Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Костя кимӗ сӑмси ҫинчи пӑявран ярса тытать, кимме юхтарса каясран тытса тӑрать.

Костя хватает веревку на носу, придерживает, чтобы лодку не унесло.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя аллисене ларкӑчран вӗҫертет те кӗсмене ярса тытать:

Костя отрывает руки от банки и хватает весло:

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Уншӑн пулсан пиҫиххийӗ пысӑкрах, ҫавӑнпа та пробка тултарнӑ пӗчӗк минтерсем унӑн хулӗсем айне пырса тӗкӗнеҫҫӗ, ҫапла вара Костьӑн аллисене сарса ярса ҫӳрес пулать.

Пояс для него велик, пробковые бруски упираются Косте под мышки, и ему приходится держать руки растопыренными.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чӑлантан вӗсем икӗ хӗрлӗ хунар илсе кӗреҫҫӗ, иккӗшне те краҫҫын ярса ҫутаҫҫӗ.

Из чулана они приносят два красных фонаря, заправляют и зажигают их.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя алшӑлли ярса тытать.

Костя хватает полотенце.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫемҫе хӑва купи ҫинче Егорка тайкаланса ларса пырать, икӗ аллипе те хӑй тимӗр шапана ярса тытнӑ, питӗнчен пӑхсан, вӑл ҫав тери телейлӗ пулни палӑрать.

Покачиваясь на мягкой тальниковой горе, сидит Егорка, держит обеими руками черепаху, и лицо его выражает полнейшее счастье.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Егорка, кантрана икӗ аллипе ярса тытса, каллех савӑнӑҫлӑн кулса ярать.

Егорка хватает бечевку обеими руками и опять расплывается в улыбке.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл Егоркӑна ярса тытать те халӗ те хӑва купи ҫинче тӑракан шофера ывӑтса парать.

Он подхватывает Егорку и перебрасывает шоферу, который все еще стоит наверху тальниковой горы.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тимӗр шапи тарма хӑтланать, анчах Костя ӑна хуппинчен ярса тытать; тимӗр шапа, пуҫне тата урисене пытарса, шӑпланса выртать.

Черепаха пытается убежать, но Костя хватает ее за панцирь; черепаха прячет голову, ноги и замирает.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лешӗ тапаҫланать, аллисемпе кӗсменсенчен, ларкӑчран ярса тытать, анчах Тимахви ҫиллессӗн унӑн пӳрнисене вӗҫертет те хӑйне ҫыраналла сӗтӗрсе тухать.

Тот упирается, цепляется руками за весла, скамейку, но Тимофей молча и сердито отдирает его пальцы и тащит на берег.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тимахви Костьӑна темӗн тӗрлӗ ҫамрӑк йывӑҫсем кӑтартать, мӗнле сорт иккенне, вӑррисене ӑҫтан ярса панине тата вӗсене вӑл, Тимахви, хӑй епле пӑхса ӳстерни ҫинчен каласа парать.

Тимофей показывает Косте множество саженцев, называет их сорта, откуда присланы семена и рассказывает, как он, Тимофей, их выхаживает и воспитывает.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗри мана Кировоградран вӑрӑ ярса пачӗ, халӗ йывӑҫӗ ак ҫакӑн пек ӗнтӗ…

Мне один из Кировограда прислал семена, так дерево уже вот такое…

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ну, эпир пӗр-пӗрне вӑрӑсем ярса паратпӑр, хамӑрӑн ӗҫ опычӗ ҫинчен ҫырса пӗлтеретпӗр…

Ну, мы обмениваемся семенами, опытом…

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нюра час-часах пӗшкӗнсе тӗссӗртерех кӑвакарчӑн куҫне, хӗрхӗм-кӑвак шӑши пӑрҫине тата лӑкамасӑр ҫатма ҫине ярса пӗҫернӗ ҫӑмарта куҫӗ евӗрлӗ шурӑ чечексене тата-тата илет.

Нюра то и дело нагибается, рвет скромные блеклые незабудки, фиолетово-синий мышиный горошек и похожий на яичницу-глазунью бело-желтый поповник.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пирӗн матрос ҫав ҫын патне ҫурӑм енчен ишсе пычӗ, пӗр аллипе унӑн ҫӳҫӗсенчен ярса тытрӗ — юрать-ха, лешин кӑтра ҫӳҫӗ вӑрӑм, — тепӗр аллипе лешин аллисене вӗҫертме пуҫларӗ.

Подплыл наш матрос к тому человеку со спины, вцепился рукой ему в волосы благо кудри густые да длинные, — а другой давай пальцы его разжимать.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Шлюпкӑпа ишсе пыраймӑн, кантра вӗҫӗ те ывӑтса пама ҫук — леш ярса тытаймӗ ӑна, мина мӑйракинчен ҫаклансан вара — вӑл та тусан ҫеҫ пулса тӑрӗ, шлюпкӑран та нимӗн те юлмӗ.

На шлюпке не подойдешь и конец не кинешь — он может не ухватить, а ну как дернешь по этой рогульке — и его в пыль и от шлюпки ничего не останется.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Аллисемпе вӑл ярса тытнӑ пулас та, аллисем шӑнса хытсах ларнӑ, этем шӑнса-и унта, хӑранипе-и, сассине те, вӑйне те ҫухатнӑ.

Видно, руки у него как вцепились, так и закоченели, и голос и силы человек от холода или, там, от страха потерял.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чӑнах та: мина ҫинче этем ҫакӑнса тӑрать, мӑйракисенчен ярса тытнӑ хӑй.

В самом деле: висит человек на мине, за рогульки держится.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя сиксе ӳксе ӑна сухисенчен ярса тытать, ҫапкаланакан ҫӑрттанпа пӗрле ҫыран ҫине йӑванса каять.

Костя рывком хватает ее под жабры и падает вместе с бьющейся щукой на берег.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тарласа кайса, хӑранипе тата савӑннипе чӗтресе ӳкнӗ Костя, ҫиппине кӑштах лӑш ярса, ҫыран хӗррипе утать — ӑсса илмелли сӑскӑ ҫук унӑн, пулла ниепле те туртса кӑларма ҫук, ҫыранӗ чӑнкӑ — пулли вӗҫерӗнсе кайма пултарать.

Обливаясь потом, холодея от страха и восторга, Костя слегка попускает и идет вдоль берега — сачка у него нет, рыбу взять нечем, а тащить на крутой берег нельзя — сорвется.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней