Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи чикӗсене 1930 ҫултах тунӑ, вунултӑ ҫул хушши урамсен ӗлӗкхи ячӗсене пурне те манса кайнӑ.

Теперешние границы были установлены еще в 1930 году, и за шестнадцать лет старые прозвища кварталов всеми были забыты.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ферапонт Узловой ятлӑ казак Гришатка валли мишеньсем ӑсталать те ӑна икӗ кун хушши иртен пуҫласа каҫчен пертерет.

Казак Ферапонт Узловой соорудил для Гришатки мишени и два дня с утра до самого вечера заставлял мальчика пулять в цель.

Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хресченсене ялта икӗ кун хушши ҫаптарнӑ.

Два дня на селе пороли крестьян.

Тоцкра // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вунтӑватӑ ҫул хушши ҫырнӑ ӑна М. А. Шолохов, вунтӑватӑ ҫул хӑйӗн геройӗсемпе пӗрле пурӑнса, вӗсен шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсене, кӗрешӗвӗпе асапӗсене, юратӑвӗпе курайманлӑхне, савӑнӑҫӗпе хурлӑхӗсене палӑртса пынӑ, ҫавна пула чӑн-чӑн эпикӑлла сӑнарсем, нихҫан асран каймалла мар характерсем тума пултарнӑ.

Четырнадцать лет его писал М. А. Шолохов, прожив четырнадцать лет вместе со своими героями, отмечал их мысли и мечты, борьбу и страдания, любовь и ненависть, радость и печаль, благодаря чему сумел создать настоящие эпические образы, незабываемые характеры.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Чаплӑ ҫын умӗнче каҫарма ҫук хӑрушла хӑтланса илнӗшӗн госпиталь администрацийӗ Григорие виҫӗ кун хушши апат памалла мар турӗ.

За его чудовищную, непростительную выходку в присутствии высокой особы администрация госпиталя лишила его питания на трое суток.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫне минтер айне туса выртрӗ те ик-виҫ минут хушши хулпуҫҫийӗсене сиклентерсе выртрӗ; макӑрса выртрӗ-и вӑл, е кулса выртрӗ — ӑнланма пулмарӗ, — анчах та тӑрасса типӗ те ҫап-ҫутӑ ҫуталса кайнӑ куҫсемпе тӑчӗ.

Зарывшись головой в подушку, вздрагивая плечами, лежал несколько минут; нельзя было понять — плакал он или смеялся, но встал с сухими, проясневшими глазами.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крыльца умӗнче пирус тивертсе ячӗ, пӗр самант хушши шухӑшлакаласа тӑчӗ, унтан, хулпуҫҫийӗсене силлентерсе илчӗ те, крыльца ҫине хӑюллӑн хӑпарчӗ.

У крыльца он закурил, на минуту стал, раздумывая, и, тряхнув плечами, решительно ступил на крыльцо.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ултӑ ҫухрӑм хушши ҫав тери хытӑ чупнипе лашасем шӑлтах халтан кайрӗҫ, хӑшӗсем утланнӑ ҫыннисем айнех кайса ӳкеҫҫӗ, чи тӳсӗмлисем, юлашки вӑйӗсене пухса, тайкаланса пыраҫҫӗ.

Шесть верст немыслимо трудной скачки вырвали из лошадей силы, некоторые под всадниками падали, самые выносливые качались, добирая из последних сил.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Канӑҫлӑн киленсе, пӗр талӑк хушши вырӑнтан тӑмасӑр выртрӗ.

Сутки лежал, наслаждаясь покоем.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав тери аван иккен, икӗ эрне хушши атӑ ӑшӗнче тарласа пиҫӗхнӗ урасене салтса пӑрахса, пӗтӗм кӗлеткепе тӑсӑлса выртса канса пымашкӑн.

Так хорошо вытянуться во весь рост и лежать разутым, дав волю ногам, две недели парившимся в сапогах.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӳпӗнтерсе хунӑ заряд ещӗкӗ патне шуса ҫитсен, вӑл ури ҫине ҫӗкленчӗ, самант хушши пӗр вырӑнтах сулкаланса тӑчӗ, унтан малалла утса кайрӗ.

Возле опрокинутого зарядного ящика встал, долго стоял, качаясь, потом пошел.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫыруне вулаканни, кашни сӑмахрах такӑнкаласа, Петро Григорийӑн чаплӑ ӗҫӗ ҫинчен, вӑл епле аманнӑ подполковника ултӑ ҫухрӑм хушши сӗтӗрсе тухни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ вырӑна ҫитсенех, старик аллине ҫӳлелле ҫӗклет.

Он поднимал торчмя копытистую ладонь, когда читающий, спотыкаясь, по складам, доходил до того места, где Петро описывал подвиг Григория, на себе протащившего шесть верст раненого подполковника.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ та ултӑ ҫухрӑм хушши сӗтӗрсе тухнӑ.

Григорий взял его и тянул волоком на себе шесть верст.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр эрне хушши Наталья чуна илекен манӑҫлӑха путса пурӑнчӗ.

Неделю провела Наталья в дурном забытьи.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем пӗр самант хушши ишӗлсе пӗтнӗ ял урамӗ тӑрӑх калаҫмасӑр пычӗҫ.

Они шли по улице разрушенной деревни некоторое время молча.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр самант хушши вӗсем калаҫмасӑр пычӗҫ.

Некоторое время они ехали молча.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр вунпилӗк минутранах вӗсем, ҫывӑрнипе тӑртанса кайнӑскерсем, шӑпӑрт сӑмахсӑр, киленсе ҫиме тытӑнчӗҫ, ҫапӑҫура икӗ кун хушши ҫимесӗр ирттернӗскерсен апат лайӑх анать.

И через четверть часа опухшие со сна офицеры ели жадно, без разговоров, наверстывали за два потерянных в боях дня.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сиккипе килнипе хашкама ернӗ утсене кантарас тесе, взвод пилӗк минут хушши утӑмпа пычӗ.

Взвод пять минут ехал шагом, давая передышку хрипевшим от скачки лошадям.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лере, авӑ, ман лазарета куҫарса килнӗ вырӑнта, икӗ кун хушши калама ҫук хӑрушӑ юнлӑ вӑрҫӑ пычӗ, темӗн чухлӗ аманнӑ салтаксем выртса юлчӗҫ, вӗсене пирӗн питӗ васкавлӑн пулӑшу памаллаччӗ.

В то время как на том участке, откуда мой лазарет перебросили, два дня шли кровопролитнейшие бои, осталась масса раненых, которым срочно нужна была наша помощь.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ара, сотник, шухӑшласа пӑхӑр, ҫакӑнта ӗҫсӗр сулланса ҫӳреме икҫӗр ҫухрӑм хушши выльӑх вагонӗсенче кисренсе килтӗмӗр пулать.

— Ведь вы подумайте, сотник: протряслись двести верст в скотских вагонах, для того чтобы слоняться тут без дела.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней