечо Павки и толкнула к самоварам, — они у тебя всегда должны быть готовы, а они, видишь: один затух, а другой еле дышит.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешӗ ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ, Павкӑн пултарулӑхне хак панӑ пек, ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса тухрӗ, унтан пушаннӑ кӗпи ҫаннине чавсинчен ҫӳлерех тавӑрса ҫирӗплетрӗ те тӗлӗнмелле ырӑ та кӑмӑллӑ сасӑпа каларӗ:

Та, вытирая пот со лба, глядела на него сверху вниз, как бы оценивая его достоинства, и, подвертывая сползавший с локтя рукав, сказала удивительно приятным, грудным голосом:

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Света пӗр-ик утӑм турӗ те пӗчӗкскере тытас тесе аллисене тӑсрӗ ҫеҫ лешӗ тата темиҫе утӑма куҫса тӑма та ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Юля сыпма ӗлкӗрнине те асӑрхарӗ Света, хаваслӑ тытать лешӗ хӑйне.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ҫитрӗ те лешӗ хӑрах урипе лачакаланса тӑракан вырӑна кӗрсе кайнине асӑрхарӗ…»

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Каччӑ хӗре пирус сӗнсе пӑхрӗ, лешӗ вара пуҫӗ ҫаврӑннине туйрӗ те кирлӗ мар тесе пуҫӗпе сӗлтрӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Лешӗ чӑл-пар кӑна ванса кайрӗ.

Так Медведь на куски и развалился.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Лешӗ хӑйӗн хаяр асамлӑхӗпе усӑ курса ҫӗр айӗнчи Упана чӗнсе илнӗ.

Вызвала его из-под земли колдовскими чарами.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Лешӗ пыр тӗпӗпе кранклатса, ҫуначӗсемпе хӑлаҫланса ҫывхарсан хуйха ӳкнӗ юрӑҫпа Кӗвӗр хӑраса тарчӗҫ.

Каркнул тот громко и страшно, напугал их, убежали друзья в ужасе и горе.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Лешӗ вӗсене алӑк урати урлӑ та каҫармарӗ.

Но та их даже за порог не пустила.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Лешӗ юррине юрлама мӗншӗн пӑрахнине пӗлесшӗн.

Расспрашивая, почему та не поёт.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

— Ку сан ӗҫ мар, — тет сиввӗн лешӗ.

— Это не твоя забота.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Анчах лешӗ ӑна палламасть те.

И вдруг видит, что не узнает он её.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Анчах лешӗ, хӑйне ҫапнине пӑхмасӑрах, урса кайса малалла ывтӑнчӗ, ача сасартӑк хӑраса ӳкрӗ те, сирпӗнсе кайнӑ картусне аран-аран ярса тытса, табакпа шӑрпӑкне унтах пӑрахса хӑварса, ҫухӑра-ҫухӑра тара пачӗ.

Но тот, не обращая внимания на удары, с таким бешенством бросался вперёд, что парень вдруг струсил и, кое-как подхватив фуражку, оставив на бугре табак и спички, с воем кинулся прочь.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Лешӗ ӑна часах палласа илчӗ те кулса ячӗ.

Он узнал её сразу и засмеялся.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Анчах лешӗ кӑшт кӑна ун еннелле куҫӗсемпе пӑхса илсе йӑл кулса ҫех илчӗ.

Но тот только повёл глазами и чуть-чуть улыбнулся.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Тата лешӗ, мӗнлеччӗ-ха унӑн?

И этот… как его?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пӗри вӗсенчен лешӗ, ҫӳлӗскер, ҫырӑскер, френч тӑхӑннӑскер, унпа юнашар, унӑн аллинчен тытса, Натка паллакан Алька пырать.

Это был тот высокий, белокурый, во френче, а рядом с ним, держась за руку, шагал маленький Алька.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней