Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку енӗпе пултаруллӑ, хӑйсен ӗҫне чун-чӗрепе парӑннӑ, ыттисене илеме юратма вӗрентекен ҫынсен тӳпи пысӑк.
Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/25/glava-chu ... aet-c-dnem
Тӑхлан мишень пуҫ миминчен пӗр шухӑша кӑларса печӗ, анчах ыттисем хӑйсен вырӑнӗнче ҫав-ҫавах ҫирӗппӗн ҫаврӑнаҫҫӗ-ха.Свинец вышиб одну мысль из мозга мишени, но остальные крепко вертелись на своем месте.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Комендантӑн моряк карттусӗ, хурарах хӗрлӗ пиншакӗ, шурӑ шӑлаварӗ, кӑвак галстукӗпе йӳнӗ туйи электричество хунарӗн йӑлкӑш ҫутинче хӑйсен пӗтӗм мӗскӗнлӗхӗпе тухса тӑчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Хӑйсен кулленхи чӗрӗк литр шывне вӗсем каҫхине ҫеҫ, хӗвел ансан, ӗҫеҫҫӗ, ҫапла вара кунӗпе нушаланса, — ҫак вӑхӑтра вӗсем хӑйсен тертне шыва кӗрсе ҫӑмӑллатаҫҫӗ, — шывсӑр касӑхнине ҫӗрле ҫурри чухлӗ те пулин ирттерсе яраҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Ҫавнашкал калаҫӑва итлемешкӗн хӑтланса пӑхӑр-ха — сире тӳрех тунсӑх пусать, эсир кӗҫех ӑмсанма пикенетӗр, хӑвӑра мӗскӗнле туятӑр: эсир икӗ чун хӑйсен шӑрши-техӗмне пӗр-пӗрин патне ҫитерме ӑнтӑлнине куратӑр.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Пурнӑҫ ҫине логика ӑсӗпе, мӗскӗн ӑспа пӑхакансем пур; вӗсем тӗнчен мӑнаҫлӑ капламӗ ҫийӗн хӑйсен кӗске кӑна шупка сӑрӑ ялавне ҫӗклесе тӑраҫҫӗ; тӗнче вара татӑлми-уҫӑлми вӑрттӑнлӑхсемпе тулса ларнӑ, ҫӳлерех асӑннӑ ӑслисем утакансем тата тӗлӗнсе ӳкнӗскерсем пурте хӑйсен, ӑслисен, ялавӗ патне пырасса кӗтеҫҫӗ, чӑн та, шанчӑкӗ вӗсен йӑваш, кулӑшла; шӑпах ҫак ӑссене хирӗҫлесе, пирӗн шухӑшпа, урӑх чунсем те тӗл пулаҫҫӗ, — вӗсем халиччен тӗпчеменнин чӑшӑлтатӑвӗ, ытарлӑ йӑшӑлтатӑвӗ ҫине ыттисене те ҫаврӑнса пӑхтармашкӑн тӗллев лартнӑ темелле-тӗр.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Виҫӗ капитан хӑйсен сивлек кулянӑвне путрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Анчах — эпир калама пуҫланӑччӗ ӗнтӗ — авал кулленех усӑ курнӑ япалана аса илтерекен этемсем пур, ҫав ҫынсем хӑйсен чун-чӗре тӗшшипе — хӑйсен таврашӗнчи пурнӑҫ манерӗсемшӗн ют, — ҫӳлерех асӑннӑ табак пуракки «Лиссабон» хӑна ҫуртӗнчи мародершӑн ют пулнӑ пекех.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Нумай пулмасть ҫеҫ темӗнле йӑлӑнса тархасласан та чарӑнми, кӗрет вилӗм килессе кӗтнӗскерсем халӗ ӑна манӑҫа кӑларчӗҫ; хӑйсен хӑрушлӑхӗ — кулленхи пурнӑҫ кӑшӑлӗнче, кирлех-ши ун пирки калаҫма?
