Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳрт сăмах пирĕн базăра пур.
пӳрт (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такам пит васкавлӑн улӑхатчӗ пулас, пӳрт те чӗтренсе тӑчӗ.

Кто-то взбегал по ней так быстро, что дрожал весь этот деревянный дом.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл Яков Лукича ыталаса илчӗ, типӗ тутипе унӑн хытӑ, хырӑнман пит ҫӑмартине тӗртӗнчӗ, унтан уйрӑлчӗ те нумайранпа шуратман пӳрт ҫумне пырса ҫыпҫӑнчӗ, куҫран ҫухалчӗ.

Он обнял Якова Лукича, коснулся его жесткой, небритой щеки сухими губами и, отдалившись, как бы прирос к давно не мазанной стенке дома, исчез…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аса илетӗп: тӑват-пилӗкре чухне эп пӳрт умне тухаттӑм та сулхӑн ҫанталӑкпа киленсе лараттӑм.

Припоминаю, когда мне было лет пять или меньше, я как-то сидел перед домом, наслаждаясь прохладой.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней