Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑлне (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар ывӑлне ерипен ҫӗклесе хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ, никама ним сӑмах каламасӑр килӗ еннелле хыпаланса утрӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлне пуҫӗнчен ачашласа илчӗ.

Помоги переводом

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сахар, пӗвӗпе хӑйпе тан ывӑлне ыталаса ҫурӑмӗнчен, пуҫӗнчен лӑпкаса илчӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем, Сахар ывӑлне хӗнесе тӑкасран хӑраса, айккинерех пӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сергей, кайрӑмӑр часрах, — терӗ те вӑл ывӑлне, пӗр самантрах лавкка алӑкне питӗрсе ҫаклатрӗ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр ҫур сехете яхӑн вӑхӑт иртсен, Панчук аслӑ ывӑлне Ҫтаппана, икӗ пуҫанӑшне тата ывӑлӗн юлташӗсене, Йӑкӑнатпа Хивархие, илсе пычӗ.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шыв хӗррине тухса шӳт хыҫҫӑн шӳт каласа та халӑха култармарӗ, пылпа ҫу пек пурӑнакан мӑшӑрсене хирӗҫтерсе ярса та ятлаҫтармарӗ, ывӑлне чӗнсе кӑларчӗ те: — Картишӗнче чӑх-чӗп ҫӳреми кӑна мар, шӑши хӗсӗнсе тухмалла мар шӑтӑк та ан хӑвар, — терӗ, ӑна тимӗр кӗреҫе тыттарса.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малалла мӗн пуласси курӑнӗ унта, — тесе, Сахар кӗҫӗн ывӑлне аллине илчӗ, тепӗрне Петӗр ҫавӑтрӗ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене Сахар лавккана чупса кӗнӗ икӗ кӗҫӗн ывӑлне курсан каларӗ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытла та юратать Сахар хӑйӗн ҫак иккӗмӗш ывӑлне.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл утне тата хытӑрах ячӗ, ывӑлне хӑваласа ҫитрӗ.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей ывӑлне хирӗҫ ҫапӑҫмалла пулсан эпӗ те пыратӑп терӗ.

Помоги переводом

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астраханьтн хан ывӑлне Мухаммеда илсе килнӗ пулсан, ӑна хан туса хунӑ пулсан мӗнлеччӗ-ши тет Мамич-Бердей шухӑшӗсен вӗҫне тухма тӑрӑшса, пӑлхава ертсе пыма пултаракан ҫын пулатчӗ-ши вӑл е Али-Акрам пекех тутлӑ ҫиме, ҫемҫе тӳшек ҫинче выртма юратакан этем пулатчӗ-ши?

Помоги переводом

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юрать, ан кулян, — татах та татах ҫупӑрларӗ Ахтупай ывӑлне.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла кӗрес умӗн Сарри ывӑлне ҫапла каласа хучӗ:

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ҫухрӑм кайсан тин ашшӗ лашине тытса чарчӗ те ӑна майӗпен уттарса ывӑлне воевода пӳлӗмӗнче мӗнле калаҫу пулса иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗрӗс каланӑ, пит тӗрӗс, — мухтарӗ ывӑлне Сарри.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялан ҫывӑрнипе, енчен енне ҫаврӑнкаласа шухӑшласа выртнипе аяк пӗрчисем ыратакан пулсан Сарри ывӑлне утсене йӗнерлеме хушрӗ.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Астраханьте хан вырӑнче ларакан Ямгурчейпа пӗрле Хусан патне каясшӑн, хӑйӗн вӑталӑх ывӑлне, Али-Акрама, Хусанта хан туса хурасшӑн.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф хӑйӗн вӑталӑх ывӑлне, Али-Акрама, Хусан леш енчи пӑлхавҫӑсем патне хан пулма пиллесе кӑларса янӑ.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней