Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аманнӑ аллине вӑл хӗрлӗ тутӑрпа ҫакса янӑ; шинель тӑхӑнма пултараймасть халь вӑл.Его раненая рука висела на красном платке, надеть шинель он не мог.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Куратӑр-и, генерал юлташ, шоссе леш енче хӗрлӗ тӑрӑллӑ пӗчӗк пӳрт пур.Видите, товарищ генерал, по ту сторону шоссе домик под красной крышей?
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Смолярчук чӗркуҫленсе ларчӗ те хӑй тӗрӗслесе пӗлнине пурне те хӗрлӗ сӑран хупӑллӑ, пӗчӗк, типтерлӗ кӗнеке ҫине ҫырса хучӗ, хӑйӗн вывочӗсене те тӗплӗн палӑртрӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Санӑн хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ симӗс картуза тепӗр виҫӗ ҫул хушши тӑхӑнса ҫӳремелле, манӑн ыранах е тепӗр эрнерен мӗнле те пулин ҫӗлӗк е тӳмеллӗ картуз тӑхӑнас пулать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Турник ҫинче хӗрлӗ майкӑллӑ, кӗске ҫӳҫлӗ, шурӑ сӑн-питлӗ пограничник хуҫкаланать.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чикӗри симӗс, хӗрлӗ юпасем, хурал тӑмалли ҫӳлӗ вышкӑсене пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗлтлетсе юлаҫҫӗ.Один за другим мелькали зелено-красные пограничные столбы и высокие дозорные вышки.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн хӗрлӗ питҫӑмартийӗсем ҫинче ылтӑн пӗрчӗсем курӑнаҫҫӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӗрлӗ трамвай вагонӗсем, вӗсене ӑсатса янӑ пекех, хурлӑхлӑн чӑнкӑртатса илчӗҫ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Эпӗ те ҫак ялав анне тӑрса ҫапӑҫнӑ! — терӗ те Белограй ҫак хӗрлӗ бархатран тунӑ ялав хӗррине тытса пӑхрӗ.— Я тоже воевал под этим знаменем! — Белограй тронул край алого бархатного стяга.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Венгри делегацийӗн руководителӗсем вырнаҫнӑ купере Белограй Хӗрлӗ ялав курчӗ, унӑн аврине тутӑхман хӑвӑл хурҫӑран тунӑ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Асту вара, капитан, — хушса ячӗ футболистсенчен пӗри, ӑсатма тухнӑскер, — вырсарникун радио тӑрӑх ырӑ хыпар пӗлтерессе — Прага стадионӗнче эсир ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа Хӗрлӗ ялав вӗлкӗшни ҫинчен каласса кӗтетпӗр.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каччӑн ҫурӑмӗ ҫинче ҫӗнӗ карҫинкка, ун ӑшӗнчен хӗрлӗ сӑмсаллӑ, тӗпекеллӗ хур аҫи пуҫӗ курӑнса тӑрать.На спине парня прилажена новая корзина, и поверх нее видна красноносая голова чубатого гусака.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл шултра ҫӑмран тӗртнӗ симӗс панёва, хӗрлӗ атласран ҫӗлетнӗ кофта тӑхӑннӑ.На ней бордовая, из грубой шерсти панёва, вишневого атласа кофта.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем те тӗрлӗ тӗслӗ сарӑ, шурӑ, хӗрлӗ, симӗс пулаҫҫӗ.Они также бывают различного цвета — жёлтого, белого, красного, зелёного.
1. Икӗ йышши сӑрт-ту породисем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Татах кӑшт тӑхтасан ҫав юрсем, хӑйсенчен те пытанакан хӗвел пайӑркисемпе ҫуталса, хӗрлӗ тӗспе ялкӑшма тытӑнаҫҫӗ.Ещё немного — и эти снега начинают гореть ярким румянцем под лучами заходящего и для них солнца.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Безобедов шатра питлӗ, пысӑках мар ырханкка этем, питӗ пӗчӗкҫӗ аллисене хуратут пусса илнӗ, шутсӑр вӑрӑм хӗрлӗ ҫӳҫне нихҫан та турамасть, ҫӗтӗк те вараланчӑк тумла ҫӳрет, хӑй питӗ сахал пӗлет, вӗренессе те япӑх вӗренет.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна иккӗмӗш хут юратни тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ, анчах Любочка мана Сонечка куҫарса ҫырнӑ сӑвӑсен тетрадьне парсан, виҫҫӗмӗш хут юратма пуҫларӑм, ку тетрадьре Лермонтовӑн «Демонне» хурлӑхлӑ юрату вырӑнӗсенче хӗрлӗ чернилпа туртса тата чечексем хурса хӑварса паллӑ тунӑччӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ав, ҫӳлти чӳречесенчи ҫутӑсем ҫухалаҫҫӗ, утна тата калаҫнӑ сасӑсем вырӑнне харлаттарнисем илтӗне пуҫлаҫҫӗ, хуралҫӑ хӑмине ҫӗрлехилле шаккама тытӑнать, чӳречесенчен ӳкекен хӗрлӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ҫухалсанах сад кичемреххӗн, ҫутӑраххӑн курӑна пуҫлать, сывлӑм сапнӑ сад ҫине йӑрӑм ӳкерсе, юлашки ҫутӑ буфетран малти пӳлӗме куҫать, вара мана чӳречерен кофта тӑхӑннӑ Фокан курпун кӗлетки курӑнать, вӑл, ҫурта тытса, хӑйӗн вырӑнӗ патнелле утать.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унта эпӗ сулхӑнта курӑк ҫине выртатӑп та вулама тытӑнатӑп, сайра хутран кӑна пуҫа кӗнеке ҫинчен ҫӗклетӗп, вара сулхӑн тӗлӗнче хӑмӑртарах кӑвак тӗслӗ курӑнакан тата ирхи ҫилпе чӳхенме пуҫлакан ҫырма шывӗ ҫине, тепӗр ҫыранти сап-сарӑ курӑнакан ыраш уйӗ ҫине, пӗрин хыҫне тепри пытанса, манран таса вӑрман инҫечӗ еннелле кайса ҫухалакан хурӑнсем ҫине, ҫав хурӑнсене аяларах та аяларах йӑлтӑртаттаракан ирхи шупкарах хӗрлӗ ҫутӑ пайӑркисем ҫине пӑхатӑп, таврари ҫутҫанталӑкра пур ҫӗрте те сисӗнекен пурнӑҫ вӑйӗ хамра та тулса тӑнине туйса савӑнатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.