Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫине икӗ аркӑллӑ хӑмӑр кӗпе, урисене ҫутӑ калуш тӑхӑннӑ, пуҫне чӑпар тутӑр ҫыхнӑ.

Помоги переводом

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Зоя Сергеевна пуҫне йӑлтӑркка кӑвак бархатран ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк, ҫине хӑмӑр пустав пальто тӑхӑнчӗ.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш хӑмӑр тӗслӗ кайӑк икӗ ҫунатне икӗ енне сарнӑ та сывлӑшра пӗр вырӑнтах чӗтренсе тӑрать, юррине вара пӗр чарӑнмасӑр шӑрантарать.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лаши ҫурӑмӗ ҫине хӑмӑр сӑранран ҫӗленӗ йӗнер хучӗ те ӑна хырӑмӗ тавра туртса ҫыхрӗ, вара ҫӑмӑллӑнах утланса ларчӗ те хире тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хулӑн хура куҫ харшийӗсем айӗнчен кулса тӑракан хӑмӑр хура куҫсем пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял варринче хура хӑмӑр тӗтӗм мӑкӑрланать, ун витӗр вут чӗлхисем курӑна-курӑна каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем хура куҫ харшисем айӗпе кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрсе хавшанӑ вити те тытӑнса тӑраймарӗ, шыв ҫинче сарӑ хӑмӑр тусан ярӑмӗ хӑварса, лештӗрех ишӗлсе анчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, пӗр хӗрарӑм хӑрушӑ сасӑпа: — Ара, хӑмӑр пӳлӗнсе юлатпӑр-ҫке! Авӑ, шыв ӑҫтан тапса тухрӗ! — тесе, шари! кӑшкӑрса ячӗ, виҫ-тӑватӑ ҫулхи ачине ҫӗклесе, урам тӑрӑх чупма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗр-ҫӗнӗ хӑмӑр костюмӗ айӗнчен чӑлт-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, мӑйне хура «лӗпӗш» ҫыхнӑ, вӑрӑм хура ҫӳҫне хыҫалалла тураса вырттарнӑ, мӑйӑхне сӑмси тӗлӗнче икӗ ҫинҫе йӗр хӑварса хырнӑ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳршӗ картишӗнче пӗлтӗртенпе нимӗн те улшӑнман, хӳме ҫумӗнче, унчченхи пекех, вут купи выртать, картишӗнче шыв валашки патӗнче хурсем какалаҫҫӗ, пусма умӗнче тем пысӑкӑш ҫилӗллӗ хӑмӑр ӗне кавлесе тӑрать.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑмӑр тӗслӗскер!

Помоги переводом

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Акӑ, инҫех те мар пӗри «кавире» шӑтарса уҫнӑ та хӑйӗн шупка хӑмӑр шлепкине кӑшт кӑна кӑтартса ларать.

Помоги переводом

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Хӑнан хӑмӑр куҫӗсем кӑшт сивлеккӗнтерех пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хура куҫ шӑрҫине хӑмӑр ункӑ кӑшӑлланӑ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ӳчӗ хура, куҫӗсем хӑмӑр, мӑйӑхне те, сухалне те таса хырнӑ.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ӑна ҫав хӑмӑр халатлӑ хӗрарӑм ӳкерсе хӑварнӑ пулмалла.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Мана хирӗҫ унта хӑмӑр халат тӑхӑннӑ хӗрарӑм иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ҫӑварта хӑмӑр качӑртатать.

Помоги переводом

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней