Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗ пулсан та пӑсмасть, — хуравларӗ каччӑ, куҫ хӗррипе тавралла пӑхкалама манмасӑр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кайран куҫ курӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепри пулсан, каламасӑрах паллӑ, пултарайсан, амине ҫуркуннех тӗп тӑвӗччӗ, ҫурисене, тин куҫ уҫнӑскерсене, тыта-тыта юнашарти юман ҫумне шанлаттарӗччӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах, ара, Калюкова кам ҫул кӑтартнине вӑл халлӗхе пӗлмест-ҫке-ха, шухӑшласа илчӗ каярах, вара, кайран куҫ курӗ унта тесе хӑйне хӑй лӑплантарса, тепӗртакран каллех хӑюлӑхне пухса ҫитерчӗ, мӗн пулать те мӗн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыҫҫӑн ӑҫта кайнине курса юлнӑскер, хуняшшӗ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тарӑн та пысӑк, ӑслӑ та тӗпчесе пӑхакан куҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кашкӑр Микули куҫ вӗҫертмест вӗсенчен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗлимун ӑна тӗсесе пӑхрӗ, анчах сӑмаха каланинчен вуншар, ҫӗршер хут ытларах тӗпчесе ыйтакан, ӑшӑ шевле яракан куҫ ҫутине тӳсеймерӗ, пуҫне пӑрчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куҫ умне вара тахҫанхи-тахҫанхи, яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ хыҫҫӑнхи самант тухса тӑчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑнран тесен, унччен хура пулнӑ ҫӑра ҫӳҫӗ халӗ кӑлкан пек шуралса кайнине, сарлака ҫамка айӗнчен яланхи пекех тӗпчесе пӑхакан симӗсрех ӑслӑ куҫ тавра хуҫалана пуҫланӑ пӗркеленчӗксене тата нумай пулмасть ӳстерме тытӑннӑ мӑйӑхне, ҫӳҫӗ пекех шап-шурӑскерне, шутламасан, Петр Никифорович питех улшӑнман.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унпа хӑвӑртрах ҫыхӑнмалла халӗ, вара куҫ курӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӳрте кӗрсе мӑшӑрне куричченех куҫ умне унӑн сӑнарӗ тухрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хуснутдинов-Йысна паҫӑрах тапчан ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ӗнтӗ, тӗлӗкре те куҫ ҫӑмартисене йӑл-ял вылянтарса ҫывӑрать, ӑна халӗ хӑлха ҫумӗнче пӑшал персен те вӑратаймӑн; пӗртен-пӗр сӑмах — «лягавӑйсем» тени кӑна сиктерсе тӑратма пултарать ӑна кун пек чухне.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ыттисене кура, Телегин та сӗнкме тытӑнам пек турӗ, ҫапах, хӑйшӗн нимӗнле хӑрушлӑх ҫуккине ӗненсе ҫитсен те, куҫ айӗн сӑнама пӑрахмарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑй вӑл, ахӑртнех, Телегинӗ ҫак пӳртрех ларнине пӗлмест те пулас, ун еннелле куҫ хӗррипе те пӑхса илмерӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ним айӑпсӑр вилсе выртнӑ хӗрарӑм куҫ умӗнчен кая пӗлмест.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин, сыхлӑха тесе, вӗсем калаҫнине куҫ хӗррипе пӑхкаларӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куҫ хӗррипе сӑнанӑ май, ҫыхӑра мӗн пуррине курсан, каччӑ картах туртӑнса илнине асӑрхарӗ вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗтри, ӑна куҫ сиктермесӗр сӑнаканскер, сасартӑк ҫирӗппӗн ыйтрӗ:
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ хупаймасӑр нушаланать вара Сӑпани, тахҫанри тӗттӗм каҫри пек, юнашар Хӗлимун выртассӑн, унӑн ӑшши чӗри патнех ҫитессӗн, кӑкӑрӗ ҫинчи ҫемҫе ҫӑмӗ пите ачашшӑн кӑтӑклассӑнах сӗмленме тытӑнать.