Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чунӗ (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак сӑмахсене илтнипе Петр Петрович чунӗ пӗлӗте ҫити хӑпарса кайнӑ пек пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах сисет, хӑйӗн чунӗ пӗрре те лӑпкӑ мар.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗ тем пек хурланчӗ пулин те, Кӗркке хӑйне хаваслӑ тытма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗ ирӗке тухасшӑн.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен янравлӑ сассине илтет те Иливан, ун чунӗ хурланса килет.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ кун тытрӗ ӑна ют ҫын патӗнче, хӑйӗн чунӗ ҫемҫелнине кӑтартса парасшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуфӑн чунӗ канман иккен-ха, кил хуҫи сӑмахпа тата пӑртак перкелешсе илесшӗн.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алттыш, чунӗ усала сиснӗ тейӗн ҫав, ҫармӑс мӑрсине тарават пулмарӗ.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗ вӗчӗрхеннӗрен ҫеҫ чипер ҫакӑнса тӑракан чӗн йӗвенсенех тӳрлетем пекки турӗ.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун чунӗ халь леш тӗнчере, хӑйне мӗн кӑшламалли пур?

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗтел хушшинче чиперех калаҫрӗҫ пулин те, сасса хӑпартса, эрленсе никам та пӗр сӑмах каламарӗ пулин те чунӗ сисрӗ Иливанӑн: килте ӗлӗкхи шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ ҫук.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗ чӑтаймарӗ пулӗ ҫав, Хабиба кун хыҫҫӑн ман ҫутӑ кун курма юрамасть тесе ҫакӑнса вилчӗ пулӗ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫипе сыв пуллашнӑ чух Шигалейӗн каллех чунӗ ҫемҫелчӗ, патша ҫынни нӑшӑк-нӑшӑк туса илчӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗ сисрӗ: кунта никам та пурӑнмасть.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аллах мӗнле шӑпа туса панӑ вӗсене, пӗтӗмпех ҫавӑнтан килет, — чунӗ хурланнӑран макӑрса ярас пек каларӗ Нургали.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай чунӗ кӑшт лӑпланнӑ пек пулчӗ.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шухӑшланӑ май, ун чунӗ вӗчӗрхеннӗҫемӗн вӗчӗрхенсе пычӗ, ӑш вӑркарӗ, чӗре кӑкӑра ҫӗмӗрсе тухасла тапрӗ.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшӗ ҫинчен шутланипе Иливанӑн чунӗ хурланса килет, макӑрса ярас мар тесе, куҫҫулӗ пӑчӑртатса тухасран шикленсе, каччӑ кӑмӑлне хытарса ҫиле май ҫаврӑнса тӑрать.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян чунӗ сиснӗ пулӗ унӑн: тутарсем валли шӑп та шай сӑхӑм пӗҫерсе хатӗрленӗ!

Помоги переводом

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыртасса хытах ҫыртаймарӗ, анчах кушакӑн сехри хӑпнипе чунӗ юлчӗ-ши, юлмарӗ-ши, эпир, Палюк мучипе иксӗмӗр, ун хӳрине ҫеҫ курса юлтӑмӑр: вӑрмана таҫта чӑтлӑха чӑмрӗ.

Помоги переводом

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней