Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутларӗҫ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вунсаккӑра ҫитнӗ виҫ-тӑват ҫамрӑк хӗр, ҫирӗм виҫҫе е ҫав тавраша ҫитнӗ виҫ-тӑват ача ҫунатти айӗнче пӗчӗк ачасен нимрен те шикленмелли ҫук тесе шутларӗҫ.

Считалось, что дети находятся в безопасности под крылышками двух-трех девиц лет восемнадцати и молодых людей немножко постарше.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн хамӑн шухӑш ҫакнашкал: ҫакӑнта киркӑпа кӗреҫе илсе килнӗ ҫынсем пире курчӗҫ пулсан, вӗсем эпир шуйттансем е усалсем, е тата мӗн те пулин ҫавӑн йышшискерсем тесе шутларӗҫ пулӗ.

По-моему, тот, кто принес сюда эти лопаты, должно быть, увидел нас и принял за нечистых духов или призраков.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кашни ачиех: «Пӑх-ха, пӗри хӑлхасӑр-чӗлхесӗр старик, испанец, иккен, юлашки вӑхӑтра ӑна пирӗн хулара ҫынсем икӗ хут е виҫӗ хут куркаланӑччӗ, теприне вара эпӗ нихҫан та курман», — тесе шутларӗҫ.

Каждый из мальчиков подумал про себя: Это глухонемой старик испанец, который был раза два у нас в городе, а другого я никогда еще не видел.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӗсем ҫур ҫӗр ҫитрӗ ӗнтӗ тесе шутларӗҫ те ӑҫта мӗлке ӳкнине асӑрхаса пӑхрӗҫ, вара чавма тапратрӗҫ.

Скоро они решили, что полночь уже настала; отметили, куда падает тень, и начали рыть.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗшӗн те ӑшчикӗсем лӑпкӑ мар, иккӗшӗ те хӑйсене телейсӗр ачасем тесе шутларӗҫ.

Мальчики упали духом, начали тревожиться.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа та хӑйсен ӑшӗнче: пиратсем пулса ҫӳренӗ хушӑра эпир ирсӗр ӗҫ туса, вӑрласа урӑх хамӑра хамӑр варалас ҫук, тесе шутларӗҫ вӗсем.

И про себя они решили, что, пока будут пиратами, ни за что не запятнают себя таким преступлением, как кража.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем, чаплӑн, йӑла-йӗркене пӑхӑнса тата тӗрлерен сӑмахсем каласа, хӑма татӑккине стена ҫумнех алтса чикрӗҫ, — ҫапла хамӑр чӗлхесене ҫыхӑнтарса тӑракан сӑнчӑрсене ӗмӗрлӗхех ҫӑраҫҫипе питӗрсе хутӑмӑр, ҫӑраҫҫине таҫта инҫете-инҫетех ывӑтса ятӑмӑр, тесе шутларӗҫ вӗсем.

Они зарыли сосновую щепку под самой стеной со всякими таинственными церемониями и заклинаниями, после чего можно было считать, что их языки скованы, оковы заперты на замок и ключ от него далеко заброшен.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вара икӗ ҫарӗ те мӗн чухлӗ ҫын ҫухатнине шутларӗҫ, тыткӑна лекнисене улӑштарчӗҫ, малашне пӗр-пӗринпе хирӗҫӳсем пуласси тӗлӗшпе ҫӗнӗрен килӗшӳ турӗҫ тата хӑш кун тепре татӑклӑн ҫапӑҫасси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.

Подсчитали убитых, обменялись пленными, уговорились, когда объявлять войну и из-за чего драться в следующий раз, и назначили день решительного боя.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

5. Эй Ҫӳлхуҫа, усал ҫын аллинчен хӑтарсам мана, хӗсӗрлекенсенчен сыхласам: вӗсем ман урана такӑнтарма шутларӗҫ.

5. Соблюди меня, Господи, от рук нечестивого, сохрани меня от притеснителей, которые замыслили поколебать стопы мои.

Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӗсем ӑна аслӑ пуканӗ ҫинчен сирпӗтме шутларӗҫ, хӗпӗртесех суяҫҫӗ; чӗлхи-ҫӑварӗпе пиллеҫҫӗ, чӗринче ылханаҫҫӗ.

5. Они задумали свергнуть его с высоты, прибегли ко лжи; устами благословляют, а в сердце своем клянут.

Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней