Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ав сăмах пирĕн базăра пур.
Ав (тĕпĕ: ав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр офицерсем: «Мӗн илсе каятӑр? Ну-ккӑ, кӑтартӑр!» — тесе тапӑнсан, каланӑ ҫеҫ ав ҫав ятлӑ генерал япалисем тесе — ҫаврӑннӑ та утнӑ вара лешсем.

Кое-какие из офицерьев налетывали: «Чего везете? А ну, показывай!» Как скажу, что это — личное имущество генерала такого-то, так и отъедут ни с чем.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мулкачсене тарнӑ ҫӗртех винтовкӑпа персе тытать, ҫапӑҫура шухӑ, разведчикӗ те лайӑх, ӑсӗпе ав — чисти пӗчӗк ача».

Зайцев на бегу из винтовки бьет, и в бою лихой, и разведчик хороший, а умом — малое дите».

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпир тулӑ ҫитӗнтерсе тулӑ апачӗ ҫисе пурӑнатпӑр-ҫке-ха, унта ав, непуҫ, пирӗн Раҫҫейри пек, ыраш ҫӑкӑрӗпе анчах хырӑма саплакалаҫҫӗ пулас…

Мы же пашаницу сеем и едим, а там, небось, как и в России, на одном жите сидят.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Выртатӑп, хӗвелҫаврӑнӑш пуҫне пӑрса хуҫрӑм та шӑппӑн шӗкӗлчесе чӑмлатӑп, хама, ав, хӑрушӑ.

Лежу, шляпку подсолнуха открутил, семечки ем, а самому страшно.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ав, мӗнле ҫын сирӗн аҫӑр…

Вот какой у вас отец…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксиньи, ав, йӑлтах каланӑ ӑна…

Аксинья ей и рассказала про все…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Санпа тан ӗлкӗрейместӗп эпӗ, манӑн ав утайми те пулса ҫитрӗ.

— Я за тобой не угонюсь, мой уже пристает.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кур, йӑлтах, ав, юхса тухрӗҫ.

Ты глянь, как кони перепали.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хам хӑранӑччӗ ав.

А я уж испужалась…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наташа вилет, вӑл, ав, пӗр сехет пуҫтарӑнать!

Наташка помирает, а он битый час собирается!

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аннӗр ярункара сӗтӗрӗнсе ҫӳрет те, сире, ав, астӑвакан та ҫук…»

Мать у вас — поблуда, а за вами и догляду нет…»

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сана та, ачасене те ав мӗнле юратать пулать те, ҫавӑн пек шухӑш тыттӑр-и вӑл?

Так он любит и тебя и детишков, да чтобы помыслил такое?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӗнкӗлтетсе ҫитетчӗ те киле илӗм-тилӗмле, эпӗ вӗри куҫҫульпе ӳлесе макӑраттӑм, ӳпкелешеттӗм ӑна, ну, вӑл, ав, тӳрех чышкисене ӗҫе яратчӗ.

Прийдет, бывало, на заре, закричу горькими слезьми, попрекну его, ну он и даст кулакам волю…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мана, ав, хамӑн уксах пуҫиле ҫамрӑк чух ним ахальшӗнех, ун умӗнче ним айӑпа кӗмен ҫӗртенех, вӗлерес пек хӗнетчӗ.

А меня идол мой хромоногий смолоду до смерти убивал, да ни за что ни про что; вины моей перед ним нисколько не было.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӑх-халӗ, ав мӗн шухӑш тытнӑ: «Каятӑп килтен!»

Ишь выдумала: «Уйду из дому!»

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Санӑн хӑть ачусем пур, манӑн ав, — Аксиньйӑн сасси чӗтренсе илчӗ, янӑравсӑррӑн та хулӑннӑн илтӗнме пуҫларӗ, — пӗтӗм ҫут тӗнчипе те вӑл пӗртен пӗрре!

У тебя хоть дети есть, а он у меня, — голос Аксиньи дрогнул и стал глуше и ниже, — один на всем белом свете!

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Добровольчески ҫарта та, ав, хӑш-пӗр полксене ҫавсемпех комплектлаҫҫӗ.

Даже в Добровольческой армии некоторые полки укомплектовываются пленными.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗҫпӑшалӗ ҫук унӑн, тыткӑна лекнӗ, ҫийӗнчи ҫи-пуҫне те хывса илнӗ ав, эсир пур, наганпа тата ӑна…

Человек безоружный, взятый в неволю, вон на нем и одежи-то не оставили, а вы намахиваетесь…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйӗн, ав, тӑван ҫӗршыва сутнине йышӑнма гражданла хӑюлӑх та пулин ҫитмест…

А у самого попросту не хватает гражданского мужества сознаться в том, что предал родину…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каҫсерен сивӗ, эпир ав, хӑвӑрах куратӑр, ҫатта-ҫарамас.

По ночам холодно, а мы прямо-таки нагие, сами видите.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней