Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑлне шатӑртаттарать.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ҫӗрле, утиял айӗнче, вӑл шӑлне ҫиет.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Якӑр ещӗкӗнчи сӑнчӑр чӑнкӑртатрӗ, карлӑксемпе чӳречесем чӗриклетрӗҫ, алӑксем хускалчӗҫ, савӑт-сапа шкапӗ, сивчир тытнӑ чухнехи пек, шӑлне шаккарӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ҫапах та ахалех эпӗ тӳрех асав шӑлне касма тытӑнтӑм, малтан йывӑҫран туса пӑхмаллаччӗ…»А все же зря я сразу из клыка резать стал, надо было сначала из дерева…»
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сагитов тӑчӗ, хӑйне хупӑрланӑ хӗрлӗармеецсем ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ, шӑлне хаяррӑн шӑтӑртаттарчӗ.Сагитов встал и, взглянув исподлобья на окруживших его красноармейцев, заскрипел зубами.
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Командир пӗшкӗнчӗ те, Актуша ачашлас тесе, аллине тӑсрӗ, анчах, лешӗ шӑлне йӗрсе пӑрахнине курса, икӗ аллине те ҫурӑм хыҫне пытарчӗ.
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Казак, шӑлне шӑтӑртаттарса, старике хӑмсарчӗ, анчах ҫапмарӗ, намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ те: — Сулахая! — тесе кӑшкӑрчӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Офицер шӑлне шатӑртаттарчӗ те нухайккипе старик ҫине тепӗр хут хӑмсарчӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫилӗллӗн шӑлне йӗрсе, офицер ӑна аттипе тапрӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Бурмистров ура ҫине тӑрать, кӑкӑрне каҫӑртса, карӑнкаласа илет, шӑлне йӗрсе хурать те команда парать:Бурмистров встаёт, потягивается, выправляя грудь, оскаливает зубы и командует:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Леш пӑрахут ҫинчи хӗрлӗ сухаллӑ офицер, шӑлне йӗрсе, ун ҫине кулса пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те, сасартӑк ҫиленсе кайса, Ильсеяра тӳрех ҫамкинчен штыкпа чикрӗ.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫапах та Ильсеяр шӑлне ҫыртсах тӳсрӗ, ытти партизансем пекех, Юлбарса тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ, ӑна икӗ аяккинчен лӑпкарӗ, якатрӗ, унтан вӑрман хӗрринчи хӑй пекех пӗчӗк йывӑҫран кӑкарчӗ.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах лешӗ, шӑлне йӗрсе пӑрахнӑскер, чылайччен нимӗн те чӗнмерӗ.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мэрдан кулса ярасран шӑлне ҫыртса чӑтма тӑрӑшрӗ, ҫапах та чӑтаймарӗ:
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Карапӑн кайри пайӗнче, чатӑр айӗнче, икӗ салтак ларнӑ: Родриго Сервантес тата унӑн хӑрах аллине ҫыхса ҫакнӑ шӑлне — Мигель.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл хӑй кулнине кӑтартасшӑн пулчӗ пулас, анчах кулӑшӗ тухмарӗ, шӑлне анчах йӗрчӗ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Шӑнса кӳтнӗ пирки шӑлне шаккаса проводсене касни ҫинчен пӗлтернӗ те кӗсйинчен кофе коробки евӗрлӗ тимӗр цилиндр кӑларнӑ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Вӑл, шӑлне ҫыртса, юлашки вӑйне пухса тӑрӑшрӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Сылтӑмран та, сулахайран та снарядсем ҫурӑлнипе ҫӗр ҫӳлелле сирпӗнсе тӑчӗ пулсан та, спидометрӑн йӗппи вунпилӗк километр анчах кӑтартрӗ пулсан та, юнашар ларакан Лиходеев татах тӑнран кайса шӑлне ҫыртатчӗ пулсан та, лейтенант текех иккӗленмерӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Шӑлне ҫыртса темӗскер пӑшӑлтатнӑ хӑй, халех нимӗҫсем ҫине сиксе ӳкес пек тӑнӑ.Зубы стиснул, губы шепчут что-то, вот-вот на пленных бросится.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.