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Теприсем, хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне этемрен ҫӳлерех тӑракан чӗр чунпа пайлас тенӗн, — унталла-кунталла ҫаврӑнкалаҫҫӗ.Иные оборачивались, как бы ища разделить впечатление с существом выше человека.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Мард чӗмсӗрлӗхе хӑнӑхман, вӑрттӑн япаласене чӑтма пултараймасть, анчах хальхинче яланхилле хӗрсе каймарӗ: шӑплӑх, сӗмлӗх, тунсӑхпа тата пысӑк ҫӑлтӑрсемпе тулнӑ тавралӑх, — ҫаксем пурте капитана шӑртланасран хӑйсен тӗлӗнмелле вӑйӗпе — тавлашусӑр пӑхӑнтаракан хаяр хушулла — чарса тӑраҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кӑмӑлне хирӗҫлесех, пуҫ ҫаврӑнмалла хӑвӑртлӑхпа, аса илӳ ӑна каялла — хыҫа юлнӑ вӑхӑта — тытса ывӑтрӗ; хӑй вӑхӑтӗнчи вӗтӗр-шакӑр япаласен, пулӑмсен шутсӑр йышлӑ ушкӑнӗ чӑл-пар саланчӗ, халхав вӑхӑтӗнче салтаксем горнҫӑ какӑрне илтсе хӑйсен вырӑнне шанчӑклӑн ыткӑна-ыткӑна пухӑннӑн — иртнӗ кунсен ярӑмӗнче хӑйӗн вырӑнне йышӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кӗлеткесен ҫӑмхисем ҫыхланса-явӑнса та татӑлса-ҫурӑлса, ҫавра ҫилле ҫаврӑна-ҫаврӑна е аялалла чул катрамӗлле вӗҫе-вӗҫе хӑйсен чарӑнми куҫӑмӗпе тӳпене океанпа пӗрлештереҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Манӑҫа тухма пуҫланӑ аса илӳсем ҫӗкленчӗҫ; ирхи шӑплӑхра вӗсене хӑйсен сисӗнми хӑвӑртлӑхӗпе тата таврӑнмилӗхӗпе пӑхӑнтаракан тӗлӗксен ҫепӗҫ сӗмӗ ҫапрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Матроссем манахсем пулӑшнипе хӑйсен ӗҫне тунӑ вӑхӑтра эпӗ садра ларса канас терӗм; ӑшӑ ҫилпе тӳлекленсе, ывӑннӑскер, куҫӑмсем хупӑннине парӑнтӑм та кӗҫех ҫывӑрса кайрӑм; вӑраннӑ чухне сӗм ҫӗрлеччӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Вӗсен ҫӑварӗсенчен ҫавра ҫилсемпе ҫӗр чӗтревӗсене хӑйсен ҫавракалӑхӗсенче хӗссе конденсациленнӗ сывлӑш пуйӑсӗсем вӗҫе-вӗҫе тухаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Вӗсем нӳрлӗ тӑпра ҫинчен ҫӗкленчӗҫ, хурлӑхлӑ вырӑнтан хыпаланса утса кайрӗҫ; вара тинех ҫӗкленчӗк чунӗсене лӑплантара-лӑплантара, пӗр-пӗрин валли кирлӗ сӑмахсем тупа-тупа калаҫрӗҫ, хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче ку таранччен тӗшмӗртменнине уҫӑмлатрӗҫ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Акӑ тинех кӑвак ҫут ӗнтрӗкӗнче тилпӗренпе шӑлан, вӗлтренпе аслати курӑкӗ, маргариткӑпа кашкӑр ҫырли курӑнса кайрӗҫ, — хӑйсен пурнӑҫӗн, тӗллевсӗр, анчах савӑнӑҫлӑ пурнӑҫӗн мӗн пур ансатлӑхӗнче.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Сентресен айӗнче куллен кирлӗ хӑш-пӗр савӑт-сапапа пӗрле пӑшалсемпе капкӑнсем, йӗлтӗрпе танатасем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вунӑ-вун икӗ читлӗхре кайӑксем хӑйсен ансат партийӗсене хумханса та пӑлханса кӑшкӑраҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! — кӑшкӑрса ячӗ ҫак самантра манӑн аппа, вара эпир, вӑл куҫӗсене хӑрушла чарса пӑхнӑ тӗлелле йӗрлесе, акӑ мӗн сӑнарӑмӑр: тӳпене хӑвӑрт куҫакан тӗлӗнмелле карапсем талккӑшпех хупласа хунӑ; эпир халиччен курман такелажлӑ, парӑслӑ карапсене аса илтереҫҫӗ, сывлӑшра хӑйсен айӗнче мӗлкеленсе курӑнаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.