Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрман тыткӑнӗнчен часрах хӑтӑлса тухасшӑн тапӑҫланакан ҫынна сасартӑках тепӗр хут чун кӗчӗ тейӗн: вӑл лӑшах кайрӗ, чӗри тутлӑн-тутлӑн, ыррӑн-ыррӑн кӗрккеме пуҫларӗ, ҫав ҫутӑсем ӑна халӗ пӗртен пӗр пурнӑҫ хыпарҫи, шанчӑкӗ, ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен асамлӑ кӗтрет пек курӑнчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Тархасласа ыйтатӑп, кай часрах.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
— Эсӗ чуп часрах.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Тӑр-ха, тӑр часрах.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Каласамччӗ часрах, — хӗрарӑма куҫҫуллӗ питӗнченех чуптума пуҫларӗ Иван.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Сире кӗтсе кукӑль пӗҫертӗм эпӗ, айтӑр часрах, унсӑрӑн сивӗнет, — телейлӗн йӑл-йӑл ҫиҫрӗ Поля.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Мӗнле сюрприз? — часрах пӗлесшӗн пулчӗҫ пӳлӗмрисем.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ман Толя кӗтсе те ывӑнчӗ пулӗ, атя часрах.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ой, Лена, айта часрах, пире кӑшкӑраҫҫӗ.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Эсир мӗн, унта ҫывӑрса кайрӑр-им, килӗр часрах, — илтӗнчӗҫ сасӑсем.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ой, хӗрсем, килӗр-ха часрах кунта! — кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Тамара темӗнле савӑнӑҫлӑ сасӑпа.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Зоя инке, эпӗ хӑратӑп, айта часрах киле.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чуп часрах, хӑвӑртрах машинипе кунта ҫиттӗр.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Хӑвӑра конвойпа, штыксемпе илсе кайиччен утӑр часрах!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫулӑм тухнине асӑрхасан кӳршисем часрах шӑнкӑравланӑ.
Муркашри пушарта 7 ҫулти арҫын ача шар курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34143.html
Ачасем хӑнана часрах хывӑнтарӑр, ӑшӑ ҫӑматӑ парӑр!..
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӑр-ха, тӑр часрах! — тесе, арӑмӗ тултан васкаса кӗчӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӑмӑл уҫӑлнӑ самантра парнелетӗп, сӑмахӑма улӑштариччен часрах илсе кай.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Салам кала, часрах сывалтӑр, — терӗ, Макара тулли сетка тыттарса.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Юрать, эрехӗ нумайччӗ, хӑнисем пурте ӳсӗрччӗ — ку илемсӗр япалана часрах манма тӑрӑшрӗҫ, каллех ӗҫме, юрлама, ташлама пикенчӗҫ.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.