Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шанчӑклӑрах пултӑр тесе унӑн, паллах, хӑйӗн юлташне чӗнмеллеччӗ, анчах хыҫалти касса ҫӳреме вӑхӑт пулмарӗ, — часрах ҫитмелле, ашшӗпе йӑмӑкне ҫав куштан ҫын аллинчен часрах хӑтармалла.

Помоги переводом

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак вӑхӑт хушшинче дружинниксем темиҫе хутчен ҫапӑҫӑва кӗрсе тухнӑ, Северьян вара тутарсем патӗнче тыткӑнра та пулса курнӑ.

Помоги переводом

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑт ҫук! — ҫиллессӗн татса каларӗ Урасмет.

Помоги переводом

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак ватӑлӑх ӑшши текен хӑтлӑ вӑхӑт нумая пымасть, анчах унӑн, кая юлса килекен юратӑвӑнни евӗр, хӑйӗн илемӗ, хӑйӗн евӗклӗхӗ, ӗрехетлӗхӗ пур.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев пӗр вӑхӑт чӗлхесӗр ҫын пек пулса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылай вӑхӑт иртсен Ева хӑех Эльгеев патне тепӗр хут пычӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫырма та вӑхӑт тупма ҫук, тет.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрремӗш семестрта Эльгеевӑн пушӑ вӑхӑт чылай пулчӗ — лекцисене вӑл сайра хутра ҫеҫ ҫӳрерӗ (вӗсене вӑл 1918-мӗш ҫулта пӗрре итленӗ, зачет та тытнӑ).

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Шухӑшласа пӑх вӑхӑт пур чух.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, хулари Хӗрле Ҫар клубӗнче каллех чӑвашла спектакльсем лартма тытӑнчӗҫ: «Судра» — Павловӑн, «Эпир-и, вӗсем-и» — Карпинскин, «Пӗрре каҫхине» Лесненкӑн тата ытти пӗр-икӗ актлӑ пьесӑсем.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чаршав ерипен хупӑннӑ хыҫҫӑн залра ларакансем пӗр вӑхӑт вырӑнтан хускалмасӑр ларчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл пирӗн шкулта ӗҫленӗччӗ пӗр вӑхӑт

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыран, тен, вӑхӑт пулмӗ: спектакль часах пӗтмӗ, — ыйтрӗ Савандеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен чӑваш шкулӗнче пӗрле вӗреннӗ, ӗҫлессе те вӑл Максимов хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт 5-мӗш Армин политуйрӑмӗнче ӗҫленӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эртельпе ҫӳренӗ чух вӑхӑт иртнине сисместӗн.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑхӑт ҫур ҫӗре ҫитнӗ, Павлуш ҫаплах лӑпланмасть!

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Экзамена хатӗрленмешкӗн вӑхӑт нумай мар Павлушӑн — ултӑ кун кӑна.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑхӑт тупӑнсан, кӗрсе тух ман пата, Саша: Некрасов урамӗ, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫурт, саккӑрмӗш хваттер, — тӳрӗ кӑмӑлпа чӗнчӗ Эльгеев Паймука хӑй патне.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑхӑт сисӗнмерӗ те, ҫур ҫӗр иртрӗ ирхине каллех пӑртак сыпрӑмӑр, — суйрӗ Павлуш, мӗн каланине хӑй те тавҫӑраймасӑр.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун чухне вара стеарин тумламӗсене Павлуш фитиль ҫумне купалать, ҫурта вара пӗр вӑхӑт ялкӑшса ҫунать.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней