Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хупласа (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сурӑхӗ тухса тарасран карти-алӑкне тем пысӑкӑш тункатапа хупласа хӑварнӑ пулнӑ тет.

А чтобы овечка не сбежала, калитка была подперта огромным пнем.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп — Тӑрать мана та хупласа.

Помоги переводом

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, ҫутталла вӑл чӗвентерчӗ Иртнисене йӑпт хупласа?

Помоги переводом

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, чун ытла та тулашсассӑн, Ҫук, пытараймӑн хупласа, Чӗре ытла та ыратсассӑн, Ӑна чараймӑн уласа.

Помоги переводом

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӑмрасемпе тирӗк йывӑҫҫисем кӑчӑкӑ кӑларма тапратнӑ, нумай та вӑхӑт иртмӗ, ватӑ йӑмрасем, ҫулҫӑ сарса, яла каллех симӗс тумпа хупласа лартӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шыв сикки савӑнӑҫлӑн кӗрлесе тӑрать, хӑйӗн вӑйне халӑха кӑтартасшӑн пулнӑ пек, ҫывӑхри калаҫӑва хупласа лартмаллах хытӑ шавлать, аялта супӑнь кӑпӑкӗ евӗр шурӑ кӑпӑк капланса тӑрать.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн халь апат начар мар, анчах выльӑх ҫине выльӑхла пӑхни пӗтӗм ӗҫе хупласа хурать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑртран аялалла аннӑҫемӗн ун хӑлхине музыка пек янраса тӑракан ӗҫ шавӗ ытларах хупласа пырать, куҫсем ҫуллахи хӗвеллӗ кунӑн мӗнпур эрешне сӑнаса илме те ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун сӑмахӗсене мотор сасси хупласа хучӗ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юмахри паттӑр пек тӑракан Нилов, пурин сассине те хупласа, тепӗр хут янратса ячӗ:

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑвашрисемпе танлаштарӑр-ха: «alikovopress.ru» (Элӗксен «Пурнӑҫ ҫулӗпе»); «shemursha-vesti.ru» («Шӑмӑршӑ хыпарӗсем»); «avangard-21.ru» («avangard-chuv.ru» теме вӑтаннӑ; чӑваш халӑхне 21 кодпа хупласа лартнӑ); «zapobedu21.ru» (Йӗпреҫсен «Ҫӗнтерӳшӗн»); «zp21rus.ru» (Муркашсен «Ҫӗнтерӳ ялавӗ»; кунта чӑвашсемпе ҫыхӑнманнине палӑртас тесе 21 кодпа та усӑ курнӑ, «rus» хушнипе те!); «gazeta1931.ru» (Вӑрмарсен «Хӗрлӗ ялавӗ») тата ыттисем те.

Сравните из Чувашии: «alikovopress.ru» («Пурнӑҫ ҫулӗпе» из Аликово); «shemursha-vesti.ru» («Шемуршинские новости»); «avangard-21.ru» (постеснялись назвать «avangard-chuv.ru»; чувашский народ прикрыли кодом 21); «zapobedu21.ru» («За Победу» из Ибресь); «zp21rus.ru» («Знамя Победы» из Моргауш; здесь, чтобы скрыть связь с чувашами использовали и 21 код, и приставку «rus»!); «gazeta1931.ru» («Красное знамя» из Урмар) и другие.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Ҫамрӑклӑхӑн ӗмӗр иксӗлми вӑй-хӑватне нимле инкек те хупласа хураймасть иккен: ҫынсем сӗм вӑрмана тарса килсе чипер вырнаҫса та пӗтмен-ха, нумайӑшӗн, Ятламасӑнни пек, ҫурт-йӗрӗ те ҫук, хӗрсем вӑййа тухма та пуҫланӑ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ара, мӗнле калас, сана усатма килтӗмӗр полать ӗнтӗ, — тавӑрчӗ ҫывӑхри стариксенчен пӗри, хӑйӗн ҫумне лӑпчӑннӑ мӑнукне сӑхман аркипе хупласа тӑраканскер.

Помоги переводом

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать пире хупласа тӑракан тӳпере, анчах чи ҫуттисен ячӗсем ҫаксем (эп ун пеккисене ку таранччен курманччӗ-ха): чаплӑ та мухтавлӑ Сулейман Великолепный — Турци султанӗ тата аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ Сахиб-Гирей, пирӗн телейӗмӗр Герай-хан…

Помоги переводом

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӳлтен чӗриклетсе хупласа тӑракан алӑк уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗншӗн тесен вӗсен питне шурӑ пӗркенчӗксем хупласа тӑратчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑрӑм ҫӳҫӗсем пилӗкне ҫитиччен ӑна хупласа тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар йӗри-тавра шавлакан тӗнчене хӑйӗнчен хупласа хума вӗренчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кирлӗ-кирлӗмаршӑн ҫынсен ҫӑварӗсене хупласа, тӗрмесене хупса, шухӑшламасӑр пурӑнма вӗрентесшӗн пулнӑ-ши халӑха ун чухнехи коммунист-пуҫлӑхсем?

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Эмел яни килӗшмерӗ-ши, — ик куҫне те аллисемпе хупласа ӳпкелешрӗ ача.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней