Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юра сăмах пирĕн базăра пур.
юра (тĕпĕ: юра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем юра чакаласа хӑйсене валли вылямалли ятарлӑ вырӑнсем тунӑ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Ял ҫыннисем хапхисене уҫас тӗллевпе юра хырман, ун урлӑ ҫӳреме тытӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Арын выртса та итлет, аллипе юра тасатса пӑхкалать, йытӑ пек шӑршлать.

Помоги переводом

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эп яланах калаттӑм: чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юра, ҫӗр пин тӗрӗ, теттӗм.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темиҫе ҫырла ҫӗре ӳкрӗ те юн пек хӗп-хӗрлӗ тӗспе сӑрларӗ шур юра.

Помоги переводом

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫавӑнпа Марукпа Ели старӑн юра ашса сылтӑмалла утма тӑрӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Экспедици пуҫлӑхӗ чӗнмерӗ, сӑмала пек хура тӳпене тата чарӑнми ӳкекен юра пула шап-шурӑ, тӗтреллӗ материк тӳремлӗхне сӑнать.

Начальник экспедиции молчал, рассматривая черное, как смола, небо и белую, туманную от падающего снега равнину материка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Уйри юра хӗвел ирӗлтерсе пӗтерчӗ.

Солнце согнало снег с полей.

Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.

Эппин, паян ӑшӑтать, ӗнер кӑштах ҫунӑ юра ирӗлтерсе пӑрахать.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах хапха нӑтӑртатса уҫӑлни, ҫуна тупанӗ юра ҫухӑрттарни — кун каҫ енне кайнӑ ҫав ӗнтӗ, ҫанталӑк сивӗтнӗ — илтӗнчӗ те самантрах шӑп пулчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йытӑсем юра шӑршланӑ, хӑр-хар харкашса илнӗ те, ҫӑмӗсене шӑрт пек тӑратнӑ.

Собаки понюхали след, заворчали и ощетинились.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тата леререх кайсан, чӗрчун чарӑннӑ, кунта вӑл пӗр вырӑнта нумай тӑнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен кунта юра пысӑк йӗрсем таптаса такӑрлатнӑ.

Чуть дальше животное остановилось и, по-видимому, долго стояло на одном месте, так как здесь снег был утоптан большими лапами.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хальлӗхе шар курнӑ кил-ҫуртра пурӑнакансем пӳрт тӑрринчен юра вӑхӑтра тасатса тӑма ыйтаҫҫӗ тата суда кайма тӑкаксене шутлаҫҫӗ.

Пока что жители пострадавшего дома просят хотя бы своевременно убирать снег с крыши и подсчитывают ущерб для обращения в суд.

Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30744.html

Пӳрт тӑрри ҫуккипе ҫӳлти хутсенче ирӗлекен юра пула шыв анма пуҫланӑ.

Из-за отсутствия крыши верхние этажи стало подтапливать тающим снегом.

Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30744.html

— Пӗрремӗш юр ҫӑвать, — ҫӗр ҫинчи юра алли ҫине илчӗ Аня.

— Падает первый снег, — Аня взяла снег на руки.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӳрт ҫумӗнчех юра кӑчӑртаттарни илтӗнет.

Послышался хруст снега около дома.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мӑннисемпе пӗрле эпир те ӗҫе тытӑнтӑмӑр — унта-кунта сапаланса выртакан инструментсене пуҫтартӑмӑр, ҫулсем ҫинчи юра хырса тасатрӑмӑр.

Вместе со взрослыми мы принялись за дело: собирали разбросанный инструмент, очищали от снега дороги.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Халӗ ӗнтӗ Эмиль ҫак юра ҫав тери курайми пулса ҫитрӗ, ҫак хаярлӑх хӗрӳлӗхӗ Леннибергра кӑна мар, пӗтӗм Смоланд округӗнчи кӗртсене ирӗлтерсе ярассӑн туйӑнать.

И Эмиль с таким пылом ненавидел этот снег, что от накала его чувств должны были, казалось ему, растопиться все снежные завалы не только в Лённеберге, но и во всём Смоланде.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тарӑн юра аша-аша Командирша хайхи кӑлпасси еннелле таплаттарчӗ.

И Командирша, увязая в снегу, решительно двинулась к заострённому колышку с насаженной на него колбасой.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗҫех уйӑх тухрӗ те тин ҫунӑ кӑпӑшка юра ҫутатма пуҫларӗ.

Взошла луна и осветила свежевыпавший рыхлый снег.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней