Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Йӑмӑк валли кирлӗччӗ те… чиксе кайма сумка таврашӗ ҫук-ҫке, ӗҫрен тӳрех килтӗм те…
Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.
— Тута-ҫӑвар ыратать, малти шӑл ҫумне ҫӑкӑр перӗнсенех чӗрене пымалла чиксе каять.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
Ӗҫлеме юратмастӑн, ик алла кӗсьене чиксе ҫӳреме кӑна пӗлетӗн.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Паян ӗҫе килсен Никонов яланхи пекех правленинче пӗр кана пуҫне ҫӗрелле чиксе, унӑн-кунӑн утса ҫӳрерӗ.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.
Хуран айӗнчи ҫунса пӗтмен вутпуҫҫисене пӗрерӗн-пӗрерӗн хӑйӑр арчине чиксе лартрӗ.
Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.
Ним чӗнмесӗр ҫӗрелле пуҫне чиксе ларакан учитель те чӑтса тӑраймарӗ.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
Эпӗ, директор умӗнче айӑп тунӑ шкул ачи евӗр, пуҫа ҫӗрелле чиксе, сӑмах чӗнмесӗр чӗтресе тӑратӑп.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Ҫавӑн урлӑ каҫнӑ чух Кирук икӗ урине те сӗлкӗшлӗ-пӑрлӑ шыва чиксе кӑларчӗ.
XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑрман хуралҫи ҫуттине сыпма юратнине пӗлсе, Матви ун патне пӗр пулштух эрех чиксе кайрӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ку кӗнекене музыкҫӑ ялан хӑйпе пӗрле чиксе ҫӳрет.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Сӗтел хушшинче пӗчченех Аля Нагасова пуҫне чиксе ларать, хура ҫӳҫ пайӑркисем пичӗ ҫине усӑнса аннӑ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Аҫта чиксе пӗтерен?
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Эй, Петте, ачам, ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ — чирлесси те часах, уруна шӗлкӗшлӗ шыва чиксе кӑлар ҫеҫ, — вӗтӗлтетсе каларӗ карчӑк.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӑй ҫавӑнтах умри пӗчӗк канав урлӑ сиксе каҫма пикенчӗ, анчах ирӗлме ӗлкӗреймен ҫӳхе пӑр ҫине пусрӗ те хӑрах аттине шыва чиксе кӑларчӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Иртнӗ ҫырура Константин Симоновӑн «Жди меня» сӑввине чиксе янӑ, хам ҫыртӑм, саншӑнах, тет.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Эсӗ улаха та ҫӑкӑр чиксе ҫӳреместӗн пуль-ҫке? — тӗртсе илчӗ ӑна кил хуҫи.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Амӑшне вӑйпах килтен илсе кайма хатӗрленнӗ кун Таня килте марччӗ, — кирлӗрех, хаклӑрах япалисене пысӑк чӑматана чиксе, кӳрше кайса хума тухнӑччӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хӑйсен ӗҫне сая янишӗн колхоз пуҫлӑхӗсемпе агрономӗсене ӑҫта «чиксе» кӑлармастчӗҫ-ши кун каҫиччен!
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Мана курсан, хӑшӗсем питӗ шӑппӑн калаҫма пуҫларӗҫ, пӗр-пӗрне тем систереҫҫӗ, теприсем вӑрттӑнрах пуҫа чиксе кулаҫҫӗ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Кулькка вара хӑйӗн пӗр тенкине ытти укҫасем айне вӑтанчӑклӑн чиксе хучӗ.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.