Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл юлашки чӗппине илет те тинӗс урлӑ вӗҫсе каять.
Ҫӑханпа чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вара вӑл тепӗр чӗппине илет те ҫавӑн пекех тинӗс урлӑ вӗҫсе каять.Потом старый ворон взял другого вороненка и также понес его через море.
Ҫӑханпа чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тилӗ вара ашне ярса илет те калать: — Ҫӑхан тус, санӑн тата ӑсу пулсан, эсӗ чӑнах та патша пулнӑ пулӑттӑн! — тет.Лисица подхватила и говорит: — Ах, ворон, коли бы еще у тебя и ум был, быть бы тебе царем.
Ҫӑханпа тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Шӑши хӑйне ырӑлӑх тӑвӑп тенинчен арӑслан кулса илет те ӑна ярать.Лев засмеялся, что мышь обещает ему добро сделать, и пустил её.
Арӑсланпа шӑши // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Акӑ, вӑрмана пырса кӗрет те мӑйракисемпе турата ҫакланать; хай арӑслан кӑна ярса та илет.А как пришел в лес, запутался рогами за сучья, и лев схватил его.
Пӑлан // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Качака таки итлеменнине курсан, карчӑк патак илет те хӗнесе хӑваласах ярать.Старуха видит, что козел не пронимается, взяла палку и прибила его.
Ӗнепе качака таки // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл пурттине илет те йывӑҫа каса пуҫлать.
Пуртӑпа пӑчӑкӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Чашкине хӑй патнерех лартасшӑн пулса, вӑл ӑна туртса илет те ӳкерсе ҫӗмӗрсех пӑрахать.
Аслашшӗпе ача // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах вӑл тин аса илет: кирлӗ хатӗрсене хӑйпе пӗрле илсе килмен иккен.Но здесь он обнаружил, что не захватил с собой необходимых приспособлений.
LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Бенито хӑй лашине шпорӑпа тӗртсе илет.
LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эль-Койот лашана йӗвенӗнчен ярса илет, ыттисем виҫҫӗшӗ юланут ҫине тапӑнаҫҫӗ.Эль-Койот схватывает лошадь под уздцы, а трое остальных бросаются на всадника.
ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Фелим ӑна, хӳшӗри урӑх япаласене курнӑ пек мар, час-часах курса илет, мӗншӗн тесен вӑл кирек ӑҫталла пӑхсан та, унӑн куҫӗсем пӗрмаях хӑва корзинка ӑшӗнчи астаракан савӑт ҫинелле ҫавӑрӑнса пӑхаҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кусем хыҫӗнчен тӳре Бауакаспа уксаха чӗнсе илет.
Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑйне икӗ хур илет те: — Акӑ эпир те хурсемпе виҫҫӗн пултӑмӑр, пурне те пӗр пек тиврӗ, — тет.А себе взял двух гусей: «Вот, говорит, и нас трое с гусями,— все поровну».
Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫук ҫын пӗр хурне илет те, улпутпа арӑмне парса калать: «Ак эсир хурпала виҫҫӗн пултӑр, — тет; тепӗр хурне ывӑлӗсене парать: — Акӑ эсир те хурпала виҫҫӗн, — тет; тата тепӗрне хӗрӗсене парать: — Акӑ эсир те ӗнтӗ виҫҫӗн пултӑр», — тет.
Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Улпут хурсене илет те калать: «Тавтапуҫ сана ку хурсемшӗн!
Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӗрӗсене ҫунат парать: «Эсир килтен час вӗҫсе каймалла, акӑ сире пӗрер ҫунат. Юлашкине хамах илӗп», — тет те хӑйне пӗтӗм хур илет.
Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хайхискер ҫӗҫӗ илет те, хур пуҫне касса илсе, улпута тыттарать: «Эсӗ кил пуҫӗ, ак сана пуҫ», — тет; унтан, ӑйхине касса илсе, улпут арӑмне парать: «Санӑн, килте ларса, кил тирпейне кӳрсе пурӑнмалла, акӑ сана ӑйхи, — тет; урисене касса, ывӑлӗсене парать: — Акӑ сире урисем, аҫӑр ҫулӗпе ҫӳремелле пултӑр», — тет.
Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унтан вӑл хӗрне алла илет, ывӑлне ҫавӑтать те тухса утать.
Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫапла магнита кирек мӗнле кассан та, пӗр вӗҫӗ унан туртса илет, тепӗр вӗҫӗ тапса ярать.И как его ни разломи, все с одного конца он будет выпирать, а с другого втягивать.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.