Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ ӗҫе кӗнӗренпе Ятман хӑй те Левентей патӗнче сайра-хутра ҫеҫ пулкаларӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир урӑх ӗҫе куҫармастпӑр, звено вырӑнне бригада паратпӑр, — ӑнлантарма тӑчӗ Ятман.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тырӑ вырса кӗриччен вӗсене нимле урӑх ӗҫе те куҫарма памастӑп.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахӑртнех, вӑй кӗнине туятӑр, ӗҫе пысӑк кӑмӑлпа пуҫӑнатӑр.

Не исключено, что вы почувствуете прилив сил и с энтузиазмом приступите к работе.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахаль чухне Анушкапа Укахвие ӑна хушаканччӗ, кӑна хушаканччӗ, тепӗр чухне чуста та ҫӑртараканччӗ, паян хӗрӗсем чӗмсӗррине курчӗ те тӗпелте пӗтӗм ӗҫе хӑй турӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӗҫе эпир сана лартас тетпӗр.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадирсем хӑйсен вырӑнӗнче пулчӗҫ, нумай колхозниксем Кабире ӑсатма та каяймарӗҫ, хӗвелпе пӗрлех ӗҫе тухрӗҫ.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт тӑхтасан Ятман Тутаркас колхозӗн ыраш пуссине пырса кӗчӗ те машинине ӗҫе ячӗ.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫе пырса чӗнмессерен ун пӳрт чӳречине пиччӗш хӗрачи, Алтатти, уҫрӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тыр вырма тухиччен Марине кӑҫал ҫынсене ӗҫе кӑларма йывӑр пулать, хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ ачи-пӑчисене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫумпахчисемпе садсене пӑрахса хире тухас ҫук тесе хӑранӑччӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫе тухатӑп — ӑна курас килет, каҫ ҫывӑрма выртатӑп — каллех ҫавӑ, ирхине тӑрсан чӳрече патне пыратӑп та, вӑл иртсе каяссӑн туйӑнать.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен те паян калаҫу ҫыпҫӑнмасть: Укахвин хуйхӑ — Галимджан виҫ эрне хушши ҫыру ҫырмасть, Липӑн та шухӑшсем сапаланчӑк — Ятман килетӗп тенӗ ҫӗртенех килеймерӗ, Кабир та вӑрҫа тухса каять, хӑйӗн чӗринче те канӑҫсӑрлӑх сисӗнет — паян темле ӗҫе туса ҫитермен пек, каймалли ҫӗре кайса килмен пек.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Жнейкӑна ытларах ӗҫлеттерсен, хӑваласа ҫитетпӗр, бригадирсене кала: мӗнпур колхозника ӗҫе кӑларччӑр.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ваттисем ытла ватӑлчӗҫ, ҫамрӑксем ун пек ӗҫе пултараймаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председатель ӑна «юсаттар» терӗ, анчах тӗрӗссипе ӗнтӗ кунта Михалан хӑйӗн те ӗҫлеме тивет: ун пек ӗҫе халӗ кама хушма пултарӑн?

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоз картишӗ патӗнче ун куҫӗ умне йӗркипе ларакан урапасем тухса тӑчӗҫ, вара вӑл ӗнер Левентей хӑйне хушнӑ ӗҫе аса илчӗ — унӑн урапасем юсаттармалла.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ирхине ирех ӗҫе каяс ҫук пулсан, ҫутӑличченех лармалла та, анчах пуриншӗн те кӑткӑс вӑхӑт ҫывхарса ҫитнӗ — хӗвелпе пӗрле хире тухмалла.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӗсем пур ҫӗре те ӗлкӗреҫҫӗ, ӗҫе те, вӑййа та.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл мана ялан сиен кӳме пултарать, мана ҫеҫ мар ӗҫе те сиен кӳме пултарать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкассем хыҫҫӑн тутаркассем те ӗҫе ҫӗкленчӗҫ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней